Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑрӑшкасси (Йӗпреҫ районӗ)

ЧӑрӑшкассиЙӗпреҫ районӗнчи ял, Хурамал ял тӑрӑхне кӗрет.

Ял тытӑмӗ

Ял пӗтӗмӗшле 83 гектар ҫӗр йышӑнать. Вӗсенчен 6 гектар ҫӗр халӑх аллинче — ытти ял хуҫалӑхӗнче.
Ялта пурӗ 144 кил шутланать. Вӗсенчен ҫуррине газ кертнӗ.

Урамсем

Халӑх йышӗ

2004 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялта пурӗ 461 ҫын (249 арҫын, 222 хӗрарӑм) пурӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра шкул ҫулне ҫитмен ачасен йышӗ 44, шкула ҫӳрекенсем 63 пулнӑ. 115 ҫын пенсире шутланнӑ.
Ялта пурӑнакансен хушшинче аслӑ пӗлӳ илнисен шучӗ 12 пулнӑ (2004).

Истори

Яла 1864 ҫулта никӗсленӗ тесе шутлаҫҫӗ.
1917 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесне кӗнӗ, кайран Патӑрьел уесне куҫнӑ, Хурамал вулӑсне пӑхӑннӑ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче яла Йӗпреҫ районне кӗртнӗ. 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗпе 1965 ҫулхи пушӑн 14-мӗшччен пер хушӑ ял Канаш районӗнче шутланнӑ.
Чи малтан сельсовет Чӑрӑшкассинче пулнӑ. 1954 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ хыҫҫӑн ял совечӗ Тури Келӗшкассине куҫнӑ. 1959 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа ял тӑрӑхӗн пуҫӗ Хурамалта шутланнӑ.

Хуҫалӑх

Ялта ӗне, сысна, сурӑх, качака, лаша, чӑх-чӗп тытаҫҫӗ.
Ялти ҫынсен пурӗ 1 трактор, 3 тиевлӗ машина, 3 ҫӑмӑл машина, 11 мотоцикл (2004) шутланнӑ.

Культура

Ялта 100 вырӑнлӑ ял клубӗ пур. Ҫавӑн пекех ялта вулавӑш вырнаҫнӑ.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-17 19:10:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2192 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем