Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш туйӗ (Э. Патмар)


Туя туй пек тӑвар-и,
Туй мыскари тӑвар-и?
Туйра сакӑр ташӑ пур,
Туйра тӑхӑр юрӑ пур.
Таш ташлама тӑрсассӑн
Сакӑр каччӑ куҫ хывать
Юр юрлама тӑрсассӑн
Тӑхӑр каччӑ куҫ хӗсет.
Э. Патмар хатӗрленӗ «Чӑваш туйӗ» кӗнеки

Чӑваш туйӗн йӗрки

Чӑваш туйӗ вӑл — кӑткӑс та нумай сыпӑклӑ драма. Туй ӑҫтан пуҫланса ӑҫта вӗҫленнине тупса ҫитерме те йывӑр. Ахӑртнех туй мешехисем ача-пӑча ҫуралса аталансанах тытӑнса мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех каяҫҫӗ пулмалла. Ывӑл-хӗр ҫуралсанах ашшӗ-амӑшӗ хӗр е каччӑ куҫлама тытӑнаҫҫӗ, кам таврашӗпе хурӑнташланса пурӑнасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ача ӳссе ҫитсен, каччӑ шӑрши кӗрсен, туй хуйхи пуҫ ҫине килет. Вара кил-терӗшсем, тӑванӗ-хурӑнташӗсем каччӑпа пӗрле хӗр куҫласа хӗр калаҫма тапратаҫҫӗ. Авланас шутлӑ ачапа ашшӗ-амӑшӗ пӗр чӗлхе тупсан евчӗ шырама тытӑнаҫҫӗ. Чӑн туй мешехисем ҫакӑнтан тытӑнса каяҫҫӗ.

Евчӗ

Авланакан ачан ашшӗ илме куҫласа хунӑ хӗр кӳршинче пӗр-пӗр ҫывӑх тӑванне е пӗлӗшне евчӗ хума куҫласа хурать. Вара пӗр-пӗр кун, кучченеҫсем илсе, ҫав пӗлӗшӗ патне калаҫма каять. Пӗлӗшӗ евчӗ пулма килӗшсен ӑна хӗр ашшӗсем патне хӗр калаҫма ярать. Евчӗ каякансем хӑраххӑн та, арлӑ-арӑмлӑ та кайма пултараҫҫӗ.
Авланакан ачан ашшӗ илме куҫласа хунӑ хӗр кӳршинче пӗр-пӗр ҫывӑх тӑванне е пӗлӗшне евчӗ хума куҫласа хурать. Вара пӗр-пӗр кун, кучченеҫсем илсе, ҫав пӗлӗшӗ патне калаҫма каять. Пӗлӗшӗ евчӗ пулма килӗшсен ӑна хӗр ашшӗсем патне хӗр калаҫма ярать. Евчӗ каякансем хӑраххӑн та, арлӑ-арӑмлӑ та кайма пултараҫҫӗ.
Тӑванланас килсен хӗр парса илесси, е ывӑл авлантарса хӑталлӑ-тӑхлачлӑ пуласси пиркп пӗр-пӗрне систерсе хунӑ-ха. Анчах, авалтан килекен йӑла тӑрӑх, икӗ хӑта хушшинче евчӗ ҫӳретмеллех пулнӑ. Чӑваш нисепӗпе килӗшӳллӗн, хӗр ашшӗ-амӑшӗ хӗрне тӳрех паман. Евчӗ сахалтан та виҫӗ хутчен хӗр калаҫма кайса килнӗ. Пирвайхи хут кайсан хӗр калаҫнӑ, хӗрне пама кӑмӑлӗсем пурри-ҫуккине ыйтса тӗпченӗ. Иккӗмӗш хутӗнче хулӑм калаҫнӑ, каччӑ енчен мӗн чухлӗ хулӑм пулмаллине, хӗр енчен мӗн чухлӗ парне пулмаллине сӳтсе явнӑ. Ӑна туй тӑкакӗсем икӗ енне те пӗр тикӗс тивччӗр тесе ҫапла тунӑ. Икӗ хӑта куҫа-куҫӑн калаҫса хаклашса ларни илемлӗ япала мар. Ҫавӑнпа вӗсем укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсене евчӗ урлӑ калаҫса килӗшнӗ. Тав тухас-тӑвас пулсан та икӗ хӑта пӗр-пӗрне кӗретӗн кӳрентермен, евчӗне кӳренме сӑлтавӗ пулман. Тав сӑмахӗ тухас пулсан та вӑл япала ӗмӗр тӑршшӗне кайман. Кулӑм калаҫнӑ чухне евчӗ икӗ хӑта хушшине темиҫе те хутланӑ, анчах туй хутлӑхӗнче кашни ӗҫе мӑшӑрсӑр туса пынӑ. Юлашки хут кайсан евчӗ сӑмах пӗтерсе таврӑннӑ.
Евчӗне ӑна сӑмах-юмаха ӑста ҫынна тунӑ. Вӑл сӑмаха тӳрремӗн пуҫламан, ялан юптарса та шӑхвӑртса, майӑн шӑлтарса калаҫнӑ. Чӑваш туйӗнче евчӗн ҫирӗп йӑли-йӗрки тата ҫирӗплетнӗ сӑмахӗсем пулнӑ.

Хӗр килӗшни

Евчӗ сӑмах пӗтерсе килнӗ хыҫҫӑн каччӑн ашшӗ-амӑшӗсем кучченеҫсем илсе хӗр килӗшме каяҫҫӗ. Вӗсем пӗр пуҫламӑш ҫӑкӑр, пӗр ҫавра чӑкӑт, пӗчӗк пичӗке сӑра илсе пыраҫҫӗ. Хӗр килӗшме каякансем малтан евчӗ патне кӗреҫҫӗ, унтан вара хӗр килне каяҫҫӗ. Ку вӑхӑта хӗр ашшӗсем ҫывӑх тӑванӗсене пухса кӗтсе лараҫҫӗ.
Хӗр килӗшнӗ чухне икӗ енчи хӑтасем ҫураҫмине хӑҫан тӑвасси пирки сӑмах татаҫҫӗ. Ваттисем калаҫса ларнӑ ҫӗре инкӗшӗ юри кӳрше каҫса ларнӑ хӗре илсе килет. Евчӗ ӑна виҫӗ хутчен пушӑпа ҫапать те пушшине хӗр нилне йӑрхаха ҫакса хӑварать. Ҫак йӑлана «пушӑ пӑрахни» теҫҫӗ. Вӑл хӗре ҫураҫса хунине пӗлтерет. Килӗшме килнӗ ҫынсене хӗр парне ҫакать, «кӗрӳ тутри» парса ярать.
Хӗр калаҫса тухсан каччӑ енчисем евчӗ патне таврӑнаҫҫӗ те унтан килӗсене каяҫҫӗ.

Ҫураҫма

Хӗр калаҫса килнӗ хыҫҫӑн пӗр эрнерен ҫураҫмине тӑваҫҫӗ. Каччӑ килӗнче те, хӗр килӗнче те ҫывӑх тӑванӗсене хӑнана йыхӑрса илеҫҫӗ. Ача килӗнче хулӑм укҫи, хулӑм шучӗпе калаҫнӑ япаласем хатӗрлесе тӑраҫҫӗ.
Чӗннӗ хӑнисем пуҫтарӑнса ҫитсен, каччӑ килӗнче пичӗке пуҫласа сӑра чӳклеҫҫӗ. Унтан кӑштах хӑна пулса лараҫҫӗ те каҫ еннелле хӗр ҫураҫма тухса каяҫҫӗ. Хапхаран тухнӑ чухне киле юлакансем ҫураҫма каякансем ҫине хӑмла вӗҫтереҫҫӗ: «Пикеннӗ ӗҫӗр хӑмла пек ҫӑмӑл пултӑр, кӑҫал хӗрсем хӑмла вӗҫнӗ пек качча кайччӑр», — теҫҫӗ.
Хӗр ҫураҫма каякансем малтан евчӗ патне кӗреҫҫӗ, унтан тин хӑти килне каяҫҫӗ. Хӗр енчисем вӗсене пусма вӗҫне тухса кӗтсе илеҫҫӗ, пӗрер курка сӑра сӗнеҫҫӗ. Унтан пӳрте ҫавӑтса кӗрсе сӗтел хушшине лартаҫҫӗ.
Апат ҫиме пуҫличчен хӗр ашшӗпе амӑшне сӗтел пуҫне лартса пуҫ ҫапаҫҫӗ, хӗр инкӗшӗ ҫураҫма килнисене парне салатать, парне илекенсем укҫа параҫҫӗ.
Ҫураҫнӑ хӗрӗ ку хушӑра хӗр ҫумӗсемпе пӗрле кӳршӗре ларать. Авланакан каччӑ хӑйӗн юлташӗсемпе унта пырать. Пуҫ ҫапса пӗтернӗ ҫӗре евчӗпе арӑмӗ ҫамрӑксене кайса илсе килеҫҫӗ. Вӗсем купӑс каласа, юрласа пырса кӗреҫҫӗ. Кусем килсен хӗр ашшӗ-амӑшӗ ҫумне каччӑ амӑшӗсене те пырса лартаҫҫӗ. Вара, ҫамрӑксем пурте ваттисене ӳксе пуҫ ҫапаҫҫӗ. Ваттисем ҫамрӑксене пехил параҫҫӗ.
Унтан пӗр хушӑ ӗҫсе ҫиеҫҫӗ те хӗрсен тӑванӗсем ҫураҫмана килнӗ ҫынсене хӑйсем патне килӗрен илсе ҫӳреҫҫӗ. Ҫӳресе таврӑнсан хулӑм укҫи хураҫҫӗ, каччӑ ашшӗ илсе килнӗ сӑра пичӗкине пуҫлаҫҫӗ, тав туса ӗҫеҫҫӗ. Ҫураҫмара ҫӗр каҫипех хӑна пулса лараҫҫӗ. Ир кӳлӗм ҫураҫнӑ хӗр «хӗр шӳрпи» пӗҫерет. Ӑна малтан хӗр ҫумӗсене ҫитерет.
Тул ҫутӑлса ҫитсен «тӗртнӗҫ пӑтти» антараҫҫӗ. Ӑна ҫисе тухсан хӑнасем килӗсене саланма пуҫлаҫҫӗ. Вӗсене ҫураҫнӑ хӗр тухса хапха уҫса кӑларса ярать. Лешсем ӑна уншӑн укҫа парса хӑвараҫҫӗ.
Хӗр ҫураҫса таврӑнакансене каччӑ килӗнче тӑванӗсем кӗтсе лараҫҫӗ. Вӗсем хӗр панӑ парнесене тыта-тыта пӑхаҫҫӗ, вӗсене чуп туса чыс тӑваҫҫӗ. Унтан ҫураҫмине чипер ирттерсе килнӗ ятпа ваттисене асӑнса сӑра ӗҫеҫҫӗ те килӗсене саланаҫҫӗ.

Пӑлчав

Хӗр ҫураҫнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ хӑтасем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнаҫҫӗ, аслӑ уявсенче-ҫӑварнире, мӑнкунра-мӗнре — пӗр-пӗрин патне хӑтана ҫӳреҫҫӗ, пасарсене пӗрле тухаҫҫӗ, Xӗр япалисем, парнесем туянаҫҫӗ. Хӗрӗпе каччи те пасар таврашӗнче пӗр-пӗрне курса калаҫаҫҫӗ. Мӑнкунсем иртсен вара хӑтасем туй енне шухӑшлама пуҫлаҫҫӗ. Унччен хулӑм парса пӗтерейменнисем вӑй ҫитерсе хулӑмне татма тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫимӗк ҫывхара пуҫласан каччӑ ашшӗсем хӗр килне пӑлчав илме каяҫҫӗ. Пӑлчава кайнӑ чухне те кучченеҫсемпе каяҫҫӗ, кучченеҫӗсене татах хӑрах илеҫҫӗ, пӑлчава каякансене те хӑрах пуҫтараҫҫӗ. Пӑлчава авланакан каччӑ, ашшӗ-амӑшӗ тата пӗр-икӗ мӑшӑр ҫывӑх тӑванӗсем каяҫҫӗ.
Пӑлчава кайсан туйне хӑҫан лартасси пирки, хӑш енчен туя миҫе мӑшӑр та миҫе хӑрах чӗнесси пирки калаҫса татӑлаҫҫӗ, хулӑм тӑррине парса татаҫҫӗ.
Каччӑ енчен илсе килнӗ кучченеҫсене хӗр енчисем хӑйсене илсе юлаҫҫӗ, вӗсен вырӑнне хӑйсен енчен ӳстерсе парса яраҫҫӗ. Ӑна ҫамрӑк мӑшӑрсен пурнӑҫӗ ӳсӗнсе пытӑр тесе ҫапла хушса параҫҫӗ. Пӑлчава илсе пынӑ кучченеҫсене хӗр енчисем хӑйсем туя чӗнес тенӗ тӑванӗсене салатса ҫӳреҫҫӗ. Каччӑ енчисем те хӑтӑшӗсем панӑ кучченеҫсене тӑванӗсене туя йыхӑрса салатса ҫитереҫҫӗ. Кучченеҫ ҫинисем вара туя кайма хатӗрленсе тӑраҫҫӗ.

Каччӑ туйӗпе хӗр туйӗ

Пӑлчав туса туйне хӑҫан пуҫласси пирки калаҫса татӑлсан икӗ енӗ те пикенсех туя хатӗрленме тытӑнаҫҫӗ. Чӑвашсен каччӑ туйӗпе хӗр туйӗ пӗр вӑхӑтрах тапранать. Анчах каччӑ туйӗ пӗр хушӑ хӑй тӗллӗн, хӗр туйӗ хӑй тӗллӗн ҫӳрет. Кайран кӑна ҫав икӗ туй пӗрлешсе каять. Каччӑ туйӗн хӑйӗн мешехисем пур, хӗр туйӗн те ҫавнашкалах хӑйӗн йӑли-йӗркисем пур. Вӗсене ҫавӑнпа та уйрӑмшар ҫырса кӑтартсан ӑванрах пулать.

Каччӑ туйӗ

Туй пуҫлас кун каччӑ килӗнче илӗм-тилӗмпех мунча хутса пултараҫҫӗ. Ку мунчана авланакан ача кӗрӳ нӗкӗрӗсем пулма суйланӑ каччӑсемпе пӗрле кӑна кӗрет. Арлӑ-арӑмлӑ ҫынсем вӑл кун мунчана каймаҫҫӗ.
"Мунча кӗрсе тухнӑ ҫӗре каччӑ ашшӗ ҫывӑх тӑванӗсене чӗнсе килет те вӗсем хӑйсен хушшинче туй пуҫӗ, мӑн кӗрӳпе кӗҫӗн кӗрӳ, уртмахҫӑ, вӑйӑҫӑ тата ытти «туй илемӗсем» суйласа хураҫҫӗ. Хӑнасем ҫапла канашласа ларнӑ ҫӗре авланакан ачапа кӗрӳ нӗкӗрӗсем мунча кӗрсе тухаҫҫӗ. Хӑй ачи нӳхрепрен пӗр чӗрес сӑра ӑсса кӗрет. Ашшӗпе амӑшӗ сӗтел ҫине пуҫламан ҫӑкӑрпа чӑкӑт кӑларса хураҫҫӗ, кашнинех «алӑ валли» салатса тухаҫҫӗ те кӗл тума тытӑнаҫҫӗ. Кӗл туса пӗтерсен авланакан ача ашшӗпе амӑшне сӗтел пуҫне лартса пуҫ ҫапать.
Унтан авланакан ачан ашшӗ «туй илемӗсене» лартма шутланӑ ҫынсене пӗрер курка парса вырӑна лартса тухать. Пирвайхи куркана туй пуҫӗ тума палӑртнӑ ҫынна параҫҫӗ, унтан мӑн кӗрӳ пулмаллине, вара кӗҫӗн кӗрӳ пулассине ӗҫтереҫҫӗ. Ҫапла «туй илемӗсене» вырӑна хурса тухсан туй пуҫӗпе авланакан каччӑ кашнинех пӗрер курка сӑра ӗҫтерсе ҫаврӑнаҫҫӗ. Ӗҫекенӗ пӗри курки тӗпне: «хулӑм хутне кӗмелӗх», — тесе, укҫа ярса парать. Пурне те ӗҫтерсе тухсан апат лартса ҫитереҫҫӗ те, вара ӑратнисем килӗсене таврӑнаҫҫӗ. «Туй илемӗсем» туя кайма хатӗрленсе тӑраҫҫӗ.

Йыхрав

Ыран туй тапранас кун кӑнтӑрла иртсен авланакан ачан ашшӗ кӗҫӗн ывӑлне туй-ишлӗке хӑна-вӗрле йыхӑрма кӑларса ярать. Туй йыхравҫине кӗрӳ нӗкерӗ пек тумлантараҫҫӗ те юланут ҫине лартса яраҫҫӗ. Утне те пит капӑр тумлантараҫҫӗ. Вӑл ача урам тӑрӑх йыхрав такмакӗ каласа ҫӳрет, кам тӗл пулакана туя пыма чӗнет. Тӑванӗсен хапхи умне пырса тӑрать те йыхрав ачи, кил хуҫисене хапхана пушшипе шаккаса чӗнсе кӑларать, такмакла-такмакла туя йыхӑрса хӑварать. Вӑл ҫапла пӗтӗм яла хӗвеле май чӗнсе ҫаврӑнать.
Туй ларас кун каҫалапа ҫывӑх тӑванӗсӗне виҫҫӗн пулса тепӗр хут туя йыхӑрса тухаҫҫӗ. Пӗри тӗрӗллӗ сӗлкӗ ҫинче тирӗкпе пӗр хӑпарту, пӗр ҫавра чӑкӑт йӑтса пырать, тепри чӗреспе сӑра ҫӗклесе пырать, тӗл пулакан ҫынсене, тӑванӗсене cӑpа ӗҫтерсе туя чӗнсе ҫӳрет. Вӗсем малтан ҫапла вӑйӑҫа кайса илсе килеҫҫӗ. Вӑйӑҫӑ патӗнчен туй юррисем юрласа тухаҫҫӗ. Ҫапла купӑс калакана, шӑпӑрҫӑна, параппан ҫапакана пуҫтарса килеҫҫӗ. Унтан татах вӑйӑҫипе параппан калакана илеҫҫӗ те, пиллӗкӗн пулса, «туй илемӗсене» пуҫтарса килеҫҫӗ. Юлашкинчен ытти пур тӑванӗ-пӗтешӗсене, кӳрши-аршисене кая-кая илсе килеҫҫӗ.

Туй илемӗсем

Арҫын туйӗн кӗрнекне туй илемӗсем кӳрсе тӑраҫҫӗ. Вӑйлӑ туйсенче туй илемӗсем ытларах, вӑйсӑртарах туйсенче сахалтарах пулаҫҫӗ. Туй кӗрнекне кӳрсе тӑма туй пуҫӗ, мӑн кӗрӳ, кӗҫӗн кӗрӳ, уртмахҫӑ, минтерҫӗ, кӗрӳ нӗкерӗсем, вӑйӑҫсем суйласа хураҫҫӗ.
Туй пуҫӗ каччӑн пӗр-пӗр ватӑрах ҫывӑх тӑванӗ пулать. Вӑл кирек ӑҫта та туй пыриччен маларах ҫитсе туй кӗрес ҫурта хыпар леҫсе ҫӳрет, мӗнпур туй халӑхне астуса пӑхса тӑрать. Туй пуҫӗ арлӑ-арӑмлӑ пулать, арӑмӗ тепӗр чухне минтер йӑтса ҫӳрет.
Мӑн кӗрӳ пулма туй тамаши-мешехисене лайӑх пӗлекен ватӑрах ҫынна суйласа лартаҫҫӗ, вӑл пӗтӗм туй йӑли-йӗркине майлаштарса пырать, кашни киле кӗмессерен «саламалик» калать.
Кӗҫӗн кӗрӳ туйра авланакан каччӑ ҫумӗнче ҫӳрекӗн ҫын пулать, вӑл мӑн кӗрӗве пулӑшса тӑрать, мӑн кӗрӳ такмак каланӑ хушӑра ташӑ пуҫласа парать, туй халӑхне тӑшлаттарса-юрлаттарса ҫӳрет.
Уртмахҫӑ тесе туйра сӑран такмак е уртмах ҫакса ҫӳрекенсене калаҫҫӗ. Вӑл такмакне кучченеҫсем пуҫтарса ҫӳрет, кирлӗ ҫӗрте кучченеҫӗсене улӑштара-улӑштара тухать.
Минтерҫӗ кӗрӳ ларакан минтере йӑтса, кӗрӳ лашине ҫавӑтса ҫӳрет.
Кӗрӳ нӗкӗрӗсем авланакан каччӑн юлташӗсем пулаҫҫӗ, вӗсем ялан кӗрӳ ҫумӗнче ӑна сыхласа ҫӳреҫҫӗ.
Вӑйӑҫӑ чаплӑ туйра темиҫе те пулма пултарать: хӑшӗ хӑма купӑс, хӑшӗ шӑпӑр калать, хӑшӗ параппан ҫапать, чӑнкӑрти шаккать, вӗсем те юланутпа ҫӳреҫҫӗ.
Туй илемӗсен хӑйсене ятуллӑ тум пулать. Пурте вӗсем хӑмач тытса, тӗрелсе пӗтернӗ шупӑр тӑхӑнаҫҫӗ, пилӗкӗсене улаласа тӗртнӗ шараҫ пиҫиххисем ҫыхаҫҫӗ, пуҫӗсене крымски калпаксем, тилӗ ҫӗлӗкӗсем тӑхӑнаҫҫӗ, мӑйӗсене пысӑк тенкӗллӗ ҫуха ҫакаҫҫӗ. Унтан тата ҫурӑм хыҫне ҫулӑк, пиҫиххи хушшине сӗлкӗ ҫакса яраҫҫӗ, аллисене пӳрнеллӗ алса, тӑпӑртатса ташлама урисене атӑ тӑхӑнаҫҫӗ. Вӑйӑҫӑсемсӗр пуҫне кӗрӳ нӗкерӗсемпе туй илемӗсен пурин те аллинче саламат пулать. Ҫураҫма кайсан парне илнисем парнисене хулпуҫҫи урлӑ ҫака-ҫака яраҫҫӗ. Вӗсем вара мӗн туй вӗҫленичченех ҫапла ҫӳреҫҫӗ.

Кӗрӗве тумлантарни

Туй тапранас умӗн кӗрӗве шурӑ кӗлете илсе кайса тумлантараҫҫӗ. Кӗлете сӗтел лартаҫҫӗ, ҫӑкӑр-тӑвар, ӗҫме-ҫиме хатӗрлеҫҫӗ. Туй илемӗсем пурте кӗрӗве тумлантарнӑ ҫӗре тухаҫҫӗ. Кӗлетре вӗсене авланакан ачан инкӗшӗ сӑрапа кӗтсе тӑрать.
Пирвай инкӗшӗ каччӑна сӑра тултарса парать, унтан ыттисене ӗҫтерсе ҫаврӑнать, вара авланакан ачана тенкел ҫине лартса ҫӳҫне касса тикӗслет те тумлантарма тытӑнать. Каччӑна та туй илемӗсем пекех тумлантараҫҫӗ, анчах юсавӗсем пурте ҫӗнӗ пулаҫҫӗ. Тумлантарса пӗтерсен ҫӗлӗкӗ ҫине ҫамка тӗлне пӗр кӗмӗл ҫӗлесе ярать, ҫурӑмӗ хыҫне виҫкӗлчеллӗ туса кӗрӳ тутри ҫӗлесе хурать, тата тепӗр икӗ тутӑрне пиҫиххи хушшине икӗ енне хӗстерсе ярать. Унтан тата пӗр пӗчӗкҫӗ, тӑваткал тутӑра кӗрӗвӗн кача пӳрнинчи ҫӗрри ҫумне ҫӗлесе хурать. Тумлантарса пӗтерсен ачи инкӗшне чуптуса илет.
Кӗрӗве тумлантарнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗпе хурӑнташӗсем пӳртре лараҫҫӗ, тумлантарса пӗтерсен хирӗҫ тухса илеҫҫӗ. Пӳрте кӗрсен авланакан ачана алӑк патӗнчи сӗтел хушшине лартаҫҫӗ, вӑл минтерҫӗ хурса панӑ минтерне саламатпа виҫӗ хутчен ҫапса ларать.
Каччӑна кӗртсе лартсан «алӑ валли» салатса чӳклеҫҫӗ, ачана ашшӗпе амӑшӗ умне тӑратса пуҫ ҫаптараҫҫӗ, пехил илтереҫҫӗ. Вара туй пуҫӗ мӑн кӗрӗве сӑра ӑсса парать те лешӗ такмак каласа туй пуҫласа ярать.

Ӗрет ҫӳрени

Ашшӗ килӗнче пӗр хушӑ ӗҫсе-ҫисе юрласа-ташласа савӑннӑ хыҫҫӑн туй халӑхӗсем ачана ӗрет ҫӳреме илсе каяҫҫӗ. Туй илемӗсем юланутпа ҫӳреҫҫӗ, ытти халӑх тарантассемпе, кӳмеллӗ урапасемпе ҫӳрет. Малта, туй пуҫӗпе мӑн кӗрӳ хушшинче, авланакан ача пырать. Вӗсем хыҫӗнчен уртмахҫӑпа минтерҫӗ, тата каярах — тӑватӑ кӗрӳ нӗкерӗ пыраҫҫӗ. Кусен хыҫӗнче вӑйӑҫӑсем «ҫул кӗвви» каласа пыраҫҫӗ, хыҫра туй халӑхӗ юрласа ҫӳрет.
Каччӑ килӗнчен тухсан туй урам тавралла виҫҫӗ ҫаврӑнать те пурте уя тухса хаяр пӑрахаҫҫӗ. Унтан туй пуҫӗ халӑха хӑй килне йыхӑрса каять. Хапха умне ҫитсен мӑн кӗрӳ такмак каласа ял халӑхне туя йыхӑрать, туй тамашисене тапратса ярать. Хапхаран кӗнӗ чухне авланакан ачапа кӗрӳ ҫуммӗн ҫӳрекен туй илемӗсем хапха тӑррисене, хапха юписене саламачӗсемпе виҫшер ҫапса кӗреҫҫӗ.
Туй йӑли-йӗркипе туй пуҫӗ килне кӗрсе туй илемӗсене килтерсе, ӗҫсе-ҫисе, юрласа-ташласа тухаҫҫӗ. Каяс умӗн кил хуҫисене кӗреке пуҫне лартса пуҫ ҫапса, пехил илсе тухаҫҫӗ. Каччӑ туйӗ пӗр киле кӗрсе тухсан ӑна тӳрех тепӗр киле илсе каяҫҫӗ. Ялсенчи пур тивӗҫлӗ хурӑнташӗсем патне кӗрсе ҫаврӑнса тухсан туй тата ют ялти хурӑнташӗсем патне ҫӳреме каять. Уртмахҫӑ кашни килтех пӳлемӗк чӳклемешкӗн ҫимӗҫ пухать. Тухса кайнӑ чухне мӑн кӗрӳ пурин патӗнче те такмак каласа туя йыхӑрса хӑварать.
Пур хурӑнташӗсене те ҫӳресе ҫаврӑнсан туй ачан ашшӗ килне таврӑнать те унтан пуҫтарӑнса хӗр илме тухса каять. Хурӑнташ-вӗрле хулӑм пулсан туй икӗ талӑк ӗрет ҫаврӑнать, ахаль чухне пӗр каҫрах ҫаврӑнса тухать те хӗр патне тухса каять.

Хӗр туйӗ

Ҫураҫма иртсенех ҫураҫнӑ хӗр хӑйӗн тантӑшӗсене пухса «хӗр шӳрпи» ҫитерет, хӗр нимине йыхӑрать. Хӗр тантӑшӗсем вара хӗл хута качча каяс хӗр патне пухӑнса япала пӗтереҫҫӗ: парнелӗх кӗпе-йӗм ҫӗлеҫҫӗ, сурпансем, ҫӗлӗксем тӗрлеҫҫӗ.
Ыран туй пуҫлас кун хӗр килӗнче ирпе ирех хӗр мунчи хутса пултараҫҫӗ. Унта вара качча каяс хӗрпе хӗр ҫуммисем хӑйсем кӑна кӗрсе тухаҫҫӗ. Мунча кӗрсе тухнӑ ҫӗре хӗр килӗнче хурӑнташӗ-тӑванӗсем пухӑнаҫҫӗ те хӗре пуҫ ҫаптарса пехиллеҫҫӗ. Унтан вара инкӗшӗ ӑна хӗр йӗртме кӗлете илсе каять.
Кӗлетре инкӗшӗ хӗре тумлантарать. Ҫине хӗр ҫынла кӗпе, пуҫне тухья, урине чакчур пушмак тӑхӑнтартать, чӗрҫитти ҫакать, сарӑ ҫыхать. Унтан вӑйӑҫӑ хӗр йӗрри ҫемми калама пуҫлать, инкӗшӗ хӗр ҫине пӗркенчӗк уртса ярать. Хӗрӗ ӑна виҫӗ хутчен сирсе пӑрахать. Юлашкинчен инкӗшӗ хӗре пӗркенчек айне лартать те кӗмӗл шӑнкӑрав ҫине эрех ярса парать, хӗре йӗме вӗрентет. Виҫӗ ҫавра инкӗшӗ юрласа панӑ хыҫҫӑн хӗр хӑй тӗллӗнех йӗме пикенет. Чи малтанах вӑл ялти чи хисеплӗ те сумлӑ ҫынна асӑнса йӗрет. Ҫапла хӗр туйне пуҫласа яраҫҫӗ.
Хӗр туйӗнче хӗр ҫуммисем пулаҫҫӗ, вӗсем пурте тухъясемпе, тенкӗллӗ мӑясемпе, теветсемпе пулаҫҫӗ. Туй арӑмӗсем хушпусем, тилӗ ҫӗлӗкӗсем тӑхӑнаҫҫӗ. Пурте хыҫсем, шупӑрсем, халатсем, йӗленсем тӑхӑнаҫҫӗ, пӗри те кӗпе вӗҫҫӗн кӑна пулмасть. Юрланӑ-ташланӑ чухне ташӑ тутрисем вӗҫтерсе тӑраҫҫӗ.
Хӗр туйӗнче «туй илемӗсем» каччӑ туйӗнчи пек нумай мар. Пӗр ватӑрах тӑванне туй пуҫӗ тӑваҫҫӗ, тата тепӗр ҫынна вӑйӑҫа лартаҫҫӗ. Вӑл купӑс каласа хӗр йӗртсе ҫӳрет. Хӗрпе пӗрле ун тетӗшӗ ҫӳрет. Вӑл хӗр ларакан минтере йӑтса тухать, хӗр тӑванӗсем патӗнче хӳхлесе ҫӳренӗ чухне вӑл хӗре кӳме ҫинчен пӳрте йӑтса кӗрет, пӳртрен кӳме ҫине йӑтса тухса лартать. Тата пуса каччисем пулаҫҫӗ, вӗсем хӗр йӗрсе ҫӳренӗ чухне лав тытса пыраҫҫӗ.
Хӗр йӗме пикенсен ӑна пӳртрен сӑрапа хирӗҫ тухса илеҫҫӗ. Хӗр пӗркенчӗк айӗнче сулӑна-сулӑна хӳхлет, хӗр ҫуммисем ӑна икӗ енчен ҫавӑтса пыраҫҫӗ. Пӳрте кӗрсен хӗр тӑванӗсене йӗркерен асӑна-асӑна йӗрет, сӗтел пуҫӗнче сӑра курки тытса ларакан ашшӗпе-амӑшне пуҫ ҫапать. Вара хӗре кӑмӑка умне чаршав хыҫне кӗртсе лартаҫҫӗ.
Хӗре илсе кӗрсен «алӑ валли» салатса чӳклесе ҫиеҫҫӗ те сӗтел хушшине апата лараҫҫӗ. Апат ҫисе тухсан хӗр тӑванӗсене асӑна-асӑна сӑра ӗҫтерсе ҫӳрет. Сӑра ӗҫекенсем ӑна пехиллеҫҫӗ, курки тӗпне укҫа ярса параҫҫӗ. Пурне те ӗҫтерсе тухсан туй пуҫӗ туй мешехине пуҫласа ярать. Ашшӗ килӗнче кӑштах ларсан хӗре тӑванӗсем ӗрет ҫаврӑнма йыхӑрса каяҫҫӗ.
Ял хушшинче хӗр кӳмеллӗ урапа ҫинче тӑрса хӳхлесе ҫӳрет, ун ҫумӗнче хӗр ҫумӗсем тӑраҫҫӗ. Вӗсем ялан аппӑшне ырласа, йыснӑшне хурласа юрласа пыраҫҫӗ. Хӗрӗ вӗсен хушшинче кӳме тӑррине сӗвенсе йӗрсе пырать вара.
Туй пуҫӗ хӗр кӗрес киле маларах ҫитсе ларать. Вӑл пӳрте такмак каласа пырса кӗрет. Хӗр туйӗ хапха умне ҫитсе тӑрсан кил хуҫисем хирӗҫ сӑрапа тухаҫҫӗ. Тетӗшӗ хӗре пӳрте йӑтса кӗрет те кӑмака умне пырса лартать. Хыҫҫӑн хӗр ҫумӗсем юрласа кӗреҫҫӗ. Туй халӑхне тӗпеле сӗтел хушшине лартса хӑналаҫҫӗ, хӗрӗпе ҫуммӑн ҫӳрекенсене кӑмака умне чаршав хыҫне уйрӑм сӗтел лартса параҫҫӗ.
Килтен тухса каяс умӗн хӗре кил xyҫисене йӗре-йӗре асӑнса пуҫ ҫапса хӑварать, лешсем, ӑна пехиллесе ӑсатса яраҫҫӗ. Пӳртрен хӗре татах тетешӗ йӑтса тухса, кӳме ҫине лартать.
Хӗр туйӗ малтан ҫапла ялти тӑванӗсене ҫӳресе таврӑнать, унтан ютри хурӑнташӗсем патне кайса ҫӳрет. Каччӑ туйӗ килес кун хӗр туйӗ татах ялти тӑванӗсем патӗнче ҫӳрет. Арҫын туйӗ хӗр илме килсе ҫитсен хӗр туйӗ «вӑй киллине» пырса кӗрет те вӑй килли урайӗнчен ҫавӑнтах ларать. Арҫын туйӗ килнӗ вӑхӑтра хӗр туйӗ ашшӗ килӗнче пулмасть.

Икӗ туй пӗрлешни

Ӑратни-хурӑнташӗсене ҫӳресе ҫаврӑнсан качча туйӗ хӗр илме тухса каять. Хӗр ялӗнче каччӑ туйӗ малтан евчӗ патӗнче чарӑнать. Евчӗ хӗр ашшӗсем патне кайса туй килнине пӗлтерет, кӗтсе хапӑл тунине ыйтса пӗлет. Евчи таврӑнсан хӗр ашшӗ килнӗ туй пуҫӗ, унтан авланакан ачан ашшӗпе амӑшӗ ҫураҫмара калаҫса тӑтӑлнӑ япаласене илсе каяҫҫӗ. Юлашкинчен мӑн кӗрӳ авланакан ачапа ытти туй халӑхне ертсе каять.
Урампа пынӑ чухне мӑн кӗрӳ такмакла-такмакла ял халӑхне туя йыхӑрса пырать. Хӑта хапхи умне ҫитсен вӑл саламамек калать, кӗҫӗн кӗрӳ туй халӑхне ташлаттарса-юрлаттарса тӑрать. Хӑтисем туй халӑхне хирӗҫ тухса илеҫҫӗ. Ҫапла ҫавра-ҫавра такмак каласа туй халӑхӗ ташласа-юрласа пӳрте кӗрет.
Пӳртре авланакан ачана кӗрӳ нӗкерӗсем валли ятарласа алӑк патне сӗтел лартнӑ. Мӑн кӗрӳ авланакан каччӑпа туй илемӗсене ҫав сӗтел тавра виҫҫӗ ҫаврӑнать те вара вӗсем сӗтел хушшине вырнаҫса лараҫҫӗ. Ытти туй халӑхне хӑти тӗпелти сӗтел хушшине лартать. Пурне те «алӑ валли» парса тухаҫҫӗ те ӑна асӑнса чӳклесе ҫиеҫҫӗ. Унтан ӗҫкӗ-ҫикӗ пуҫланать. Хӑта патӗнче йӗркине туса пӗтерсен каччӑ туйне хӗр хурӑнташӗсем хӑйсем патне чӗнсе илсе хӑна тӑваҫҫӗ. Чӗннӗ ҫӗре ҫӳресе таврӑнсан каччӑ туйӗ хӗр ашшӗ килне таврӑнать. Хӗр туйӗ ку вӑхӑтра «вӑй киллинче» ларать.
Каччӑ туйӗ хӑта килне таврӑнсан «вӑй киллинче» ларакан хӗр ҫуммисем виҫӗ тапхӑр каччӑ туйне виртлеме пырса каяҫҫӗ. Пӳрте кӗрсен хӗр ҫуммисем каччӑна тиркесе, хӗре мухтаса юрлаҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле хӗрӗн инкӗшӗ кӗрӳ кӗпи илсе килет. Ҫапла виҫӗ тапхӑр кӗрӗве пырса виртлесе кайнӑ хыҫҫӑн «вӑй киллинче» хӗре арӑмла тумлантараҫҫӗ, пуҫне сурпан сыраҫҫӗ, хушпу тӑхӑнтартаҫҫӗ.
Хӗре тӑхӑнтартнӑ хушӑра арҫын туйӗ виҫӗ тапхӑр вӑй килли уйӑрма каять. Виҫҫӗмӗш хутӗнче вара хӗре ашшӗ килне илсе килеҫҫӗ. Картишне кӗрсен ҫамрӑксене пӗркенчӗк айӗнче чуп тутараҫҫӗ, ҫӗрӗ улӑштарттараҫҫӗ, вара «ала тыттарса» пӳрте илсе кӗреҫҫӗ. Пӑлтӑрта каччӑпа хӗре пӗр-пӗрне ятран калаттарса, тав тутарттарса пӗрер курка сӑра ӗҫтереҫҫӗ.
Ҫамрӑксене «алӑ тыттарса» пурте илсе кӗнӗ хушӑра икӗ хӑта, икӗ тӑхлачӑ кӗреке пуҫӗнче лараҫҫӗ. Ҫамрӑксем урай варрине чӗркуҫленсе вӗсене пуҫ ҫапаҫҫӗ. Туй халӑхӗ те чӗркуҫленсе ларса «пуҫ ҫапан юрри» юрлать. Пуҫ ҫапнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗсем ҫамрӑксене пехил параҫҫӗ. Пуҫ ҫапса тӑрсан хӗр ҫуммисем хӗре кӑмака умне чаршав хыҫне илсе каяҫҫӗ, кӗрӳпе кӗрӳ нӗкерӗсем алӑк патӗнчи сӗтел хушшине кайса лараҫҫӗ. Ытти туй халӑхӗ тӗпелти сӗтел хушшине ларать. Хӑта пӗрер курка сӑра ӗҫтерсе ҫаврӑнать. Вара икӗ енчи вӑйӑҫсем ӑмӑртмалла шӑпӑр-купӑс калама тытӑнаҫҫӗ. Икӗ енчи хӑнисем те тавлашса ташлама-юрлама пуҫлаҫҫӗ.
Пӗр хушӑ ҫапла ташласа-юрласа савӑннӑ хыҫҫӑн авланакан ачана кӗрӳ кӗпи тӑхӑнтартма кӗлете илсе тухаҫҫӗ. Кӗпине хӗрӗн инкӗшӗ тӑхӑнтартать, пиҫиххине туртса ҫыхса ярать. Кӗрӗвӗ ӑна чул туса илет те укҫа парать. Кӗрӗве тумлантарса кӗртсен, вӑл тӗпеле, хӗр ларакан ҫӗре пырать те арӑмне виҫӗ хут чуп тӑвать. Кайран каллех хӑй вырӑнне алӑк патне кайса ларать. Ытти туй халӑхӗсем ку хушӑра ташласа-юрласа тӑраҫҫӗ. Унтан вара хӗре ӑсатма хатӗрленеҫҫӗ, хӗр япали тиеме пуҫлаҫҫӗ.
Хӗр япали тиесе кӗрсен пӳртре хӗр йӗме тытӑнать. Пӗр кана тӗпелте йӗрсе ларнӑ хыҫҫӑн хӗр пӳрт варрине тухать те йӗре-йӗре ашшӗпе амӑшне, мӗнпур тӑванӗ-хурӑнташӗсене пӗрер курка сӑра ӗҫтерсе ҫаврӑнать. Сӑра ӗҫекенсем курка тӗпне укҫа ярса параҫҫӗ. Сӑра ӗҫтерсе тухсан, хӗр ашшӗпе амӑшне сӗтел пуҫне лартса пуҫ ҫапаҫҫӗ. Вара ашшӗпе амӑшӗ хӗрӗпе кӗрӗвне пехиллесе яраҫҫӗ.

Хӗр кӑларса кайни

Ҫамрӑксене пехиллесе пӗтерсен тетӗшӗ хӗре пӳртрен хулпуҫҫи ҫине хурса йӑтса тухать. Хӗрӗ алӑкран тухнӑ чухне аллипе алӑк пӑрӑсне, ярса тытать, вара ӑна упӑшки вӗҫертсе ярать. Хӗрне илсе тухнӑ ҫӗре картишӗнче лавсене кӳлсе тӑратаҫҫӗ. Йӑтса тухсан хӗре кӳме ҫине лартаҫҫӗ, вӑл вара ӑсатма тухнӑ тӑванӗсене, ял-йышӗсене ятран асӑна-асӑна йӗрет. Кӗрӳпе унӑн нӗкерӗсем хӑйсен лашисем ҫине лараҫҫӗ.
Хӗре ӑсатма пиччӗшӗпе инкӗшӗ, ҫывӑх тӑванӗсем каяҫҫӗ. Хӗр япалине тиенӗ лава хӗрӗн шӑллӗ тытса пырать. Пурте вырнаҫса ларсан хӗр илсе каякансене хапха уҫса ӑсатса кӑларса яраҫҫӗ.
Хӗр кӳми малта пырать. Хӗрӗ кӳме ҫинче тӑррӑн тӑрса сулӑна-сулӑна хӳхлесе пырать, хирӗҫ пулакансене асӑна-асӑна йӗрет. Хӗр ҫуммисем те туй юррисем юрласа пыраҫҫӗ. Хӗр кӳми ҫумӗнче юланутлӑ кӗрӳ туйӗ пырать, вӗсем хыҫҫӑн хӗр япали тиенӗ лав, унтан вара туй халӑхӗ ларнӑ кӳмеллӗ урапасем пыраҫҫӗ.
Хӗр ҫуммисем укӑлча хапхи патне ҫитиччен кӑна пыраҫҫӗ. Уй хапхинче туй чарӑнса тӑрать, ял-йыша, пӑхса тӑракансеие ырӑпа асӑнать. Уй хапхинчен хӗре юланут ҫине лартса илсе каяҫҫӗ. Хӗр лашин чӗлпӗрӗ вырӑнне сурпан ҫыхаҫҫӗ. Ӑна вара упӑшки тытса пырать. Хӗр илсе каякан туй кашни ҫул тӑваткалӗнче тата ял ҫӗрӗн чиккинче чарӑна-чарӑна тӑрать. Хӗр яла-йыша, ҫӗре-шыва асӑнса йӗрет, туй халӑхӗ ырӑсене асӑнса чӳклет, сӑра-эрех тӑкать, юрласа-ташласа хӑварать.

Хӗр илсе килни

Туй кӗрӳ ялӗн ҫӗр чиккинчен каҫсан татах чарӑнса тӑрать те ырӑсене асӑнса кучченеҫ хывать, хаяр укҫи ҫавӑрса пӑрахать. Хӗрне ялтанах илнӗ пулсан, хаяр укҫи пӑрахма юри хире тухаҫҫӗ. Ял хапхи патне ҫитсен татах яла-йыша пӑхса тӑракан ырӑсене асӑнса кучченеҫ чӳклеҫҫӗ, хапха юпи тӑррине укҫа хурса хӑвараҫҫӗ. Уй хапхинчен кӗнӗ чухне пӑшал переҫҫӗ, вара тин хапхана уҫса яраҫҫӗ, туя хирӗҫ ҫӑнӑх, хӑмла вӗҫтереҫҫӗ. Ачи ашшӗ килне ҫитсен те хапхаран кӗнӗ чухне татах ҫапла айланаҫҫӗ.
Хапхаран кӗрсен ҫамрӑксене юланутсем ҫинчен кӗҫҫе ҫине антараҫҫӗ. Упӑшкин йӑмӑкӗ инкӗшӗ патне пырать те унӑн урине виҫӗ хут ҫӳлелле ҫӗклет. Ҫакна «йӑрана тӑпӑлтарни» теҫҫӗ. Авал юланутпа илсе хилнӗ хӗр уринчен йӑрана (ӗсенкӗне) вӑйпа хывса илнӗ, хӗрӗ анасшӑн мар пек пулса, йӑрана ҫине хытӑ пусса тӑнӑ. Хӗр уринчен йӑранана вӑйпа туртса кӑларнӑ. Хӗре ут ҫинчен тетӗшӗ йӑтса антарать.
Кӗҫҫе ҫине тӑрсан ҫамрӑксем хирӗҫ тухca илекенсене виҫӗ хугчен иккӗшӗ харӑс ӳксе пуҫ ҫапаҫҫӗ. Унтан авланакан ачан ашшӗ картаран пӗр кӗсре ҫавӑтса тухать те чӗлпӗрне туй пуҫне тыттарать. Туй пуҫӗ чӗлпӗре халат аркипе тытать те кӗсрене «ҫамрӑксем умне илсе пырать. Лешсем вара чӗлпӗре каллех халат аркипе илеҫҫӗ те виҫӗ хутчен пӗрне пӗри алӑран алла тыттараҫҫӗ. Ҫакна «таянчӑк тыттарни» теҫҫӗ.
Таянчӑк тыттарсан ҫамрӑксем картиш тавралла хӗвеле май виҫӗ хутчен ҫаврӑнаҫҫӗ те пусма вӗҫне пырса тӑраҫҫӗ. Вӗсен хыҫӗнчен ытти туй халӑхӗ те ҫапла виҫҫӗ ҫаврӑнса пусма вӗҫне пырса тӑрать. Вара кашнине пӗрер курка cӑpа ӗҫтереҫҫӗ те туй халӑхне пӳрте илсе кӗреҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫыннине татах тетӗшӗ хулпуҫҫи ҫине хурса йӑтса кӗрет.
Туй хӑлӑхӗ пӳрте кӗрсен ҫамрӑк мӑшӑр урай варрине тӑрать те ашшӗ-амӑшне ӳксе пуҫ ҫапать. Вӑл вӑхӑтра туй халӑхӗ, «пуҫҫапан юрри» юрлать. Вара авланакан ачан ашшӗпе амӑшӗ ывӑлӗпе кинне пехил параҫҫӗ. Пехиллесе пӗтерсен туй халӑхне сӗтел хушшине лартаҫҫӗ. Апат ҫисе тухсан пурте ташласа-юрлама тытӑнаҫҫӗ.

Хӗве хупни

Каччӑ килӗнче туй халӑхӗ юрласа-ташласа савӑннӑ хушӑра хӗр инкӗшӗпе тӗпелте, чаршав хыҫӗнче ларать, авланакан ача кӗрӳ нӗкерӗсемпе пӗрле алӑк патӗнче сӗтел хушшинче ларать. Туй халӑхӗ пӗр кана юрласа-ташласа туй кӗрнекне кӳнӗ хыҫҫӑн каччӑпа хӗре япала пушатма илсе тухаҫҫӗ. Япала пушатса кӗнӗ хыҫҫӑн туй халӑхӗ тата темӗнччен юрла-юрла, ташла-ташла савӑнать. Ҫурҫӗр ҫитеспе кӑна кашни сӗтел ҫине уйрӑм тирӗкпе пӑтӑ пырса лартаҫҫӗ: хӗрне хӑй йӗрсе ларнӑ ҫӗре, каччӑна алӑк патӗнчи сӗтел ҫине, ытти хӑнисене тӗпелти сӗтел ҫине антарса параҫҫӗ. Пӑтӑ ҫисе тухсан мӑн кӗрӳ каччипе хӗрне хӗве хупма хатӗрлет.
Япала пушатнӑ шурӑ кӗлете пӗр витре сӑра, пуҫламан ҫӑкӑр, пӗр ҫавра чӑкӑт илсе тухаҫҫӗ, хӗрӗпе каччине те кӗлете илсе каяҫҫӗ. Туй халӑхӗ картишӗнче шав хастарланса юрласа тӑрать.
Кӗлетре мӑн кӗрӳ ҫамрӑксене пӗрер курка сӑра ӗҫтерет, ҫӑкӑр ҫине пылпа ҫу сӗрсе парать. Вара ҫамрӑксене иккӗн выртса виҫҫӗн тӑма пиллесе хӑварать. Хӗрӗпе каччине кӗлете хупса хӑвараҫҫӗ те туй халӑхӗсем пӗр хушӑ картишӗнче юрласа тӑраҫҫӗ. Унтан пӳрте кӗрсе кӑштах лараҫҫӗ те саланаҫҫӗ, ютран килнисем унтах ҫывӑрма юлаҫҫӗ.
Кӗлетре хӗр упӑшкине хывӑнтарать. Упӑшки ӑна атӑ кунчи ӑшне укҫа ярса парать. Хывӑнсан вӗсем виҫе хутчен ҫӗррисене улӑштарса тӑхӑнаҫҫӗ.

Салам панӑ кун

Тепӗр кунне хӗве хупнисене ҫӑкӑрпа, чӑкӑтпа, витре сӑрапа тухса илеҫҫӗ. Хӗрӗ пӗркенчӗкне пӗркенсех кӗрет, татах тӗпеле кайса ларать, каччи алӑк патне ларать.
Сӗтел ҫине шӳрпе лартсан хӗр инкӗшӗ кӗлетрен парнесем илсе кӗрет, каччӑ енчисене хӗр парне салатать. Парнине инкӗшӗ пырса ҫакать, парне илекенни парнине ҫакса ташлать, хӗре укҫа парать. Парне салатнӑ хыҫҫӑн пурте шӳрпе ларса ҫиеҫҫӗ. Каччӑ енчен туя пынӑ тӑванӗсем хӗр хыҫҫӑн килнисем хӑйсем патне илсе кайса хӑна тӑваҫҫӗ.
Хӑнана ҫӳресе ҫаврӑнсан татах каччӑ килне пухӑнаҫҫӗ те пӳлемӗк чӳклесе ҫиеҫҫӗ. Ун чухне уртмахҫӑ пухса килнӗ кучченеҫсене «алӑ валли» туса салатаҫҫӗ те кӗл туса, асӑнса ҫиеҫҫӗ. Унтан татах юрлама-ташлама тапратаҫҫӗ.
Кӗҫӗн ҫын упӑшки енчи тӑванӗсене парне парса кил парни ҫакнӑ куна «салам панӑ кун» теҫҫӗ. Хӑшпӗр ҫӗрте пӳлемӗк чӳклеме ҫак кун картиш варрине шилӗк тунӑ: тӑватӑ каска ҫине хӑма сарса саксем майланӑ, варрине сӗтел лартнӑ. Сӗтелӗ ҫине пӗр пичӗке сӑра, ҫимӗҫсем пырса лартнӑ та кил-терӗшри ырӑсене асӑнса ҫинӗ.
Пӳлемӗк чӳклесе ҫисен ҫӗнӗ ҫын хӑй хыҫҫӑн килнӗ тӑванӗсене асӑна-асӑна хӗр йӗрсе ӑсатнӑ.

Шыв ҫулӗ пуҫлани

Тепӗр кун ирхине ҫӗнӗ ҫынна кӗлетрен тӑратса кӗреҫҫӗ те шыв ҫулӗ пуҫлама илсе каяҫҫӗ. Унта виҫҫӗн каяҫҫӗ: хӗрпе пӗрле упӑшкин йӑмӑкӗпе инкӗшӗ е урӑх тӑванӗ (тахлачӑшӗ) пыраҫҫӗ. Тӑхлачӑшӗ тиркӗ ҫинче ҫӑкӑрпа чӑкӑт йӑтса пырать, ҫӗнӗ ҫынни кӗвентепе икӗ витре ҫакса ярать. Ҫӗнӗ ҫынна юриех инҫетри ҫӑл патне илсе каяҫҫӗ.
Ҫӑл патне ҫитсен ҫӗнӗ ҫын шыва укҫа ярать, ҫӑл кутне ҫӑкӑрпа чӑкӑт татӑкӗсем пӑрахать. Упӑшкин йӑмӑкӗ инкӗшне виҫӗ хутчен шыв ӑсса парать, анчах та ҫӗнӗ ҫын виҫӗ витрине те чӗркуҫҫипе тӗксе йӑвантарса ярать. Ҫак хушӑра тӑхлачӑшӗ ӑна ҫӑкӑрпа чӑкӑт татӑкӗ хуҫса парать, ҫӗне ҫын вӗсене кӗҫӗн хӗрӗшпе пӑйласа ҫиет. Унтан кӗҫӗн хӗрӗш инкӗшне татах шыв ӑсса парать те пурте шыв ӑсса киле таврӑнаҫҫӗ.
Шыв ӑсса килнӗ ҫӗре ял-йышсем ҫӗнӗ ҫын курма урама тухса лараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫын кашнин умнех шыв витрипе пырса ҫӑкӑнать, лапчӑнса салам парать. Ӑна вара: «Кӗҫен ҫынтан аслӑ ҫын пул», — тесе пиллесе яраҫҫӗ. Ҫакна «ҫӑкӑник туни» тенӗ.
Шыв ҫулӗ пуҫласа килсен ҫӗнӗ ҫынна «ҫӗнӗ ҫын салми» пӗҫерме хушаҫҫӗ. Вӑл вара хӑй ӑсса килнӗ шывпа яшка ҫакса ярать те тӑвар ямасӑр, сӗтпе-ҫупа ҫӑрса татнӑ салма тума тытӑнать. Яшки пиҫсе аннӑ ҫӗре тӑванӗсем ҫӗнӗ ҫын салми ҫиме пухӑнаҫҫӗ. Туй-шилӗк татах малалла тӑсӑлса каять.

Пӗркенчӗк илни

Ҫӗнӗ ҫын салми пиҫсе ансан пӗркенчӗк илме хатӗрленсе тӑраҫҫӗ. Ҫамрӑк мӑшӑра кӑмака умне юнашар тӑратаҫҫӗ те юпӑнчӑпа витсе хураҫҫӗ. Упӑшкин шӑллӗ улмуҫҫирен тунӑ виҫӗ йӳплӗ сенӗкпе тиркӗ ҫинчен виҫӗ салма тирсе илет те ҫамрӑксем патне ташла-ташла пырса виҫӗ хутчен:
— Инке салма ҫиетне?
Эс ҫийӗн те, эп памӑп.
Эс ҫимесен хам ҫийӗп, — тесе такмаклать. Вара ҫав салмине инкӗшӗпе пиччӗшне ҫитерет. Инкӗшӗ юлашки салмине илсе ҫине чухне ку ачи ҫав виҫӗ йӳплӗ патакпа инкӗшӗ пуҫӗнчен пӗркенчӗке ҫаклатса илет. Унтан ҫав, пӗркенчӗкпе пӳрт тавра ташласа ҫаврӑнать те ӑна кӗлете кайса пырана тырӑ ӑшне пытарса хурать. Вара кӗлетрен ҫӑнӑх ывӑҫласа килет те ташла-ташла пиччӗшӗпе инкӗшне ҫӑнӑхпа пырса сапать. Ӑна ҫамрӑксем шураличченех пурӑнччӑр тесе ҫапла ҫӑнӑхпа сапаҫҫӗ.
Пӗркенчӗкне илсен ҫӗнӗ ҫынна хушпу ҫинчен хачмӑк тӑхӑнтартса яраҫҫӗ. Хачмӑкне ӑна сурпана ҫурмаран хутлатса, кӑшт ҫӗлесе тӑваҫҫӗ.
Пӗркенчӗке илсен пурне те ҫӗнӗ ҫын салми ҫиме лартаҫҫӗ. Ун чухне ҫӗнӗ ҫынна сӑра ӗҫтерме хушаҫҫӗ. Сӑрине ӗҫсе параканӗ: «Кӗҫӗн ҫынран аслӑ ҫын пул, — тесе пехиллет, курка тӗпне укҫа ярса парать. Пехилленӗ чухне ҫӗнӗ ҫынпа упӑшки вӗсен умӗнче пуҫ тайса тӑраҫҫӗ. Унтан вара юрӑ-ташӑ тапранса каять. Туй халахӗсем-хурӑнташӗсем патне кайса ҫӳреҫҫӗ. Юлашкинчен каччӑ килне таврӑнса туй мешехисене вӗҫлеҫҫӗ.

Ҫӗнӗ хӑна илни

Туй-шилӗке ирттерсе ярсан пӗр-икӗ эрнерен ҫӗнӗ хӑна илеҫҫӗ. Малтан упашкин ашшӗсем хӗрӗн ашшӗсене чӗнсе илеҫҫӗ, унтан хӗрӗн ашшӗсем хӑтӑшӗсене чӗнсе сӑйлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ хӑна илме кӗрӗвӗ хӑй каять, утне урама тӑратса, ҫуран кӗрет.
Хунӗ патне пырса кӗрсен кӗрӳшӗ ҫӗлӗкне хывать те ҫӗртен ҫӳлелле кустарса илет, салам парать. Унтан улча юни ҫине сӗлке пырса ҫакать, ҫӗнӗ хӑнана йыхравлать. Хунӗсем кӗрӳшне кӗрекене лартса сӑйлаҫҫӗ, ӑратнисене чӗнсе пуҫтараҫҫӗ. Ҫӗнӗ хӑнана хӗр хыҫҫӑн пынисене йыхӑрмаҫҫӗ, ватӑрах тӑванӗсене пуҫтарса каяҫҫӗ. Пурте пуҫтарӑнса ҫитсен хӑраххӑн пулса тухса каяҫҫӗ.
Хӑтӑшӗсем ҫӗнӗ хӑнисене хирӗҫ тухса илеҫҫӗ, кӗреке хушшине тирпейлесе лартаҫҫӗ. Унтан ӑратнисене пуҫтарса ӗҫкӗ-ҫикӗ хускатса яраҫҫӗ. Ҫӗнӗ хӑна илнӗ чухне туй юррисем юрламаҫҫӗ вара, ӗҫкӗ-ҫикӗ юррисем, кӗреке юррисем кӑна юрлаҫҫӗ. Хӑта килӗнче хӑна пулса ларсан-ларсан ҫӗнӗ хӑнисене ӑратнисем тӑрӑх ӗрет ҫӳреме илсе каяҫҫӗ, ӗрет тухсан татах хӑтӑшӗ килне каҫ выртма таврӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ хӑнасем килсен хӗрӗпе кӗрӳшӗ вӗсене пуҫ ҫапса салам параҫҫӗ, ӑсатнӑ чух та пуҫ ҫапсах ӑсатса яраҫҫӗ.
Тепӗр кунӗ ирхине хӗр ашшӗ килне ҫӗнӗ хӑнана каяҫҫӗ. Унта та йӑли-йӗрки ҫакнашкалах пулса пырать. Хӗрӗ вара ашшӗ-амӑшне ырласа, тӑванӗсене савса тунсӑхлӑ юрӑсем юрлать. Тухса каяс умӗн мӑшӑрӗсем хӗрӗн ашшӗ-амӑшне сӗтел пуҫне юнашар лартса пуҫ ҫапса хӑвараҫҫӗ те юрласа таврӑнаҫҫӗ

Ҫӗнӗ хӑта

Ҫӗнӗ хӑнисем иртсен хӗрӗн ашшӗ кӗр мӑнтӑрӗпе вӑй ҫитерсе ҫӗнӗ хӑта илет. Ҫӗнӗ хӑта илме хатӗрленсе ҫитсен хӗр ашшӗсем пӗр ҫамрӑкрах ачана кӗрӗвӗ ялне йыхрава яраҫҫӗ. Ҫӗнӗ хӑтасем вара татах мӑшӑрсӑр пулса пухӑнса килеҫҫӗ, килсен виҫӗ каҫ выртса каяҫҫӗ. Вӗсем кучченеҫсемпе, пичке сӑрасемпе, витре эрехсемпе килеҫҫӗ. Ҫӗнӗ хатисем килнӗ ҫӗре хӗрӗн ашшӗ ӑратнисене пуҫтарать, хӗр сӑри пичӗки пуҫласа ярать. Ҫӗнӗ кӗрӗвӗ эрех ӗҫтерсе ҫӳрет, кайнӑ хӗрӗ сӑрапа ҫаврӑнать. Хӗр ашшӗ килӗнче ханисем самаях шавласа, юрласа-ташласа лараҫҫӗ. Вара вӗсене ӗрет ҫӳреме илсе каяҫҫӗ. Кӗрӳ ҫӗнӗ хӑтара пуҫласа арӑмӗн тӑванӗсем патне кӗрсе курать. Ҫывӑх тӑванӗсем патне кӗрӳ сӗлкӗпе, тутӑрпа кӗрет, тутӑр вӗҫне укҫа ҫыхать те ӑна улча юпи ҫумне кашта ҫине пырса ҫакать. Вара хуҫа арӑмӗ| ӑна илет те ҫӗнӗ кӗрӗве сӑра курки сӗнет, ӑшне укҫа ярса парать, тав туса ӗҫтерет.
Хӗр тӑванӗсем патне ҫапла парнепе кӗрсе тухса ҫаврӑнсан ҫӗнӗ хӑтасем хӗр ашшӗ килне таврӑнаҫҫӗ. Ӑратни-хурӑнташӗсем те вӗсене ӑсатма унта пуҫтарӑнаҫҫӗ. Каяс вӑхӑтсем ҫитсен хӑташсем ҫул пӑтти пӗҫерсе лартаҫҫӗ. Сӗтел хушшинчен тухса ура ҫине тӑрсан ҫул куркисем параҫҫӗ. Ҫапла вара ҫӗнӗ хӑтасем шавласа юрласа тухса каяҫҫӗ. Хӗрӗпе кӗрӳшӗ ваттисемпе пӗрле каймаҫҫӗ, татах тепӗр каҫ выртаҫҫӗ. Ун чух вӗсем патне хӑйсем пек ҫамрӑк тантӑшӗсем пуҫтарӑнса лараҫҫӗ, пӗрле ӗҫсе-ҫисе, юрласа-ташласа савӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑк мӑшӑрӑн каяс вӑхӑчӗ ҫитсен вӗсене хӗрӗн юлташӗсем ял вӗҫне ҫитиччен юрласа ӑсатса яраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ хӑтасем хыҫҫӑн туй мешехечӗсем веҫленчӗҫ тесен те юрать. Анчах пурнӑҫ хӑй куссине малаллах кусать. Икӗ ӑратне хушшинчи хутшанусем те ҫывӑхлансах пыраҫҫӗ. Ӗнтӗ малашне вӗсем пӗр-пӗринсӗр пӗр ӗҫкӗ те ӗҫмеҫҫӗ, пӗр уяв та ирттермеҫҫӗ. Ялан та пӗрле пулаҫҫӗ икӗ ҫамрӑк пӗр кӗлтене ҫыхнӑ ҫак икӗ хурӑнташ-вӗрле.
Ӗмӗрсем витӗр туптанса тухнӑ илемлӗ йӑла-йӗркесем вӗсене хутшӑнса пурӑнма татах та нумай меслет тупнӑ. Ӗҫ ҫине кӗрес умӗн ҫӗнӗ ҫын ашшӗсем патне ҫурла-ҫава илме каять, кантӑр пулсан ҫамрӑксем кантӑр сӑрипе килеҫҫӗ. Ӗҫҫи чипер вӗҫленсен, выльӑх-чӗрлӗх илме каймалла. Выльӑх илме кайнӑ чух хӗрӗн ашшӗпе амӑшне кӗпе тӑхӑнтартса хӑвараҫҫӗ, унта та хӑна-вӗрле пухса кайнӑ, каллех тӑванпа тӑван курнӑҫса савӑшнӑ.
Хӑна-вӗрле пухӑнса ҫитсен хӗр ашшӗпе амӑшне юнашар сӗтел пуҫне лартнӑ, сулахай аллисем ҫине парнелӗх кӗпине хурса панӑ, сылтӑм аллисене тулли курка тыттарнӑ. Унтан хӗрӗпе упӑшки ваттисен умне пырса чӗркуҫленнӗ, пухӑннӑ — пӗр халӑх «пуҫ ҫапан юрри» пуҫласа янӑ. Ҫамрӑксем ваттисене икӗ ураран тытса пуҫ ҫапнӑ. Ваттисем ҫамрӑккисене ырӑ пехилне пихелленӗ, пурнӑҫ тытма, хуҫалӑха хунаттарса яма выльӑх-чӗрлӗх панӑ.
Малтан ашшӗ пӗтӗм чӗрнеллӗ лаша выльӑх халалланӑ, унтан амӑшӗ йӗкӗр чӗрнеллӗ ӗне выльӑх халалланӑ, унтан тата килтен-йышран кашни пӗри сума суса пӗрер сурӑх пехилленӗ, мамӑк тӳшек-минтерлӗх, тутлӑхлӑ шӳрпелӗх хур-кӑвакал хушса панӑ... Чӑвашӑн хӑйӗн кӑмӑлӗ ҫав таран ӗнтӗ вӑл: атте-анне кӑмӑлӗ — аслӑ кӑмӑл...
Атте-анне пехилӗ аслӑ пулнӑран-тӑр ҫав, тӑм тӑвайкки ҫамкинче «ким чечекле» выляса паллашнӑ икӗ ҫамрӑк икӗ пуҫне пӗр минтер ҫине хунӑ та чӑваш хунавне хушса пынӑ, ватӑ асаттесен йӑлисене ламран-лама сыпса пынӑ.
Татас марччӗ-ҫке пирӗн те ҫав ырӑ йӑласене, тивӗҫ пуласчӗ-ҫке атте-аннесен ырӑ пехилне!

Атьӑр кӗр те тӑвар, шав та тӑвар,
Ҫӗр  ҫӗмӗрсе туй-шилӗк тӑвар,
Ӗҫер-ҫиер, тӑван, выляр-кулар,
Мӗн виличчен пӗрле пурӑнар!
Никам та ҫук ик ӗмӗр пурнакан,
Никам та ҫук тӗнче тытакан...

Кӗнеке пирки

И. А. Патмар фольклорист пухнӑ материалсемпе усӑ курса филологи наукисен докторӗ, ЧПУ профессорӗ, Чӑваш республикин ӑслайпа ӳнер наци академийӗн корреспондент членӗ, И. А. Патмар премийӗн лауреачӗ Николай Иванович Егоров анатри чӑвашсен туй мешехисене тӗпе хурса йӗркеленӗ.

Редакторӗ: Патмар Э.И.
Художникӗ: Николаев А.Н.
Корректорӗ: Павлова А.Т.

Красноармейски типографийӗ, 1996 ҫ, 10 000 экз.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-08 21:10:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 16422 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем