Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Турай

ТурайМуркаш районӗнчи ял, Турай ял тӑрӑхӗн тӗпӗ.
Ял Шупашкартан 64 ҫухрӑмра, Муркашран 20 ҫухрӑмра ларать.

Тавралӑх

Турай Муркаш районӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ. Вырӑнсем кунта сӑртлӑ-ҫырмаллӑ. Юнашар Штранкӑ шывӗ юхса иртет — ял патӗнче ӑна пӗвеленӗ. Пӗве шывне юнашарти уйсене шӑварма, ял хуҫалӑхӗнче усӑ кураҫҫӗ.
Ял тавралӑхри вырӑнсем: Хӗрлӗ ҫыр.

Ял сӑнӗсем

Штранкӑ шывӗ
Турай пӗви
Пахчасем
Штранкӑ шывӗ
Турай пӗви
Пахчасем
Турай урамӗ
Ҫыхӑну уйрӑмӗ
Турай чиркӗвӗ
Турай урамӗ
Ҫыхӑну уйрӑмӗ
Турай чиркӗвӗ

Ял кун-ҫулӗ

Ял мӗнле пуҫланса кайни пирки халӑх хушшинче халапсем сыхланса юлман. 16-17 ӗмӗрхи вӑйпутсен хучӗсенче яла Енӗшкасси ятпа асӑнни тӗл пулать. XIX ӗмӗрхи хутсенче вара Енӗшкасси Турайран (кӑк ялӗ ҫакӑ шутланать) уйрӑлса тухнӑ ял ячӗсем тӗл пулма пуҫлаҫҫӗ: Анаткас Турай (халӗ Анаткасси), Палаткасси Турай (халӗ Ишелькасси), Ҫатракасси Торай (халӗ Ҫатракасси), Ҫулав Турай (халӗ Ҫулав), Уйкасси Турай (халӗ Уйкас), Тимӗрҫкасси Турай (халӗ Тимӗрҫкасси), Тойкилт Турай (халӗ Тойкилтӗ), Тушкасси Турай (халӗ Тушкасси), Шаптак Турай (халӗ Шаптак), Анчӑккасси, Мӑн Анчӑккасси, Ҫуткӳл (ку виҫӗ ял халь Ҫуткӳл ятлӑ).
1927 ҫулччен Етӗрне уесен Турай вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче районсем туса хунӑ хыҫҫӑн ял тӗрлӗ районсен шутӗнче пулать. Чи малтан яла Тутаркас районне кӗртеҫҫӗ. 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗр районне, тепӗр икӗ уйӑхран, пушӑн 17-мӗшӗ хыҫҫӑн Советски районне кӗме пуҫлать. 1956 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнче яла Муркаш районне кӗртеҫҫӗ. 1959 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче ял Сӗнтӗр районне таврӑнать. 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗпе 1964 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗччен Етӗрне районӗнче те пулса курать. Вара тин Муркаш районӗнче тӗпленет. Халӗ те Муркаш районне кӗрет. Районтан района куҫнӑ май ял совет тӗпӗ ҫеҫ улшӑнмасть — Турайра пулать.

Халӑх

1859 ҫулхи ҫырав тӑрӑх ялта пурӗ 41 кил шутланнӑ.
2002 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялта 76 килте пурӗ 168 ҫын пурӑннӑ.

Культура

Ялта шкул, XVIII ӗмӗрте тунӑ чиркӳ, музей, поликлиника, стационар, ҫыхӑну уйрӑмӗ пур.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Ялта икӗ шыв турулӗ. 2010 ҫула илес пулсан вӗсенчен пӗри ӗҫлемен — шӑтнӑ. Яла газ кӗртнӗ.
Ял халӑхӗ тыр-пур акса-туса, выльӑх-чӗрлӗх ӳстерсе пурӑнать.
Малтан ялта ҫӑкӑр пӗҫернӗ пулсан, 2010 ҫулта вӑл ӗҫпе аппаланмаҫҫӗ.
Муркаш райпойӗн лавкки ӗҫлет — вӑл яла кӗнӗ вырӑнтах вырнаҫнӑ.

Ҫул-йӗр

Ял тарин асфальтлӑ ҫул сарнӑ, анчах та хӑй ялӗнчи ҫулсене асфальт сарса хытарман. Турай тарин автобус маршручӗ ҫӳрет.

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Турай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-07-28 05:27:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7267 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем