Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Скобка (ПП)

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

78§. Предложенин тытӑмӗпе тӳррӗн ҫыхӑнман кӳртӗм сӑмахсене, сӑмах майлашӑвӗсене е предложенисене запятойпа е тирепе уйрӑмлатни ҫителӗксӗртерех чухне скобкӑна хупаҫҫӗ (запятойпа уйрӑмлатасси ҫинчен 53-мӗш параграфра вулӑр, тире лартасси ҫинчен — 75-мӗш параграфа), тӗслӗхрен: Редакци хушнипе эрнелӗх яла кайса килнипе лайӑх очерк е калав (повесть пирки каламӑпӑр та) ҫырма пулать-и? (А. Артемьев).

79§. Калани ҫумне сӑмах май хушса хунисене (кунашкал хушса хунисем сӑмах, сӑмах майлашӑвӗ, предложени е вӗсен пӗрлешӗвӗ пулма пултараҫҫӗ) скобкӑна хупаҫҫӗ. Шухӑшӗ тӑрӑх кунашкал хушса каланисем предложени пайӗпе те, унпа пӗтӗмӗшлӗн те ҫыхӑнма пултараҫҫӗ. Содержанине кура хушса калани хыҫҫӑн ыйту е кӑшкӑру палли пулма пултарать, анчах та скобкӑна хупакан сыпӑк тепӗр предложение кӗнӗ чух ун хыҫҫӑн точка лартмаҫҫӗ. Тӗслӗхрен: Тен (калӑп, тӳре сӑмаха ма калас мар?), хурӑнташлӑ пулӑпӑр-и тесе шухӑшлаттӑм (А. Артемьев).

80§. Сӑмах май хушса калани тепӗр предложение кӗмен чухне те ӑна скобкӑнах хупаҫҫӗ, юлашки скобки умӗн кирлӗ чарӑну палли лартаҫҫӗ, скобки хыҫҫӑн урӑх чарӑну палли лартмаҫҫӗ, тӗслӗхрен: Каҫҫан пичче лӑпланчӗ те чӗлӗмне пӗшкӗнсе илчӗ (тавтапуҫ пӳлӗхҫӗ, кантуртисем мар иккен.) (Хв. Уяр).

81§. Автор теприн шухӑшне епле хакланине (ырланине, тӗлӗннине, иккӗленнине, килӗшменнине) палӑртса предложени варрине лартакан ыйту е кӑшкӑру паллине скобкӑна хупаҫҫӗ, тӗслӗхрен: К. В. Иванов калашле, укҫапала эрехех (!) ҫынна ӑсран кӑларать.

82§. Итлекенсем калаканнин сӑмаххисене епле йышӑннине кӑтартакан сӑмахсене скобкӑна хупаҫҫӗ: (Кулаҫҫӗ. Алӑ ҫупаҫҫӗ.)

83§. Цитата хыҫҫӑн унӑн авторне, цитатӑна ӑҫтан илнине кӑтартакан сӑмахсене скобкӑна хупаҫҫӗ: «Вырӑс халӑхӗн хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ — чӑвашсен хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ, унӑн пуласлӑхӗ — вӗсен пуласлӑхӗ, унӑн телейӗ — вӗсен телейӗ» (И. Я. Яковлев).

84§. Драма текстӗнчи автор ремаркисене скобкӑна хупаҫҫӗ:
Елюк. Ах, чӗре сиксе тухать... (Тӗлӗнсе пӑхать.) Ҫырни Ванюк алли пек мар... Ванюк вилнех пулӗ. Кама вулаттарас-ши? Палля патне тепре каям-ха. (Кайма тӑрать.) (Ф. Павлов).


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Çынăм тӳрлетнӗ, информацие 2022-07-10 11:33:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 569 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем