Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Терентьев Геннадий Терентьевич

Терентьев Геннадий Терентьевич, — паллӑ драматург, актёр. 1929 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17 Чӑваш Енӗн Вӑрмар районӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Кивӗ Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2006 ҫулхи ака уйӑхӗн 13 Шупашкарта вилнӗ.

1970 ҫултан Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ. 1976 ҫулта ӑна Чӑваш АССР халӑх артисчӗ ятне панӑ. 1982 ҫулта РСФСР тава тивӗҫлӗ артист ятне тивӗҫлӗ пулнӑ. 1971 ҫулта К. С. Станиславский ячӗллӗ РСФСР патшалӑх премиӗн лауриачӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи студине вӗренсе пӗтернӗ. 1954-1998 ҫулсенче унта ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Вылянӑ рольсем шучӗнче:

  • Федор (Н. Айзманӑн «Кай, кай Ивана»);
  • Сетнер (К.Ивановӑн «Нарспи»),
  • И.Н.Ульянов (Н.Терентьевӑн "Волны бьют о берег", 1970);
  • Ангел (А.Ф.Коломийцӑн "Дикий Ангел", 1982);
  • И.Я.Яковлев (И.С.Максимов-Кошкинскийӑн "Буря за бурей"; Н.Терентьевӑн "После молнии — гром");
  • Элендей (Ильпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр»)
  • Кузьма (В.Распутинӑн «Деньги для Марии» )
  • тата ыттисем.

Геннадий Терентьев, республикӑн театрӗсенче лартнӑ вунӑ ытла пьесӑн авторӗ. Пӗрремӗш «Нонка юратӑвӗ» пьесине театрта вылянӑ хушарах ҫырма пуҫланӑ. Унӑн кӗнекисем:

  • «Ывӑлсем»
  • «Энӗш хӗрринче» (1979);
  • «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» (1989);
  • «В Анаткасах»;
  • «Милая, знала бы ты»
  • тата ыттисем.

Геннадий Терентьев эстрада ҫинче те хӑй пултарулӑхне кӑтартнӑ. Ухтер Мучи сӑнӗ асӑма халӑхра юлнӑ.
Ҫавӑн пекех вӑл телевидени фильмӗсенче темҫе роль вылянӑ, фильмсене чӑваш дубльӗсем тунӑ чухне хутшӑнать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-04-18 14:04:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11814 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем