Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӳк уйӑхӗ (Н. Егоров)

Чӳк уйӑхӗ — кӗркуннехи юлашки уйӑх. Чӳк уйӑхӗнче урапа тӑварса ҫуна кӳлнӗ, ҫӗнӗ юр ҫийӗн ҫуна ҫулӗ уҫнӑ. Ӗҫчен чӑваш ҫу кунӗнчех ҫуна таврашне тирпейлесе тухнӑ. Ҫуна ҫулӗ уҫма тухсан вара хирӗҫ пулан-тӑван: «Кусен ҫуни ҫуна пек, ырӑ ҫын хӗрӗсен арчи пек», — тесе пӑхса савӑнса тӑнӑ.

Авалхи чӑваш календарӗнче чӳк уйӑхӗ ҫулталӑка пуҫлакан уйӑх пулнӑ. А.Ф.Риттих, сӑмахран, «Тӗне кӗмен чӑвашсен ҫӗнӗ ҫулӗ чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланать, вӑл турра тав туса ирттерекен хӗр сӑри уявӗпе пӗрле килет», — тесе ҫырнӑ. А.А. Фукс, В.А. Сбоев, И.Г.Георги ӗҫӗсенче те чӑвашсем Ҫӗнӗ ҫула чӳк уйӑхӗнче чӳклеме е кӗр сӑри туса уявланине ҫырса хӑварнӑ. Ҫапла вара сӗм авалхи чӑвашсен пӗр ҫулталӑкра икӗ Ҫӗнӗ ҫул пулнӑ. Пӗрне чӑвашсем пуш, тепӗрне чӳк уйӑхӗнче уявланӑ.

Кӗрхи Ҫӗнӗ ҫул ҫитнӗ тӗле чӑваш хресченӗ уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Ывӑҫласа сапнӑ ҫичӗ тӗслӗ тыр-пула ытамласа илсе капана хунӑ. Капан пӑсса, авӑн аштарса ҫӗнӗ тырра кӗлете кӗртнӗ. Виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхе картана кӗртсе витене хупнӑ. Ӗҫҫипе ӗҫҫи хушшинче сывлӑш ҫавӑрса ярса йӑл илмелли вӑхӑт пуҫланнӑ.

Ҫӗнӗ тырра киветме тесе чӑваш хресченӗ хурӑнташ-ратнесене йыхӑрса илнӗ, тӑван-пӗтене кӗрекене лартнӑ. Вара, алӑран алла куҫса пырса, «чӳклеме курки», «турӑпа патша курки», «турамӑш курки» кӗрекере ҫаврӑнма пуҫланӑ. Хура ҫӗрпе кӑвапаран ҫыхӑннӑ ҫӗр ӗҫченӗ тӗнче хушши тикӗс тӑнӑшӑн, ҫӗр кӑкри ҫичӗ тӗслӗ тыр-пул ҫуратса панӑшӑн ҫут ҫанталӑк-турра тав туса чӳкленӗ: яла-йыша, хурӑнташ-ӑрӑва, кил-тӗрӗше чипер тытса тӑнӑшӑн йӑх-ӑру пуҫӗсене кӗреке умне лартса пуҫ ҫапнӑ.

Ырӑ хуҫа ҫӗнӗ тырӑ шерпетӗнчен тунӑ хӑймаллӑ та хӑмлаллӑ сӑра кӑларса лартнӑ, кӗреке пуҫӗ «турӑпа патша ташламине» пуҫланӑ, чӳклеме пуҫӗ такмак ҫаптарнӑ:

— Илтнӗ пулӑр, ватӑсем-вӗтӗсем, алӑк патӗнчи алпассем, тӗпелти хулӑн-сурӑн кассисем, тӗрлӗ минтер ҫыннисем, кӗске йӗм пӗҫҫисем! Ырӑ хуҫа турӑ амӑш курки тӑвать, ятлӑ курка пуҫласа ярать. Паҫӑрхи кивви пулчӗ, халь — ҫӗнни, паҫӑрхи суйи пулчӗ, халь — чӑнни. Тав сире! Чунтан пӗр курка ӗҫмелле... Ут туртайми урпи пултӑр, ар ҫӗклейми хӑмли пултӑр, умрин те, хыҫалтин те перекечӗ пултӑр! Ӗҫейменни карӑш пулать, ӗҫекенни путене пулать. Ӗҫейменнин пӗр ҫулта ҫиччӗ те пилӗк хӑлаҫ ӳснӗ хулӑ (хӑмла аври) тупас пулать (сӑра сӗрес пулать), хӑлашпа юр типӗтес пулать (салат типӗтес пулать). Ашшӗ тӳрӗ (хӑмла шалчи), амӑшӗ кукӑр (хӑмла пултранки), хӗрӗ ластӑк (хӑмла ҫулҫи), ывӑлӗ хаяр (хӑмла пучаххи). Кам та кам ӗҫейменнин ҫавсене тупас пулать (вун икӗ курка ӗҫес пулать)...

Такмак пӗтсен кӗреке тавра курка ҫаврӑннӑ. Унтан юрӑ-ташӑ пуҫланнӑ. Илемлӗ те килпетлӗ пулнӑ-ҫке ҫав чӑваш кӗреки! Алла панӑ куркана «Асран кайми аки-сухине» юрламасӑр ас тивмен.

Чӳклеме йӗрки вӗҫленсе пынӑ май килти ватӑсене кӗреке пуҫне лартнӑ. Мӗн пур чӳклеме халӑхӗ ватӑсем умне сулахай чӗр куҫҫисене хутлатса ҫакӑннӑ - ваттисене салам панӑ. Салам парса пехил илнӗ чухне юрламалли юрри хӑйне пулнӑ. Пирвайхи ҫаврӑма ҫут ҫанталӑкшӑн тесе юрланӑ:

Ҫитмӗл те ҫичӗ ҫухрӑм ҫеҫен хир.

Ҫеҫен хир варринче ҫавра кӳлӗ.

Ҫавра кӳлӗ варринче ҫавра утрав,

Ҫавра утрав ҫинче ылтӑн юман.

Ылтӑн юман тӑрринче мамӑк йӑва.

Мамӑк йӑва ҫийӗнче икӗ кайӑк —

Услан кайӑкпа ӑмӑрт кайӑк —

Мӗнле турӑ ҫырнӑ-ши пӗр ҫӗре?

Иккӗмӗш ҫаврӑмне мир-халӑхшӑн тесе юрланӑ:

Ҫитмӗл те ҫичӗ чалӑш ҫӳллӗ ту,

Ҫӳллӗ тусем ҫинче аслӑ ял,

Аслӑ ялӑн варринче атте картиш.

Атте картиш варринче ҫавра кӗреке.

Ҫавра кӗреке варринче ҫавра ҫурхат,

Ҫавра ҫурхат тавралла икӗ курка —

Сим пыл куркипеле шерпет курки —

Мӗнле турӑ ҫырнӑ-ши пӗр ҫӗре?

Виҫҫӗмӗш ҫаврӑмне тӑван-пӗтеншӗн, атте-аннешӗн тесе юрланӑ:

Атте кӗреки — ҫавра кӗреке.

Ҫавра кӗреке пуҫӗнче икӗ ватӑ —

Пӗри — аттем, тепри — аннем, —

Мӗнле турӑ ҫырнӑ-ши пӗр ҫӗре?

Аттем, тытсам сим пыл куркуна.

Аннем, илсем шерпет куркуна,

Хӑш урӑртан тытса тайӑлам?

Юрласа пӗтерсен пурте черетпе кил хуҫи ваттисем умне пырса чӗр куҫленнӗ те сылтӑм аллипе ваттин ури пуҫне перӗнсе тӑнӑ. Ватти вара икӗ аллине унӑн пуҫӗ ҫине хӗреслетсе хунӑ та пехил панӑ. Пехил илсен чӳклеме халӑхӗ ваттисене тав туса ҫул курки ӗҫнӗ, вара тепӗр киле кайнӑ. Ҫак чӳклеме уявӗ — авалхи чӑваш Ҫӗнӗ ҫулӗ — кашни килех кӗрсе тухнӑ.

Чӳклеме! Илемлӗ те, кӑмӑллӑ йӑла! Ҫут ҫанталӑк ырлӑхӗсене сума суни те, шурӑ кулачӑ ҫитерекен хура ҫӗр ӗҫне пурнӑҫ тыткӑчи вырӑнне хисеплени те, яшшисемпе ваттисене чысра та хисепре усрани те — пурте пӗр-пӗринпе уйрӑлми тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ сӑваплӑ ҫак йӑлара.

Авалхи уйӑх ячӗсене сыхласа хӑварнӑ тӗрӗк халӑхӗсенчен чылайӑшӗ хура кӗркуннери пӗр уйӑха чӳклеме йӑли-йӗркипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Акӑ кумансем, сӑмахран, вун пӗрмӗш уйӑха курбан байрам ай «хӑрпан (е чӳк) уйӑхӗ» тенӗ. Кӗрешӗн тутарсен чӳк уйӑхне келеу ай теҫҫӗ, чӑвашлатса каласан кӗлӗ уйӑхӗ тени пулать. Кӗрешӗн тутарсем те кӗлӗ уйӑхӗнче чӳклеме йӑли туса ирттернӗ.

Чӑваш хутлӑхӗнче хура кӗркуннехи уйӑха пур ҫӗрте те чӳк уйӑхӗ е чӳклеме уйӑхӗ теҫҫӗ. Уйӑх ячӗн варианчӗсем ҫукки хӑех чӳк уйӑхӗн ячӗ сахалтан та пӗр пин ҫул авалах ҫирӗпленсе ҫитнине пӗлтерет. Чӳк сӑмахӑн кӑкӗ-тымарӗ темиҫе пин ҫула та ҫитет, вӑл тӗрӗк халӑхӗсем пӗр йӑхра пурӑннӑ чухнех пулнӑ.

«Хыпар», 2012, чӳк, 8
Николай Егоров


 
Категорисем: Чӳк (уйӑх)
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-11-14 15:35:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4573 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем