Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӑван чӗлхе шӑпишӗн чун ҫунать

Чӑваш халӑх писателӗн Денис Гордеевӑн «Хыпарта» кун ҫути курнӑ «Акӑлчанла» вӗҫме чарчӗҫ...» статйине (2010, кӑрлач, 27) вуланӑ хыҫҫӑн алла калем тытрӑм. Тӑван чӗлхен ыранхи кунӗ мӗнлерех пуласси тӗтрепе витӗнни, чӑваш сӑмахӗсене чикӗ леш енчен килекен, вырӑс саспаллийӗсемпе мар ҫырнӑ сӑмахсем хупӑрлани ҫинчен витӗмлӗ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе парать автор.

Анчах чӑвашсен шӗкӗр хулине кӑна ҫавӑрса илмен кунашкал лару-тӑру. Чӑваш Енӗн кирек хӑш районӗпе хулине е ялӗсемпе поселокӗсене ҫит — пур ҫӗрте те чӑваш чӗлхи «ҫухалса пыни» уҫӑмлӑн курӑнса тӑрать. Эпир хальлӗхе тӑван чӗлхемӗре упрама, ӑна тӗп пуянлӑх вырӑнне хурса хисеплеме вӑй-хал ҫитерейместпӗр-ха. Денис Гордеевӑн сӑмахӗсемпе килӗшмех тивет: халӗ тимӗр те касакан чӗлхемӗр чыхӑна-чыхӑна кӑна сывлакалать. Ку ӗҫе МИХсем те хӑйсен тивӗҫлӗ тӳпине хываҫҫӗ. Наци чӗлхипе кун ҫути куракан хаҫатсенче мӗн ҫырнине Эльбӑпа Одер, Сенӑпа Миесисиппи тӑрӑхӗсенчен пирӗн пата килнӗ туристсем те тӑлмачӑ пулӑшӑвӗсӗрех ӑнланса илме пултарнинчен тӗлӗнме кирлех-ши? Ҫакӑ вӑл пӗрре те ӳстерсе ҫырни мар, пурнӑҫри чӑнлӑхпа килӗшсе тӑракан пулӑм.
Акӑ тӑван чӗлхепе тухакан тӗрлӗ хаҫатран ҫырса илнӗ тӑтӑш тӗл пулакан сӑмахсен пуххи: имидж, офис, презентаци, грант, эксклюзив, ромсенаци, спонсор, продюсер, видео, шоу, видеоклип, видеосалон, прайм-тайм, шоу-бизнес, шлягер, шоумен, триллер, трикстер, хит, дискотека, диск-жокей, топ-модель, сити, бутик, шоп, путана, топлес, бомонд, ремикс, диджей, VIP-персона, VIP-кортеж, топ-менеджер, хайтек, консалтинг, билборд, клинч, гастарбайтер, геймер, тинейджер, мейнстрим... Пирӗн республикӑра патшалӑх чӗлхисем шутланакан чӑваш тата вырӑс чӗлхисенчи сӑмахсен ҫумне хура халӑхӑн пысӑкрах пайӗ хӑш-пӗр сӑмахсарта (словарьте) тупса вулайман сӑмахсем йышлӑн тӑнине йӗркеллӗ тееймӗн.
Лару-тӑру мӗншӗн ҫапла килсе тухнине ӑнлантаракансем, чӗлхе шӑпишӗн пӑшӑрханакансем, ҫак пулӑмӑн ҫул-йӗрне тӗпренех пулсе лартассишӗн хыпӑнакансем ҫукпа пӗрех. Ӑҫта вӗсем, юбилей ҫитсен кӑна Ҫеҫпӗл ҫинчен асаилекенсем, хӑйсене «чӑн-чӑн чӑваш» вырӑнне хуракансем? Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Ҫемен Элкер пурӑннӑ пулсан-и? Чи малтан хӑйсен сассине памасӑр тӳсӗм ҫитереймен пулӗччӗҫ. Тӑван чӗлхене хуптӗрлесе илнипе килӗшсе тӑракансене ҫивӗч питлеме витӗмлӗ сӑмахсем тупнӑ пулӗччӗҫ. Литературӑпа искусствӑн тата культурӑн паллӑ ӑстисем ҫӑвара «шыв сыпнине» мӗнле тӳрре кӑларма пулать-ха? Нивушлӗ ӗмӗрсем витӗр хӑйӗн янравлӑхӗпе пиҫӗлӗхне, ҫепӗҫлӗхӗпе сулмаклӑхне нимӗн ҫухатмасӑр тухнӑ чӗлхемӗре ҫӗнӗ самана илсе килекен темӗнле юхӑмсем хупласа хума ӑнтӑлни вӗсене сӳрӗклӗхпе лӑпкӑлӑх танатинчех тӑма хистет? «Ҫӗнӗ чӑвашсем» ҫакӑн пек ӳрӗк-сӳрӗк пулнине, тӑван чӗлхе пуласлӑхӗшӗн ҫунмасӑр пурӑннине пӗрре те ӗненес килмест. Тен, эпӗ ҫавӑн пек ҫынсене ӑнланма, вӗсене ыттисенчен уйӑрма пӗлместӗп?
Франци тӗп хулинче ҫывӑх тӑванӑм ӗҫлесе пурӑнать. Унпа ҫыхӑну тытсах тӑратӑп. Вӑл каланӑ тӑрӑх, французсем хӑйсен чӗлхине питӗ хисеплеҫҫӗ, ӑна ют сӑмахсем ҫавӑрса илесрен куҫ шӑрҫине сыхланӑ пекех упраҫҫӗ-мӗн. Ҫав тӗллевпе ҫӗршывра «Француз чӗлхипе усӑ курасси ҫинчен» ятарлӑ саккун та кӑларнӑ иккен. Вунӑ ҫул каяллах. Наци Пухӑвӗн депутачӗсем те, сенаторсем те, министрсем те ӑна пӑхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен чӗлхине акӑлчан сӑмахӗсем ҫурхи шыв пек вӑйлӑн «сӑрхӑнса» кӗмен — тахҫанах чарӑннӑ, асӑннӑ саккунпа ӑна пӳлсе хунӑ. Пирӗн хамӑрӑн та ҫавӑн пек ҫул-йӗр ҫине тӑма вӑхӑт.
Кашни ӗҫӗн хӑйӗн йӗрки, кашни япалан хӑйӗн вырӑнӗ пулмалла. Виҫерен иртсе ӗҫнӗ эмелӗн сиплӗхӗ ҫук. Пыла ытлашши ҫини те сывлӑхшӑн сиенлӗ. Тӑван чӗлхене ют сӑмахсемпе тӗлли-паллисӗр тултарса пыни вырӑнсӑр, ҫакӑн та хӑйӗн виҫи пултӑрччӗ. Чӑваш чӗлхи вӗсемсӗрех вӑйлӑ та хӑватлӑ! Ҫеҫпӗл каланине тӳрре кӑлармаллах пирӗн.

Геннадий Кузнецов
«Хыпар», 2010, пуш, 24


 
Категорисем: Чӑваш чӗлхи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-05-11 13:32:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6531 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем