Тухать эстрада ҫине тусӑм,Вулать вӑл Ҫеҫпӗл сӑввине.Сасси янравлӑ унӑн, уҫӑ, —Ярсах илет чун-чӗрене.
Ун ҫутӑ куҫӗсем хӗлхемлӗ,Ӑна итлетӗн те туян:Тӑван ҫӗршыв ҫынни илемлӗ,Юрри-ташши те пит пуян!
1953
Волгин Василий сӑввисем