Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Савельев-Сас Александр Сергеевич

Александр Сергеевич Савельев-Сас, — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. 1932 ҫулта Пушкӑрт Республикин Авӑркас районне кӗрекен Юламан ятлӑ чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ.

Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ. М. Трубина ячӗллӗ тата Авӑркас район администрацийӗн Ф.Карим ячӗллӗ преми лауреачӗ.

Кун-ҫулӗ

Ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул хыҫҫӑн колхозра ӗҫленӗ. 1951-1954 ҫулсенче хӗсметре тӑнӑ. Кайран каҫхи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, Стерлитамак патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Тӑван ялӗнче шкулта, хаҫатра ӗҫленӗ.

Ку таранчен унӑн Шупашкарти хаҫат-журналсенче калавсемпе повеҫсем чылай пичетленнӗ. Вӗсенчен паллӑраххи, сӑмахран «Ют арӑм» повеҫ. Ултӑ кӗнеке ҫырнӑ. Унӑн сӑвви-калавӗсене вырӑсла, тутарла, пушкӑртла куҫарнӑ. Пушкӑрт республикинче пурӑнать.

Ӗҫӗсем

Кӗнекисем: «Кам пысӑкрах» (1975), «Ялти сукмаксем» (1981), «Кашкӑр сукмакӗ» (1987), «Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ» (1993), «Сӑвӑсем» (2000).


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-10-18 13:54:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6123 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем