Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ
ЧӐВАШ РЕСПУВЛИКИН САККУНӖ
ВӖРЕНТӲ ҪИНЧЕН6 статья. Вӗрентӳ чӗлхи (чӗлхесем)
1. Вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ чӗлхе политикин пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсенӗ Чӑваш Республикин "Чаваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен" законӗпе тата Раҫҫей Федерацийӗн "РСФОРти халӑхсен чӗлхисем ҫинчен" законӗпе йӗркелӗсе тӑраҫҫӗ.
2. Чӑваш Республики граждансене чӑвашла тата вырӑсла вӗренсе, ытти национальноҫсен представителӗсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнта — хӑйсен тӑван чӗлхисемпе вӗренсе пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ илме условисем туса пама шантарать.
Граждансене хӑйсен тӑван чӗлхипе пӗлӳ илмелли правиле усӑ курмашкӑн тивӗҫлӗ вӗренӳ учрежденийӗсем» классем, ушкӑнсем кирлӗ чухлӗ, ҫавӑн пекех вӗсене ӗҫлеме юрӑхлӑ условисем туса хунипе пулӑшаҫҫӗ...
5. Патшалӑх тытса таракан вӗренӳ учрежденийӗсенче пуринче те Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисене вӗренессине Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен" законӗпе йӗркелесе тӑраҫҫӗ.
Статья каҫми ::
Пичет версиӗ
Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-22 21:12:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1457 хут пӑхнӑ.