Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Степан Аслан ячӗ нихӑҫан та сӳнмӗ

Чӑваш литературинче никамран малтан тетралоги ("Ахрат", "Алла-аллӑн", "Хӑват", «Сехмет» романсенчен тӑрать) ҫырнӑ Степан Аслан ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине уявлама К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейне халӑх йышлӑн пухӑнчӗ: ачисемпе тӑванӗсем, педагогика университетӗнчи чӑваш филологи факультечӗн студенчӗсемпе ҫыравҫӑсем палӑртнӑ вӑхӑта пысӑкшар ушкӑнпа шӑкӑрин килсе ҫитрӗҫ.
Пӗри те тепри ҫыравҫӑ кӗтесӗ патне васкарӗ. Йывӑҫ пӳртри ӗҫ пӳлӗмӗ. Рамӑри сӑн ӳкерчӑк ҫине ал шӑлли ҫакнӑ. Сӗтел ҫинче краҫҫын лампи, хайлавӗсенчен чылайӑшне ун ҫутинче калӑпланӑ. Электричество вӗсен ялне 1967 ҫулта кӑна ҫитнӗ. Ал ҫырӑвӗнчи шӑрҫа пек сас паллисемпе йӗркесем. Пукан хыҫне пиншак уртса янӑ, кӗсйинче шурӑ хутпа кӑранташ. Почтальонра ӗҫленӗ май пилӗк ҫухрӑмри Шуркасси почтине хутланӑ хушӑра кампа кӑна курса пуплемен-тӗр. Ҫавсене вӑраха ямасӑр кӗскен ҫыра-ҫыра хунӑ. "Аппапа йысна вутӑ татаҫҫӗ, — аса илчӗ арӑмӗн йӑмӑкӗ Ефросинья Шакулова. — Эпӗ тӗкӗлесе тӑратӑп. Пӗрре-иккӗ туртсан сыпӑ татӑлса ӳкет. Сасартӑк йысна шарт пӑрахрӗ те "ман ҫырмалла" тесе пӳрте кӗрсе кайрӗ. Пуҫне килнӗ шухӑшсем манӑҫасран хӑрарӗ ахӑртнех. Хӑрах алӑпа сӑпка сиктерсе тепринпе калав-повеҫ е роман ҫырнине те курнӑ эпӗ ӑна. Аппа вӗҫӗмех колхозра тӑрмашнӑран /счетоводра, бригадирта/ ачисем пӗчӗк чухне яланах ҫыру ӗҫӗпе кӑна пусӑрӑнса ларма май килмен".
Курав та йӗркеленӗ музейре. 1937 ҫулта Канашра ӳкерттернӗ сӑн ӳкерчӗке уйрӑмах кӑсӑкланса пӑхрӗҫ пухӑннисем: сак ҫинче виҫҫӗн лараҫҫӗ — Степан Аслан, Кӗҫтук Кольцов сӑвӑҫ, Алексей Андреев. Виҫҫӗшӗ те район хаҫатӗнче ӗҫленӗ вӑл вӑхӑтра. Кӳршӗ Анат Сурӑм ачипе Кӗҫтук Кольцовпа Степан Аслана литературӑна юратни туслаштарнӑ. Иккӗшӗ те писателе тухма ӗмӗтленнӗ. Тусӗ иртнӗ вӑрҫӑра пуҫ хунӑ хыҫҫӑн Аслан унӑн еткерлӗхне упраса хӑварассишӗн, ят-сумне халӑхра сарассишӗн питӗ ҫине тӑнӑ: статьясем пичетлесе кӑларнӑ, сӑввисемпе фронтран янӑ ҫырӑвӗсене пухнӑ. Аркадий Кольцовпа иккӗшӗ тимленипе 1963 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче Кӗҫтук Кольцовӑн "Сӑвӑсем" кӗнеки кун ҫути курнӑ. 1975 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анат Сурӑм ялӗнче сӑвӑҫ ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫине Степан Степанович пуҫарнипе Асӑну хӑми ҫакнӑ.
Республикӑри Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицейри 1-мӗш уйрӑмра вӑренекенсене тухса калаҫма чӑваш чӗлхипе литератури учителӗ Алевтина Анисимова хатӗрлесе килнӗ. Арҫын ачасем /1-мӗш уйрӑмра вӗсем кӑна вӗренеҫҫӗ/ Аслан сӑввисемпе пӗчӗк калавӗсене чуна витермелле каларӗҫ. Ачасене тӑван литературӑна юратма вӗрентнӗшӗн Алевтина Васильевнӑна чӗререн тав турӗҫ уява килнӗ ҫынсем.
Степан Степанович нумай ӗҫленине, тӑван литературӑра пысӑк пуянлӑх хӑварнине, ҫавӑнпа ӑна питӗ ырӑпа асӑнмаллине, кӗнекисене ҫӗнӗрен кӑлармаллине палӑртрӗ Аркадий Казанов ҫыравҫӑ.
Владислав Асланин сӑмах илчӗ: "Аттен чӑн хушамачӗ Степанов. Аслан хушма ята асланса пыр тесе ӑнланмалла. Пире, ачисене, Асланин хушамат ҫыртарнӑ. Хайлавӗсенчи пур сӑнара та пурнӑҫран илнӗ, ячӗсене кӑна улӑштарнӑ. Пирӗн таврара вӑл е ку сӑнара камран ӳкерсе илнине пурте пӗлеҫҫӗ. Суда парассипе хӑратакан та пулнӑ. Ку ӗнтӗ, паллах, япӑх сӑнар, ун ҫинчен кӗнекере япӑх ҫырнӑ. - "Параймастӑн, сан пекки нумай", — тенӗ юнакана. Ҫав ҫыннӑн пурнӑҫӗнчи илемсӗртерех пулӑмсем пирки каласа панӑ хӗрарӑма тутӑр ҫыхтарнӑ атте.
Аттен 7 сӑввине юрра хыврӑм. Вӗсен ячӗсем — "Колхоз садӗнче", "Улӑх ҫулӗ", "Кантӑк каррине уҫӑтӑп", "Ас тӑватӑп", "Кӗрхи хурӑн", "Юрӑҫӑ", "Май". Манран чылай малтан Филипп Лукин композитор аттен "Колхоз садӗнче" сӑввине кӗвӗленӗ. Ҫак юрӑ вырӑсла "Молодежный сад" ятпа янӑранӑ, куҫараканӗ — Лешкевич. Вырӑслине тӑтӑшах Мускав радиовӗпе янӑратнӑ. Унӑн ҫак сӑввипе ҫырнӑ юрри икӗ хут та тухнӑ юрӑсен пуххинче.
Валентин Урташ аттен 50 ҫулхи юбилейне килсен пирӗн патра ҫӗр каҫрӗ. Ирхине выльӑхсене пӑхма тӑтӑм, пӑхатӑп та: Урташ каллӗ-маллӗ утнӑ май ӗнӗрлет:

Ма хитре-ши Ҫӗн Шӑхаль урамӗ
Ҫтаппан Аслан патне хӑнана килсен.
Ма хитре-ши Ҫӗн Шӑхаль урамӗ,
Пӗр-пӗрне чунтан хисеплесен.

— Юрӑ ҫыратӑп, ан кансӗрле, юрӑ ҫыратӑп, — терӗ пӗр чарӑнми унталла-кунталла кумнӑ май. Тепӗр ҫулхине Казахстанран таврӑнтӑм та «Ма хитре-ши Шупашкар урамӗ» юрра илтрӗм.
Артист пултарулӑхӗ те пурччӗ аттен. Пӗрре хӑйӗнпе пӗрле Канашри вакунсем юсакан завода тӗл пулӑва илсе кайрӗ. Хӑйне черет ҫитсен: "Ман авланас килет", — вуларӗ пӗр кӗнекине пӑхса. Халӑх кулма тапратрӗ, куҫҫуль тухиччен ӑш тытса ахӑрчӗҫ, алӑ ҫупрӗҫ темччен. Кашни сӑмах каламассерен каҫса кайса кулнӑран аран вуласа пӗтерчӗ калавне".
Ефросинья Павловна тӗплӗнрех пӗлтересшӗн пулчӗ: "Йыснан 50 ҫулхи юбилейне Урташа писательсем картран вӗҫерӗнесси пулкалать сан тесе пӗрле илмен. Ҫитеҫҫӗ Шуркассине, правлени алӑкне уҫса кӑна яраҫҫӗ — Урташа курах каяҫҫӗ. Вӗсенчен малтан ҫитсе ларнӑ. Ку еннелле килекен ҫӑмӑл машина тупӑннӑ-мӗн ун телейне. Мӗн тетӗр, пуринчен йӗркеллӗ тытрӗ хӑйне ун чухне Урташ. Уяв вӗҫленсен писательсем автобуспа Шупашкара кайрӗҫ, Николай Евстафьевпа Валентин Урташ йысна патӗнче ҫӗр выртрӗҫ. "Виличчен Аслан патне пур пӗрех кайса куратӑп", — тенӗ ун чухне Урташ".
Хисеплӗ ятсем пулман Асланӑн. Пурӑннӑ чухнех хӑйне хӑй лартнӑ палӑк — кӗнекисем. Тетралоги кӑна мӗне тӑрать. Илемлӗ чӗлхепе ҫырнӑ "Ешӗл хунав пурнӑҫӑм" аса илӳсен кӗнеки палӑк мар-и тата? Ҫӗнӗ Шӑхаль ялӗ те палӑках. Унта ҫыравҫӑ пурӑннӑ, унти тӑраха ҫырса историе кӗртсе хӑварнӑ. Степан Аслан ячӗ нихӑҫан та сӳнмӗ.
Галина Еливанова,
К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗн наука аслӑ сотрудникӗ
Хыпар, 2007, 240 №


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-23 22:50:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5756 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем