Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗп ыйту (А. Туркил)

Ман сӑввӑм, ах, хитре сӗре, —
Ӑна пӑсмасть састаш пӑсташӗ.
Ҫапах ыйту сӗнем сире:
"Телей тӗпелӗ ман ӑҫта-ши?"

Поэт пӳртне кӗре-кӗре,
Тӑван-пӗтенӗн пур юлташӗ,
Вырнаҫнӑ ав кӗрекере...
"Телей тӗпелӗ ман ӑҫта-ши?"

Тен, тупасси пулмасть хамран?
Ҫынсем, эсир ҫавна пӗлетӗр:
"Телей тӗпелӗ пур-ши ман?" —
Сиртен ыйтатӑп эпӗ — Петӗр!

А. Туркил


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-19 23:04:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3158 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем