Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пуплеври сасӑсем, вӗсен уйрӑмлӑхӗсем

Саспаллиллӗ ҫырура кашни сасса уйрӑм паллӑпа кӑтартаҫҫӗ тенӗччӗ маларах. Чӑваш алфавитӗнче 37 саспалли; вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем (е, ӗ, ю, я) сасӑсен майлашӑвне пӗлтереҫҫӗ, теприсем (ъ, ь) нимӗнле сасса та кӑтартмаҫҫӗ. Апла пулсан, чӑваш чӗлхинче миҫе сасӑ-ши? Каланине шута илсен (37—4—2=31), пирӗн чӗлхере 31 сасӑ пулмалла пек. Чӑнах ҫапла-ши вал?
Акӑ, икӗ сӑмах илер: пур, пир. Вӗсем пӗр-пӗринчен уҫӑ сасӑсем тӗлӗшпе ҫеҫ уйрӑлса тӑраҫҫӗ: пӗринче — у, тепринче — и. Ытти сассисене ҫырура п тата р саспаллисемпе палӑртнӑ. Ҫак сасӑсем асӑннӑ сӑмахсенче пӗр пек илтӗнмеҫҫӗ иккен. Пир сӑмахра п тата р сасӑсем пур сӑмахри ҫав сасӑсенчен урӑхларах илтӗннине туйса илме икӗ сӑмахне умлӑ-хыҫлӑ темиҫе хут каласа пӑхӑр-ха: пир сӑмахра п тата р сасӑсем ҫемҫен илтӗнни тӳрех сисӗнет, пур сӑмахра ку сасӑсем хыттӑн илтӗнеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне пур сӑмахри п сасса каланӑ чух тута ирӗксӗрех малалла тӑсӑлать (пир сӑмаха каланипе танлаштарсан).
Халӗ тат, тет сӑмахсене каласа пӑхар: тимлӗрех итлесен сасӑсене калана чух каллех уйрӑмлӑх пурри сисӗнет. Ҫапла вара, пӗр саспаллипе палӑртнӑ сасӑ тӗрлӗ сӑмахсенче тӗрлӗрен илтӗннине куратпӑр. Апла пулсан, чӑваш чӗлхинче сасӑсен хисепӗ алфавитра кӑтартнӑ саспаллисенчен ытларах пулса тухать. Ку чӑнах та ҫапла: сасӑсем кирек мӗнле чӗлхере те алфавитра кӑтартнӑ саспаллисен хисепӗнчен нумайрах, саспаллисемпе сасӑсен шучӗ нихӑҫан та тӳр килмест.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш чӗлхи ҫинчен ытти статьясене


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-11-27 14:51:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3129 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем