Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Телейлӗ шӑпа пӳрнӗ пултарулӑх

Чӑваш халӑх поэчӗ Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май<<

2010 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче чӑваш литература анинче ҫур ӗмӗре яхӑн ырми-канми ӗҫленӗ Стихван Шавли (Степан Антонович Шумков) ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет.
Чӑваш Республикин патшалӑх кӗнеке палатинче сӑвӑҫӑн 29 кӗнеки упранать, ун ҫинчен ҫырнӑ пичет материалӗ те йышлӑ. Мӗн ҫырнӑ-ха паллӑ сӑвӑҫ ҫинчен унӑн пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем тата тус-юлташӗсем?
С.Шавли Куйбышев облаҫӗнчи (халӗ Самар облаҫӗ) Шунтал районӗнчи Чулҫырма ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ачаллах тӑлӑха юлнӑскер виҫӗ ҫул Харьковри ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. 1923 ҫулта тӑван ялне таврӑнсан малтан хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗнче, унтан Самарти рабфакра пӗлӳ илнӗ. 1939 ҫулта Хусан педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Кунта вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Сунтал» (каярахпа «Ялав») журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ, писательсен союзӗн правленийӗнче литература коноультанчӗ, Чӑ-вашрадио комитвчӗн председа-телӗ пулнӑ.
С.Шавли литература ӗҫне 30-мӗш ҫулсенче тытӑннӑ. Унӑн пирвайхи сӑвви Самарта тухса тӑракан «Пӑр тапранчӗ» альманахра пичетленнӗ. Ҫак пулӑм ҫинчен сӑвӑҫ ҫапла аса илнӗ: «...1931 ҫулта тухнӑ альманахӑн пӗрремӗш номерӗнче «Юлташа» сӑвӑ пичетленчӗ. Ҫавӑнтан вара пуҫланчӗ манӑн ҫапӑннӑ сӑмах, пичетре пулнӑ сӑмах...» (Тӑван Атӑл. — 1990. 9 №. — 70 с).
Каярахпа ҫамрӑк ҫыравҫӑ поэмӑсем шӑрҫалама пуҫланӑ. «Маттур Якур», «Киев пионерӗ», «Зоя» поэмӑсем совет пионерӗсемпе ҫамрӑкӗсен Тӑван ҫӗр-шыв Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа панӑ. «Ҫӑлтӑр ҫынни» поэмӑна С.Шавли Андриян Николаев космонавта халалланӑ. Пир-авӑр тӗртекенсен пархатарлӑ ӗҫӗ пирки «Ҫаврӑнать йӗке, вылянать ӑса» поэмӑра ҫырса кӑтартнӑ. «Шавли поэмисен геройӗсем хастар, хӑюллӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ. Ӑҫта ҫитсен те, ӑҫта пулсан та, кирек мӗнле йывӑрлӑх килсе тухсан та вӗсем тӑван кӗтесе, ҫуралнӑ ҫӗр-шыва манмаҫҫӗ, шухӑш-кӑмӑлӗпе те, ӗҫӗ-хӗлӗпе те хӑйсем ҫинчен ырӑ ят хӑвараҫҫӗ...» — ҫапла ҫырнӑ чӑваш литература тӗпчевҫи Н.Дедушкин 1988 ҫулта тухнӑ «Пурнӑҫ илемӗпе хавхаланса» кӗнекинче.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн С.Шавли проза произведенийесем те хайлама пуҫланӑ. Унӑн «Виҫӗ улӑп», «Аслӑ кобзарь ҫӗр-шывӗнче», «Пенза чӑвашӗсен юррисем», «Кунта Лермонтов ӳснӗ» очеркӗсенче самана туйӑмӗ чӗрӗ ҫӑлкуҫ пек тапса тӑрать. 1968 ҫулта очерксемпе калавсен пуххине «Кӗсле тытрӑм аллӑма» ятпа пичетлесе кӑларнӑ. «Сӑвӑҫ прози илӗртӳллӗ: лирикӑллӑ, шӑнӑрласа тытнӑ чӗлхеллӗ, хӑйне евӗрлӗ кӗвӗллӗ», — тесе палӑртнӑ литература критикӗ Г.Хлебников (Хлебников Г. Меслетпе ӑсталӑх: статьясен пуххи. — Шупашкӑр, 1984. — 143 с).
Поэт сатирӑпа юмор жанрӗнче те тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Хӑйӗн сӑввисенче, фельетонсемпе кӗске калавӗсенче вӑл бюрократсене, ӗҫке ернӗ ҫынсене, тӗрлӗ харам пыра хӗрхенӳсӗр питленӗ. Ҫав произведенисем каярахпа «Пӳрнепе тӗллесе» (1958), «Ӑшӑ кулӑ — йӗплӗ хулӑ» (1965), «Ырӑ канаш» (1971) кӗнекесенче ҫапӑнса тухнӑ.
Паллӑ сӑвӑҫ куҫару енӗпе те нумай вӑй хунӑ. А.Пушкинӑн, М.Лермонтовӑн, И.Крыловӑн, Н.Некрасовӑн, В.Маяковскин, А.Кольцовӑн тата ытти ҫыравҫӑн произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
С.Шавли литература критикинче те ҫивӗч ӗҫленӗ. Унӑн Н.Шелепи, Ухсай Яккӑвӗ, П.Хусанкай, М.Хури, В.Бараев, Ваҫҫа Аниҫҫи, А.Канаш ҫинчен ҫырнӑ статйисем халӗ те пӗлтерӗшлӗ.
Пултаруллӑ ҫыравҫӑ вулакана 30 ытла кӗнеке парнеленӗ. «Стихван Шавли пултарулӑхне чӑннипех те телейлӗ шӑпа пӳрнӗ: вӑл ҫырнисен калӑпӑшӗ пысӑк пулин те — пурте тутӑ тӗшлӗ, хурт лексе пӑсни ҫук», — тесе хаклать чӑваш ҫыравҫи Хветӗр Агивер «Чӑваш чӗлхипе, чӑваш чунӗпе» статьяра (Тӑван Атӑл. — 1990. 9 №. — 69 с.).
С.Шавлин ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Ӑна республикӑн культура пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн 1970 ҫулта Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑваш литературине аталантарас тӗлӗшпе тунӑ пысӑк та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн 1974 ҫулта Чӑваш халӑх поэчӗн хисеплӗ ятне панӑ.
Шел, пултаруллӑ поэт пирӗнтен 1976 ҫулта уйрӑлса кайнй. Апла пулин те унӑн сӑвви-поэмисем нихӑҫан та кивелмӗҫ. Вӗсенче — Тӑван ҫӗр-шыва, чӑваш халӑхне, унӑн чӗлхине чун-чӗререн юратни, хисеплени.
>>Елена Арланова,
Чӑваш Республикин патшалӑх кӑнеке палатин пай ертӳҫи
«Хыпар», 2010, авӑн, 11>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-17 21:43:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5646 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем