Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пуплеври сасӑсен ылмашӑвӗсем

Сасӑсем уйрӑмшарӑн каланӑ чух ҫеҫ уҫӑмлӑ илтӗнеҫҫӗ. Калаҫура сасӑсем пӗчченшерӗн каланӑ чухнехи пекех уҫӑмлӑн илтӗнмеҫҫӗ. Час-часах юнашар тӑракан сасӑсен витӗмӗпе пӗр сасӑ тепринпе пачах пӗрпекленсе е пӗр евӗрлӗрех пулса каять. Ку вӑл пуплев органӗсем юнашар сасса калама улшӑнса ҫтейменнинчен е пӗр сасса каличченех юнашар сасса калама хатӗрленнинчен килет тесе вӗрентеҫҫӗ тӗпчевҫӗсем. Чӗлхе наукинче ҫак пулӑма _ассимиляци_, урӑхла _юнашар сасӑсен пӗрпекленӗвӗ_ теҫҫӗ. Ҫак ӑнлава ҫирӗплетсе паракан тӗслӗхсем чӑваш чӗлхинче йышлӑ. Уйрӑмах юнашар тӑракан хупӑ сасӑсен пӗрпекленӗвӗ анлӑ сарӑлнӑ. Сасӑсем пӗрпекленесси ытларах сӑмах тӗпӗ ҫумне тӗрлӗ аффикс хушӑннӑ чух тӗл пулать.
Тӗслӗхсем:
1. Ш тата ҫ сасӑпа пӗтекен япала ячӗсем ҫумне нумайлӑ хисеп аффиксе -сем хушӑннӑ чух аффиксри с сасӑ ш е ҫ сасӑпа пӗрпекленет: йывӑҫ+сем — йывӑҫҫем, хутаҫ+сем — хутаҫҫем, чӑваш+сем — чӑвашшем.
Ку тӗслехсенче юнашар тӗракан хыҫалти сасӑ малти сасӑ пек пулса каять, чӗлхе наукинче ӑна _майлӑ ассимиляци_ (вырӑсла прогрессивная ассимиляция) теҫҫӗ.
2. Ҫӳлте асӑннӑ сӑмахсем ҫумне -сӑр(-сӗр) аффикс хушӑннӑ чух та аффиксри с сасӑ ш тата ҫ сасӑсемпе пӗрпекленет: чӑваш+сӑр — чӑвашшӑр; йывӑҫ+сӑр — йывӑҫҫӑр
3. Ш тата ҫ сасӑсемпе пӗтекен глаголсен хушу наклонени форми ҫумне -сам(-сем) татӑк хушӑннӑ чухне каллех майлӑ ассимиляци пулнине куратпӑр: тӑрӑш+сам = тӑрӑшшам, иш+сем = ишшем, уҫ+сам = уҫҫам.
4. Ш тата ҫ сасӑпа пӗтекен глаголсенчен -са(-се), -сан(-сен) аффикслӑ деепричасти форми тунӑ чухне каллех юнашар сасӑсем пӗрпекленеҫҫӗ. Тӗслӗхсем: тӑрӑш+са - тӑрӑшша, иш+сен — ишшен, вӗҫ+се — вӗҫҫе.
Сӑмах тӗпӗпе аффикс пӗрлешнӗ тӗлте умри сасӑ хӑй хыҫҫӑн тӑракан сасӑпа та пӗрпекленет. Чӗлхе наукинче ун пек ассимиляцие _хирӗҫле ассимиляци_ (вырӑсла регрессивная ассимиляция) теҫҫӗ. Халӗ хирӗҫле ассимиляци тӗслӗхӗсене пӑхса тухар.
1. Глаголсен хальхи вӑхӑтӗнчи нумайлӑ хисепӗн 1-мӗш сӑпатӗнче т сасӑ аффиксри п сасӑпа пӗрпекленет: вулат+пӑр = вулаппӑр, ӗҫлет+пӗр = ӗҫлеппӗр, вӗренет+пӗр = вӗренеппӗр.
2. Глаголсен темиҫе иртнӗ вӑхӑчӗн пӗрреллӗ тата нумайлӑ хисепӗсен 3-мӗш сӑпатӗнче т сасӑ аффиксри ч сасӑпа пӗрпекленет. Тӗслӗхсем:

  • пурлӑ форма: вӗренет+чӗ = вӗренеччӗ, сыхлат+чӗ = сыхлаччӗ, килет+чӗ = килеччӗ;
  • ҫуклӑ форма: каймасть+чӗ = каймасчӗ, ӗҫлемест+чӗ = ӗҫлемесчӗ.

3. Пулас причасти форми ҫумне -шӑн(-шӗн) аффикс хушӑннӑ чух с сасӑ ш сасӑпа пӗрпекленет; ҫӳрес+шӗн = ҫӳрешшӗн, пулас+шӑн = пулашшӑн, ҫӗнтерес+шӗн = ҫӗнтерешшӗн.
Ассимиляцин ку йышши тӗсӗсем калаҫура питӗ анлӑ сарӑлнӑ.
Ҫапла вара, маларах ҫырса кӑтартнӑ тӗслӗхсенчен ҫакӑ курӑнать: юнашар таракан сасӑсем пулӑвӗ тӗлӗшӗнчен пӗр евӗрлӗрех пулсан ҫеҫ пӗрпекленеҫҫӗ: ш, с, ҫ сасӑсем, тӗслӗхрен, пурте сывлӑш юхӑмӗ пуплев органӗсем хушшипе хӗсӗнсе тухнипе пулаканнисем. Ҫавӑнпа та вӗсем калаҫура пӗр евӗрлӗ илтӗнеҫҫӗ.
Хӑшпӗр чухне юнашар мар сасӑсем пӗрпекленни те тӗл пулать. Ун пек тӗслӗхсенчен пӗрне чӑваш писателӗ Юхма Мишши хӑйӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. Акӑ вал: «Шуршӑлти
илемсенчен пӗри вал — сӑрт айӗнче тапса тӑракан ҫӑлкуҫӗсем. Куҫҫуль пек таса вӗсен шывӗ, шурӑ. Ҫавсенчен тухса кайнӑ та ӗнтӗ ял ячӗ. Шурҫӑл тенӗ ӑна малтан ҫынсем, каярахпа вара Шурҫӑлтан Шуршӑл пулса тӑнӑ, «ҫ» сасӑ «ш» сасӑ пек илтӗнме тытӑннӑ». Юнашар мар сасӑсен пӗрпекленӗвӗ алшиш (алсиш сӑмахран), кӗҫӗр (ку ҫӗр сӑмахсенчен) сӑмахсенче те пур.
Пуплеври сӑмахсен ылмашӑвӗсем, паллах, кунта кӑтартнинчен ытларах тӗл пулаҫҫӗ. Эпир вӗсене пурне те ҫырса кӑтартас тӗллев лартмарӑмӑр.


 
Категорисем: Фонетика
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-17 20:06:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4809 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем