Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пирӗн чӗлхе (Тӑваньялсем Сергей)

Акӑ ӗнтӗ, тавтапуҫ Турра, пирӗн те хамӑр чӗлхепех хаҫат тухакан пулчӗ, кунтан малашне пирӗн нихӑш енчен ҫутӑ курмасӑрах ӗмӗрӗсене тӗттӗмре ларса ирттерекен чӑваш ҫыннисене те хӑйсем тавралла тӗнчере пулакан тӗрлӗрен ӗҫсем ҫинчен пӗлсе тӑмашкӑн май килчӗ. Хаҫет валли питӗ кирлӗ япала, хаҫет пулман халӑха хӑйӗн пурнӑҫӗ йеркисене аванлантарма питӗ хӗн, мӗншӗн тесен хаҫетран пуҫне самананӑн арканса явкаланса пыракан йӗррисене йӗрлесе тупма, хӑйӗн пурнӑҫне малалла яма ниепле халӑх та пултараймасть. Питрех те пирӗн чӑваш ҫыннисене куллен-кун мӗн-мӗн кирлине хамӑрӑн хаҫет пулмасан ниепле те пӗлмелли ҫук, мӗншӗн тесен чӑвашсем ҫинчен халиччен никам та нимӗн те ҫырман, чӑвашсем епле пурӑннине тӗпӗ-йӗрӗпе лайӑх пӗлекен ҫынсем те ҫукпа пӗрех. Ҫавӑнпа пирӗн ҫынсем валли хаҫет кӑларма тахҫанах пит кирлӗччӗ, анчах ӑна кӑларма пултаракан ҫын ҫукчӗ е, пулсассӑн та, ҫӳлте тӑракан тӳре-шарасем ирӗк памастчӗҫ. Халӗ ӗнтӗ, турӑ ҫырсан, эпир те нимӗнтен хӑрамасӑр, никамран вӑтанмасӑр хамӑр хуйхӑсем, хамӑр нушалӑхсем ҫинчен калаҫса тӑрӑпӑр, пирӗн Раҫҫейре те, ытти патшалӑхсенче те хамӑр чӗлхепе пӗлтерсе тӑма тӑрӑшӑпӑр.

Хашӗ пур, чӑвашла хаҫет туха пуҫланине илтсен тӗлӗнсе те кайӗ: "мӗнле ку чӑвашла хаҫет кӑларса аппаланаҫҫӗ-ши?" тийӗ, чӑвашла хаҫет кӑларас тесен чӑваш чӗлхи ҫителӗклӗ пулайӗ-ши?" тийӗ. Ун пек калаҫни пушӑ арман авӑртнипе пӗрех, мӗншӗн тесен апла калаҫни чӑваш чӗлхи мӗн иккенне пӗртте пӗлменнинчен килет: пӗтӗм халӑх валли усӑллӑ япаласем ҫырма шухӑш пулсассӑн чӑваш чӗлхине пит аван пӗлес пулать. Кӑчунехи чӑвашсем хӑш-хӑш ҫӗрте /Чикме хули уезӗнчи Вире ялсем тата урӑх ҫӗртисем те/ хӑйсен чӗлхине е ҫармӑсла сӑмах хутӑштаркаласа е вырӑсран илтнӗ пӗлнӗ-пӗлмен халапсем курткелесе нумай пӑснӑ, улӑштарнӑ. Хӑшӗ пур, калаҫма тытӑнсан чӑвашла виҫ сӑмах каламассерен пӗр сӑмахне вырӑсла ҫыпӑҫтарать, ҫапла вара хӑй чӗлхине пӑсса шалт унӑн илемне ярать. Пурӑнсан-пурӑнсан апла калаҫакан ҫынсем чӑваш чӗлхине пит иксӗтеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен сӑмахӗсене калас вырӑнне нумаях шухӑшласа тӑмасӑр вырӑслах каласа яраҫҫӗ. Ҫапла вара сыпӑкран сыпӑка чӑваш чӗлхинӗн сӑмахӗсем пӗрерӗн-пӗрерӗн манӑҫа юлса пырса вӗсен вырӑнне урӑх чӗлхе сӑмахӗсем кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ. Чӑвашла хаҫет-и, кӗнеке-и, мӗн-и ҫырас тиекен ҫын ун пек пули-пулми сӑмахран пит сыхланас пулать, тӗп чӑваш сӑмахнех ӗҫе кӳрсе ҫырас пулать. Хӑй ялӗнчи чӗлхере ун пек кирлӗ сӑмах-юмах пулмасан ӑна урӑх ҫӗрти чӑвашсен чӗлхинчен илес пулать, мӗншӗн тесен пирӗн халӑх тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнса калаҫасса та пӗр пек калаҫмасть, тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ калаҫать. Пӗр ялта пулман сӑмах, кам пӗлет, тепӗр ялта пур-и, тен, ҫапла вара сурӑх кӗтӗвӗ пек саланса кайнӑ чӑваш халапӗсене, сӑмахӗ-юмахӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарсан пит лайӑх чӗлхе тума пулать. Унтан тата ак мӗн калас шухӑшӑм пур: пирӗн чӑвашӑн ҫамрӑкрах ҫынсем, яш-кӗрӗмсем, ваттисенчен урӑхларах каласаҫҫӗ, ваттисем калаҫакан хӑш-хӑш сӑмахсене ҫамрӑккисем нихӑҫан та каламаҫҫӗ е пӗлессе те пӗлмеҫҫӗ, е, вӑл тахҫанхи сӑмах тесе, тиркесе ун вырӑнне вырӑслах калаҫҫӗ. Алла туни хӑй чӗлхине манӑҫ айне туни, пӗтес еннелле пыракан ҫуппӑ ӑсатма тӑрӑшни пулать. Ҫак эпӗ кунта калани тӗрӗс иккенне сире ӗнентермешкӗн ак мӗнле-мӗнле сӑмахсене кӑтартас тетӗп. Ӗлӗк-авал пирӗн чӑвашсем ҫын пӗр-пӗр ӗҫ тунине хӑй куҫӗпе курнӑ ҫынна "тынӑ" тенӗ, халӗ вӑл сӑмаха ниҫта та илтеймӗн те, ун вырӑнне "ҫвитеттӗль" теҫҫӗ: мӑнастирте пурӑнакан ҫынсене ӗлӗк "хура-тум тенӗ, халӗ пулсан вырӑслах "манах" теҫҫӗ, ҫынна ырӑлӑх тунӑшӑн тав туса, ӗлӗкхи чӑвашсем "рахмат" /рехмет/ е "тавтапуҫ" тенӗ, хальхисем ун вырӑнне нумайӑшӗ "спаҫипӑ" теҫҫӗ; аслӑ шывра пурӑнакан пысӑк пулла ӗлӗк "ҫуйӑн" тенӗ, халӗ апла калас вырӑнне вырӑсла: "сум", "ҫӗтӗрле" /стерляк/ тесе аппаланаҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем пирӗн илемлӗ чӗлхене пӑсса хураҫҫӗ, йюрри-йӗррипе пӗтес патнеяле уттараҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине йӑлтах пӗтерес мар тесессӗн, халех ӑна| пуҫтарма кирлӗ, тӗрлӗ ҫӗрте мӗн пур сӑмахсене пухса, пӗр кӗнеке ҫине ҫырма кирлӗ; апла тусан вара эпир хамӑр чӗлхене манмӑпӑр, унтан тата тӗрлӗ ҫӗрти сӑмах-юмаха пӗр ҫӗре пухсан, пирӗн чӗлхе те, сӑмах-халапран пуйса, кирек мӗн калас тесессӗн те ют ҫынсем патне сӑмах кивҫен илме каймалла пулмӗ вара.

Тата хӑш ҫынсем, шӑтӑк тӑрлӑраххисем, калаҫҫӗ: пирӗн чӑваш чӗлхипе мӗн тумалла, пирӗн вырӑсла вӗренес пулать, теҫҫӗ, хамӑр чӗлхене часрах манса, вырӑсла пакӑлтатма вӗренсессӗн вара тата аван пулӗ-ҫке, теҫҫӗ, вырӑссен вӗсенӗн кӗнеке таврашӗ те нумай, хаҫет-япала та ним хисепсӗр, теҫҫӗ, чӑвашла кӗнеке-масар ҫырса аппаланиччен, хаҫат кӑларкаласа муталаниччен, вырӑсла вӗрен те вырӑслах ҫӗмӗрттер вара, теҫҫӗ. Кун пек ҫынсем калаҫни чӑн-и, суя-и, вӗсем тӗрӗс калаҫҫӗ-и, е ахаль анчах, хӑйсем айваннине кура вырӑнсӑр лапӑрта-таҫҫӗ-и? Ман шухӑшпа пулсассӑн, вӗсем апла калаҫнине итлесси те харам, мӗншӗн тесен харпӑр халӑха харпӑр хӑй пурлӑхӗ хаклӑ. Ют чӗлхе пит аван пулсан та, вӑл пирӗн мар, ҫыннӑн, ҫын лаши темӗн тӗрлӗ маттур пулсан та, ун ҫине утланса ларса хам лаша тесе мухтанса ҫӳреймӗн, темӗн тӗрлӗ чаплӑ пуян ҫын тумтирне тахӑнса, хам тумтирӗм тесе калаймӑн, хӑвӑн пулсан, ытлашши чиперех пулмасан та шанчӑклӑ пулӗ, мӗншӗн тесен сана: ҫын япалипе анчах ырӑ куратӑн, хӑвӑн нимӗскер те ҫук, тесе калакан пулмӗ, ҫыннӑнне йышӑнсан, кирек кам та сана пырса тӗртсе хурлӑха хӑварӗ: хӑвӑн нимескер те ҫук, ҫынӑннипе анчах пурӑнатӑн, тейӗ. Апла сӑмаха илтни санӑн питне пӗҫертмӗ-ши? намӑслантармӗ-ши? Унтан тата ак мӗн пулать; пирӗн чӗлхепе темиҫе пин ҫул пирӗн аттесем, асаттесем, мӑн асаттесем калаҫнӑ, эпир тӗнчене ҫуралса анне аллинче выртса чӑн малтан илтнӗ чӗлхе те чӑваш чӗлхиех, мӗн кӗҫӗнтенпе эпир чӑвашла калаҫса ӳснӗ, ҫамрӑкла юлташсемпе выляса ҫӳренӗ чухне те, ӳссе ҫитсен хамӑр ял-йышпа та, юратнӑ туссемпе те, куршӗ-аршӑсемпе те, юратса килекен хӑна-кӗрлесемпе те эпир вырӑс чӗлхипе е тутар чӗлхипе калаҫман, чӑвашлах калаҫнӑ... Хӑш-хӑш чухне ҫуралнӑ ҫӗршывран уйӑрӑлса аяккалла каймалла пулсассӑн, ҫул ҫинче теплерен чӑвашла калаҫнине илтсен, эпир, хамӑр ҫын тесе, савӑнмастпӑр-и? Вал чӑвашла каланӑ сӑмах пирӗн чуна епле пырса тивет, епле савӑнтарать, епле хамӑр ҫуралса ӳснӗ ҫӗршыв ҫинчен, хамӑрӑн мӗскӗн пулсан та, хамӑршӑн пит паханӑн, пит илемлӗн туйӑнакан пурӑнӑҫ ҫинчен, атте-аннепе, чун патӗнчи хурӑнташ-ӑрӑвӑмӑрсемпе епле пурӑннине аса илтерет. Ҫавӑнпа та хӑй халӑхне юратакан ҫын, кирек кам пулсассӑн та, хӑй чӗлхине пит пахаласа, темрен те мала хурса, ӑна хӑй чунне юратнӑ пек юратать. Ҫавна кура, нумай кӗнеке ҫырнӑ пӗр питӗ ӑслӑ ҫын этемӗн хӑй чӗлхине епле юратмалли ҫинчен ак мӗн каланӑ: "Хӑй ҫӗрнешывне юратакан ҫыншӑн хӑй чӗлхи пит хаклӑ, ҫавӑншӑн эпӗ акӑльчансене питӗ юрататӑп, вӗсем хӑйсем ют чӗлхепе калаҫма темӗн тӗрлӗ ӑста пулсан та, ют чӗлхепе калаҫиччен хӑйсенӗн темӗскерле шӑхӑрнӑ пек, чашкӑрнӑ, пек илтӗнекен чӗлхипе калаҫма юратарах лараҫҫӗ", тенӗ.

Чӑвашсем, хавӑрӑн чӗлхӗре ан манӑр, ӑна ан ҫухатӑр, ӑна ҫухатсан эпир хамӑр та ҫухалӑпӑр; чӑваш ячӗ те ҫухалӗ. Ан ҫывӑрӑр, вӑранӑр, пирӗншӗн те ҫӗнӗ самана пуҫланать, ҫӗнӗ ҫурӑм пуҫ шуралса килет, ирӗклӗх хевелӗ хӗрелсе тухать; ваттисем мӗн калани асӑртан ан кайтӑр, вӗсем каланӑ: ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тенӗ...

Тӑваньялсем Сергей, 1906 ҫул,
«Ҫамрӑксен хаҫачӗнчен» (2006, ака, 21) ҫырса илнӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2020-04-25 07:37:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10656 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем