Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Словарьпе усӑ курмалли ҫинчен (МЧЧЧФС)

Чӑваш чӗлхин фразеологи словарӗн пайӗ


Словарь статьине йӗркелени

1. Словарь статйин заглавийӗнче чӑваш фразеологизмӗсене хура саспаллисемпе пичетленӗ:
Асла хур
Вӑйран кай
Манӑҫа кӑлар
Сая кай

2. Чӑваш тата вырӑс фразеологизмӗсенчи лексика варианчӗсене тӑваткал скобкӑра уйӑрса кӑтартнӑ:
Алла кӗр [лек, ҫаклан]
Аша [ӑшчике] ҫунтар
Ҫӗр [ҫӗр пичӗ] ҫинчен шӑл
Аса кил приходить / прийти на память [на ум]
Сӑмсана ҫур бить [ударять] в нос
3. Чӑваш чӗлхин фраэеологизмӗсечи компонентсен фонетика тата грамматика варианчӗсене, вырӑс чӗлхин фразеологизмӗсенчи грамматика варианчӗсене ҫаврака скобкӑра уйӑрса панӑ:
Алӑ (ал) сул
Сӑмах (сӑмаха) ҫап
Экзамен (экзаменсем) пар
Сӑсӑл вӗҫтер нагонять / нагнать страх (страху)
Кӗвве кил быть в ладу (в ладах)
4. Фразеологизмсен пӗлтерӗшӗсене ӑнлантарса панисене, хушма сӑмахсене т. ыт. те скобкӑра кӑтартнӑ:
Куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ глаза сияют (от радости)
Сӑмсана ҫап бить в нос (о запахе)
Пӳрнине кассан та юн тухмасть отруби палец, и то кровь не потечет (очень жадный человек)
Хӑйне (хӑй) тыт держать себя
5. Тытӑмӗпе сӑмах майлашӑвӗпе пӗр пек фразеологизмсен пуҫламӑш форми вырӑнне инфинитив, предложенисемпе пӗр пек фразеологизмсен пуҫламӑш форми вырӑнне хальхи вӑхӑтӑн пӗрреллӗ хисепри 3-мӗш сӑпат формисене йышӑннӑ:
Асран яр сводить / свести с ума
Пуҫа ҫӗмӗр ломать / поломать голову
Пуҫӗ ӗҫлет голова варит
Чӗлхи-ҫӑварӗ ҫыпӑҫать боек на язык
6. Фразеологизм мӗнле те пулин урӑх формӑра тӑрать пулсан, вӑл ҫав формӑра кӑна пулма пултарнине пӗлтерет:
Пуҫа ҫӗклемесӗр (мӗн те пулин ту) не поднимая головы (делать что-либо)
Пӑкки шанчӗ (шаннӑ) ослабел
7. Чӑваш чӗлхинче глаголпа ят сӑмах фразеологизмӗсенчен нумайӑшӗ, уйрӑм глаголсем пекех, пӗр вӑхӑтрах вӗҫленмен ӗҫе те (несовершенный вид), вӗҫленнӗ ӗҫе те (совершенный вид) кӑтартаҫҫӗ. Ҫавна асра тытса, куҫару пайӗнче вырӑс глаголӗсене икӗ вид форминче панӑ: малтан вӗҫленмен ӗҫе кӑтартакан формӑра, унтан, чалӑш йӗр хыҫҫӑн, вӗҫленнӗ ӗҫе кӑтартакан формӑра; вырӑс фразеологизмӗсенчи лексика варианчӗсене икӗ вид форминче те палӑртнӑ:
Йӗркене кӗр приводить / привести в порядок
Ҫынлӑхран тух терять / потерять человеческий облик
Сӑмаха ҫилпе вӗҫтер бросать [пускать] / бросить-[пустить] на ветер слова
8. Хӑшпӗр чӑваш фразеологизмӗсем пӗр вид форминче кӑна пулаҫҫӗ: е вӗҫленмен ӗҫе, е вӗҫленнӗ ӗҫе кӑтартаҫҫӗ. Куҫарнӑ чухне ҫакна шута илнӗ:
Сӑмах вакла говорить много, со всеми подробностями
Кахала пер бездельничать, лентяйничать
Йытӑ хавала собак гонять
Ас тыт задумать, решиться
9. Чӑваш фразеологизмӗсене пӗлтерӗшӗпе тӳр килекен вырӑс фразеологизмӗсем, ҫавӑн пекех уйрӑм глаголсем хыҫҫӑн вӗсем ытти сӑмахсемпе мӗнле ҫыхӑннине кӑтартакан ыйту сӑмахӗсене илсе кӑтартнӑ:
Ҫӑварне хупла затыкать / заткнуть рот кому
Айӑпа кӑлар обвинять / обвинить кого-что в чем
10. Хӑшпӗр чӑваш фразеологизмӗсенче ят сӑмахсем пӗрреллӗ хисепре те, нумайлӑ хисепре те пулаҫҫӗ. Ун пек чух заголовокра фразеологизмсен икӗ вариантне те панӑ:
Алӑ кӗҫтет, алӑсем кӗҫтеҫҫӗ
11. Чӑваш фразеологизмӗ хыҫҫӑн пӗлтерӗшне тӳр килекен вырӑс чӗлхин фразеологизмӗ е уйрӑм глагол, сӑмах майлашӑвӗ тӑрать:
Пӗр чӗлхе туп находить / найти общий язык
Пуҫ ҫине хӑпарса лар садиться / сесть на голову
Ҫӑкӑр ҫитер кормить кого
Сая яр тратить / потратить без пользы что
12. Нумай чухне фразеологизмсене куҫарнӑ чухне синонимсемпе усӑ курнӑ, куҫару пайӗнче малтан фразеологизмсене панӑ, вӗсем хыҫҫӑн шухӑша пӑхса куҫарнисене панӑ. Пӗлтерӗшӗпе ҫывӑх фразеологизмсене запятойпа, ҫывӑх маррисене — точкӑпа запятой лартса
уйӑрнӑ:
Картран тух выходить / выйти из границ приличия, переходить / перейти границы дозволенного
Йӑлана кӗр входить / войти в привычку, становиться / стать привычным; входить / войти в жизнь
13. Чӑваш фразеологизмӗсем икӗ е ытларах пӗлтерӗшлӗ пулаҫҫӗ. Вӗсене куҫарма усӑ курнӑ вырӑс фразеологизмӗсенчен пӗрисем чӑваш фразеологизмӗн пур пӗлтерӗшӗсене те палӑртаҫҫӗ, теприсем уйрӑм пӗлтерӗшӗсене ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ. Пӗлтерӗшсене пурне те палӑртакан вырӑс фразеологизмӗсем хыҫҫӑн скобкӑра чӑваш фразеологизмӗн кашни пӗлтерӗшне ӑнлантарса панӑ. Танлаштарӑр:
1) Тӑнран тух сходить / сойти с ума (1. стать сумасшедшим; 2. проявлять чрезмерное восхищение, восторг, неистовствовать, увлекаясь кем-либо или чем-либо).
2) Ӗҫе (хута) яр 1. пускать / пустить в ход; 2. вводить / ввести в действие; 3. приводить / привести в движение.
14. Хӑшпӗр чухне нумай пӗлтерӗшлӗ фразеологизмсен пӗр пӗлтерӗшӗнче синоним сӑмахсем пулаҫҫӗ. Тепӗр пӗлтерӗшӗнче ун пек сӑмахсем ҫук. Синоним сӑмахсӑр фразеологизм вариантне словарь статйинче тепӗр хут панӑ:
Хӑлхана кӗр [ҫит] 1. доходить / дойти до ушей кого, чьих; 2. хӑлхана кӗр доноситься / донестись, слышаться / послышаться.
15. Словарь статйи вӗҫӗнче чӑваш фразеологизмӗсен синонимӗсене илсе панӑ:
Манӑҫа тух приходить / прийти в забвение, син.: манӑҫ пул, манӑҫ айне пул.
Йӗрӗ те ҫухалнӑ и след простыл; син.: йӗрри-палли те юлман, хӳрине тухса тӳлерӗ.
16. Фразеологизмсене куҫарнӑ хыҫҫӑн вӗсене усӑ курнине кӑтартакан тӗслӗхсем панӑ. Тӗслӗхӗсене илемлӗ литературӑпа фольклор, публицистикӑпа наука произведенийӗсенчен, хаҫат-журналсенчен илнӗ.
17. Нумай пӗлтерӗшлӗ фразеолотизмсен тӗслӗхӗсене вӗсен пур пӗлтерӗшӗсене те куҫарнӑ хыҫҫӑн панӑ. Тӗслӗхсен йӗрки фразеологизмсен словарьте кӑтартнӑ пӗлтерӗшӗсен йӗркипе пӗр килет:
Асра тыт. 1. иметь ввиду кого-что; 2. держать в уме [в голове] кого-что.
1. Пролетариатсӑр нименле ӗҫ те тухмасть сирӗн, ҫакна асра тытӑр. А. Артемьев. 2. Аҫта кӑна ан ҫит, тӑван ҫӗре асра тыт. Ваттисен сӑмахӗсем.
18. Тӗслӗхсенче тӑваткал скобкӑра текст содержанийӗпе килӗшӳллӗ ӑнлантару сӑмахӗсемпе сӑмах майлашӑвӗсем пур:
— Тӗп тӑвӑр вӗсене [халӑх тӑшманӗсене]! — ян каять сасӑ Тухтар сӑмахӗпе хӑват илсе. Н. Илпек.
[Петрович — Наташӑна:] Тӗрӗссипе, эпӗ сан пата колхоз ячӗпе тав тума килтӗм. В. Алакӗр.
19. Тӗслӗхсем хыҫҫӑн произведенисен авторӗсене, сборниксен тата хаҫат-журналсен ячӗсене кӑтартнӑ. Ҫакӑн пек кӑтартнисем ҫук пулсан, тӗслӗхсене Н. И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекинчен», «Чӑвашла-вырӑсла словарьсенчен» (М., 1961; М., 1982) тата «Вырӑсла-чӑвашла словарьтен» (М., 1971) илнине, тӗслӗхсем хыҫҫӑн «Ваттисен сӑмахӗсем» тесе палӑртнӑ пулсан, вӗсене «Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, тупмалли юмахсем» (Шупашкар, 1960) сборникран илнине пӗлтерет.
20. Поэзирен илнӗ тӗслӗхсенче сӑвӑра пысӑк саспаллисемпе пуҫласа ҫырас йӗркене сыхласа хӑварнӑ, анчах та строкасене ахаль текстри пекех вырнаҫтарнӑ.
Оригиналта:
Тӑван уйра эп ачаран
Тар тӑкнӑ ҫӑкӑрлӑ ыраншӑн. А. Воробьев.
Словарьте:
Тӑван уйра эп ачаран Тар тӑкнӑ ҫӑкӑрлӑ ыраншӑн. А. Воробьев.

Словарь статйисене вырнаҫтарни тата ссылкӑсен йӗрки

1. Словарьте фразеологизмсене пӗрремӗш сӑмахри саспаллисене шута илсе алфавит йӗркипе вырнаҫтарса тухнӑ.
2. Фразеологизмсен пӗрремӗш компоненчӗн лексика варианчӗсем пулсан, вӗсем словарьте кашни варианчӗпех тӗл пулаҫҫӗ. Кун пек чух фразеологизма куҫарнине пӗр вырӑнта ҫеҫ панӑ, ытти ҫӗрте компонентсен варианчӗсене ссылка туса кӑтартнӑ: Тӗслӗхрен, М саспаллире ссылка пур:
Манӑҫа пут. См. манӑҫа тух.
Ку вал куҫарӑва манӑҫа тух вырнаҫнӑ ҫӗрте шырамаллине пӗлтерет. Кунта эпир вулатпӑр:
Манӑҫа тух [пут]; ҫапла майпа, пут глагол тух компонентӑн лексика варианчӗ шутланать.
Тепӗр теслӗх илер. Ч саспаллире ссылка пур:
Чӗре вӑркать. См. ӑш вӑркать.
Ку хутӗнче куҫарӑва Ӑ саспаллире ӑш вӑркать фразеологизм статйинче шырамалла:
Ӑш [чӗре] вӑркать на душе неспокойно у кого.



Чӑваш чӗлхин фразеологи словарӗн пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-10-23 10:12:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5811 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем