Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Районти шкулсен историйӗнчен

Пирӗн район территорийӗнче малтанхи шкулсене I-мӗш Николай патша вӑхӑтӗнче уҫнӑ. 1861 ҫулхи реформӑсем (улшӑнусем) хыҫҫӑн шкулсен шучӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Ҫак шкулсем валли пирвайхи учительсене Хусанта хатӗрленӗ, 1869 ҫултан пуҫласа Чӗмпӗр хулинче И.Н. Ульяновпа И.Я. Яковлев тӑрӑпшипе ятарласа чӑваш шкулӗсем валли учительсем вӗрентме тытӑннӑ.

ШУПАШКАР РАЙОНӖНЧИ ЧИ МАЛТАНХИ ШКУЛСЕМ
Шкулҫулта
уҫнӑ
Яндашево училищи1840
Ишекри чиркӳ ҫумӗнчи1843
Анат Кӗнерти чиркӳ ҫумӗнчи1850
Шемшерти замство шкулӗ1851
Мӑналти замство училищи1861
Иккасинчи чиркӳ ҫумӗнчи1861
Апашри земство училищи1872
Кӳкеҫри вӗрентӳ шкулӗ1886

Ҫав вӑхӑтра ятарласа лартнӑ шкул ҫурчӗсем пулман, кӗнекесене вырӑсла кӑларнӑ, учитель ӗҫне чиркӳ ҫыннисем йӗркеленӗ. 1913 ҫул тӗлне паянхи чӑваш ҫӗрӗ ҫинче пурӗ те 463 шкул кӑна пулнӑ. Вулама-ҫырма пӗлекенсен шучӗ 20% та ҫитеймен.
Ҫак шкулсенче Токаш вулӑсне 29 ял кӗнӗ, вӗсенче пурӗ 13 шкул ӗҫленӗ. Паянхи кун вара ҫакӑнта 3 шкул кӑна тӑрса юлнӑ. 1905-1913 ҫулсенче пирӗн Чӑрӑшкассинче 114 ача ҫуралнӑ. Ҫакна шута илсе 1920 ҫулта ялта шкул уҫнӑ.
Патша саманинче учитель халӑх хупшшнче чи хисеплӗ ҫын шутланнӑ. Ытти ӗҫченсемпе танлаштарсан, вӑл чи пысӑк шалу укҫи илнӗ, хӑй вилсен унӑн ҫемйи патшалӑхран укҫан пулӑшу (пособи) илсе тӑнӑ.
Аслӑ вӑрҫӑ умӗн ял халӑхӗ хушшинче учительпе трактористӑн кӑна велосипед пулнӑ. Пур ҫамрӑк та ҫавсен ҫулӗпе кайма ӗмӗтленнӗ.
Иртнӗ ӗмӗрти 20-40-мӗш ҫулсенче районти шкулсенче хӑйӗн тӑрӑшулӑхӗпе Ангелина Николаена Санчукова (Толикассинчен), Василий Прокопьевич Прокопьевпа Клавдия Меркурьева (Шемшертен), Василий Сергеевич Сергеев (Апашран), Мария Ивановна Осипова (Илпешрен), Вера Тимофеевна Томасова (Мӑналтан), Перасковья Александровна Сюртукова (Явӑшран), Александра Федоровна Арбатовӑпа Христина Дмитриевна (Ишекрен) палӑрса тӑнӑ. Вӗсем пурте Ленин орденне тата ытти нумай наградӑна тивӗҫнӗ.
Хаяр вӑрҫӑ пуҫлансан, арҫын учительсен йышӗ чакнине пула, Апашри, Иккассинчи шкулсенче аслӑ классене хупма тивнӗ.
1920-40-мӗш ҫулсенче учитель ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Чи пултаруллисене укҫан преми, 20-30 ҫул таҫан ӗҫленисене Хисеп грамоти, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав, Ленин орденӗсене панӑ.
Пӗр 50 ҫул каялларах учитель ҫине пур ӗҫе те тиеме пуҫларӗҫ. Ял тӑрӑх ҫӑм, ҫӑмарта пухмалла, отпуск вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫлемелле, суйлавсем умӗн килте-киле ҫӳресе агитаци тумалла, пропагандист ӗҫне те — вӑлах.
Ачана чиркӳре ят хунӑ, ҫамрӑксем венчете тӑнӑ, эрех ӗҫнӗ, пирус туртнӑ — айӑпли яланах учитель.
Малтанхи ҫулсенче пӗчӗк ачасем пурте учитель е врач пулма ӗмӗтленнӗ пулсан, халь вара ҫапла илтме пулать: «Учителе кайма эпӗ ухмах мар». Вӑрҫӑччен шкулта ытларах арҫынсем вӑй хунӑ, паян вара пачах урӑхла.
Ачасен сывлӑхӗ, пӗлӳ шайӗ чакса пыни пурне те шухӑша ямалла. Врачсемпе социологсем паян 1-мӗш клас пыракан ачасен 8о% сывлӑхӗ аптрамасть, 11 класс пӗтерекен ҫамрӑксен 8о% сывлӑхӗ хавшанӑ тесе хуравлаҫҫӗ.
Пируспа, наркотикпе ашкӑнакан, эрехпе сӑра ӗҫекенсен шучӗ ӳссе пыни пурне те шухӑша ямалла.
Ҫӳлтен пуҫласа янӑ шкулти реформӑсенчен ашшӗ-амӑшӗпе ачисем, учительсем нумай ыррине кӗтеҫҫӗ, ачасене тӗрлӗ воспитани, тарӑнрах пӗлӳ памалли улшӑнусем пуласса шанаҫҫҫӗ:
«Ачасем пирӗн пуласлӑх» сӑмахсене манас марччӗ.
Леонид Палов, Чӑрӑшкасси
«Тӑван Ен», 2010, 9887-9889№


 
Категорисем: Шупашкар районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-28 14:14:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3805 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем