Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӑмахсен ҫыхӑнӑвне палӑртма лартакан запятой (ПП)

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

44§. Умӗнхи сӑмахсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса уҫса паракан уйрӑм сӑмаха е сӑмах ушкӑнне икӗ енчен те запятой е тире лартса уйрӑмлатаҫҫӗ (тире лартасси ҫинчен 72-мӗш параграфра ҫырнӑ). Кун евӗр сӑмахсене уйрӑмлату интонацийӗпе вулаҫҫӗ. Сӑмахран: Ӗлӗкрех, колхозчен, Муҫҫа пасартан ҫапла янӑраса таврӑнкалатчӗ (А. Артемьев). Саншӑн, ӗренкӗсӗр ҫыншӑн, чӑнах та тем курса лармалла пулӗ (К. Турхан). Манӑн килтисене, пуринчен ытла аннене, курас килет (Трубина М.).

45§. Пӗр-пӗр сӑмах умӗнхи сӑмахран е хыҫҫӑнхинчен уйрӑлса пӗлтерӗшӗ тӑрӑх предложенири ытти сӑмахсемпе пӗтӗмӗшлӗн ҫыхӑннине кӑтартма ун ҫумне -скер аффикс хушаҫҫӗ, ун пек чухне ӑна ыттисенчен запятойпа уйӑраҫҫӗ, тӗслӗхрен: Эпӗ, хытӑ ывӑннӑскер, выртсанах туйми ҫывӑрса кайнӑ. Е ҫакнашкал: Хытӑ ывӑннӑскер, эпӗ, выртсанах, туйми ҫывӑрса кайнӑ (Трубина М.). Выртсанах деепричастие кунта шухӑш уҫӑмлӑхӗшӗн уйӑрмалла, унсӑрӑн эпӗ выртсанах тепри (хытӑ ывӑнни) туйми ҫывӑрса кайнӑ тесе ӑнланма пулать.

Асӑрхаттарни. Ытти чухне -скер аффикслӑ сӑмаха запятойпа уйӑрмаҫҫӗ, сӑмахран: Хулара ӳснӗскере ялти пурнӑҫа хӑнӑхма ҫӑмӑлах пулмарӗ.

46§. Сӑмах е сӑмах майлашӑвӗ предложени шухӑшӗ тӑрӑх хыҫҫӑнхи сӑмахсемпе мар, предложенипе пӗтӗмӗшлӗн ҫыхӑннине кӑтартма вӗсене хыҫҫӑнхи сӑмахсенчен запятойпа уйӑраҫҫӗ, тӗслӗхрен: Тепӗр кунне, шуҫӑм килме пуҫласанах Арсений Ивановича иксӗмӗр хамӑр ӳплесем патне ҫитрӗмӗр (Кипек М.) Яла ҫывхарсан тин, ун тӗлне пулнипе тӑшман батарейи пире куҫран ҫухатрӗ (Ҫ. Элкер).

47§. Танлаштару сӑмахӗсем шухӑш тӑрӑх хыҫҫӑнхи сӑмахсемпе пӗтӗмӗшлӗн ҫыхӑннине кӑтартма вӗсене ытти сӑмахсенчен запятойпа уйрӑмлатаҫҫӗ, калаҫура вӗсене интонаци уйрӑмлатать, тӗслӗхрен: Сӗрме купӑс, тӑван тӑпри ҫинче макӑракан ҫын пек, ҫав тери хурлӑхлӑн янӑрать (Хв. Уяр). Вӑрмана пӗрремӗш хут килнӗ ҫын евӗр, Ахтупай ытти нумай япалана та ытараймасть (К. Турхан).

48§. Пӗр-пӗр сӑмах е сӑмах ушкӑнӗ шухӑш тӑрӑх умӗнхи е хыҫҫӑнхи сӑмахпа (е сӑмах майлашӑвӗпе) пӗр ушкӑна кӗменнине палӑртма вӗсене запятойпа уйрӑмлатаҫҫӗ, калаҫура вӗсене интонаци уйрӑмлатать, тӗслӗхрен: Эпир, ҫапла тӑкӑлтатса пынӑ чух, мӑкаҫей хыҫнелле пӗр ҫын вӗлт! пӑрӑнса кайнине куртӑмӑр (Трубина М.). Ҫак вӑхӑтрах, пирӗнтен инҫе мар, окоп хӗррине тепӗр ушкӑн салтак пухӑнса ларать (Ҫ. Элкер).

49§. Тепӗр чухне предложенин пӗр-пӗр сыпӑкне калаҫура интонаципе, ҫырура запятойпа уйрӑмлатасси предложени шухӑшне хӑш енчен пусӑмлӑрах тӑвас тенинчен килет. Ун пек чухне предложени сыпӑксене запятойпа уйрӑмлатсан та, уйрӑмлатмасан та юрать, тӗслӗхрен: Колхоз председателӗ, Владимир Иванович Сергеев, ун ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ — палӑртнӑ сӑмахсене уйрӑмлатни калаҫу колхоз председателӗ ҫинчен пынине пӗлтерет. Колхоз председателӗ Владимир Иванович Сергеев ун ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ — уйрӑмлатманни калаҫӑва ҫын ячӗ ҫине куҫарать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Çынăм тӳрлетнӗ, информацие 2022-07-10 11:11:58 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 536 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем