Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӳк уйӑхӗ (ҪЯ)

Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Чӳк уйӑхне тата хура кӗр, юпа, шалча, хӗле кӗрен, ҫуна уйӑхӗ тесе калаҫҫӗ.
Чӳк уйӑхне хӗлпе кӗр кӗрешекен уйӑх, мулкач юпах пӑрахса улӑштарнӑ уйӑх тенӗ. Ҫак уйӑхра кӗр вӗҫленет, хӗл пуҫланать. Хресчен урапа ҫинчен ҫуна ҫине ларать.
Кӳлленсе тӑракан шывсем пӑрланса лараҫҫӗ. Юр ӳксе ҫуна ҫулӗ уҫӑлать. Чӳк уйӑхӗнче вилнӗ ваттисем /чунӗсем/ ҫӑва ҫине таврӑнаҫҫӗ тенӗ. Уйӑха /уйӑх пӗтнине/ пӑхса вӗсене асӑннӑ.
Кӗлӗ, чӳк, киремет вырӑнӗсенче кӗрхи чӳксене ирттернӗ. Киремете тасатса, хапхине хупнӑ. Тӑванӗсемпе пӗрле килте хӗрт-сурт, картиш, кил-ҫурт, ял-кӳршӗн чӳкне ирттерсе кӗрхи ӗҫке ӗҫсе ирттернӗ. Унта ҫемйипе, тӑванӗсемпе, кӳршӗ-аршӑсемпе пуҫтарӑннӑ.
Сунарҫӑсем типе, мулкач тытма сунара тухнӑ. Пулӑҫсем шыв вутӑшне кӗселпе чӳклесе пулӑ тытма пуҫланӑ. Килти выльӑха, хур-кайӑксене пусса тирпейленӗ. Качча тухма ҫитӗннӗ хӗр-упраҫ валли минтер-тӳшек тултарнӑ.
Килти ватӑсен вырӑнӗсене улӑштарнӑ. Ҫӗнӗ ыраш-улӑм тӳшекне сарса панӑ. Пасар хакне кура усрама хӑварнӑ хӑш-пӗр тырра /капана/ ҫапнӑ. Парӑмсене татса пӗтернӗ. Ҫамрӑксем ушкӑнпа улах ларнӑ. Сӳс, ҫӑм арланӑ: пир тӗртме ҫип хатӗрленӗ. Чӑвашсем кӗр енне туйсем ытла туман. Хӗле хирӗҫ "ҫӗнӗ ҫӑвар" хушас мар тенӗ. Туйсене ҫу, ҫурхи ӗҫсем умӗн тума тӑрӑшнӑ. Ачи-пӑчи ҫура хирӗҫ ҫуралнине ырланӑ. Арҫынсем юр ӳкиччен вӑрман касса хатӗрленӗ. Ҫул уҫӑлсан вутӑ турттарнӑ.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1-5. Выльӑх ыррисене асӑнса карта чӳкне ирттернӗ вӑхӑт.
2. Кашкӑр амине, пихампара чӳкленӗ кун.
3, 10, 17, 24. Кӗрхи сӑра ӗҫкине пуҫлама юрать.
10. Кӗнчеле арлакансен кунӗ. Ӑсталӑх кунӗ. Ал ӗҫ сыххине, ыррине пӑтӑпа асӑннӑ.
11. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун. Кӗтӳҫ кунӗ. Парӑма татса тав тунӑ кун.
12. Кӑсӑя кунӗ.
12-14. Кӗрхи кайӑк-кӗшӗксен кунӗ. Кӑсӑясем яла, кил-ҫурт патне апат шырама таврӑнаҫҫӗ. Ҫӗрҫисем арпа ҫинче чакаланаҫҫӗ.
14. Тимӗрҫӗ кунӗ. Тимӗрҫӗ лаҫҫине хупса ҫӗр шӑнтиччен канса илнӗ. Вырӑссем тимӗрҫӗ уявне чӑх пусса уявланӑ. Чӑвашсем тимӗрҫӗ лаҫҫинче пӑтӑ пӗҫернӗ, тимӗрҫе тав тунӑ.
14-19. Сутмалли тырӑ капанӗсене ҫапнӑ, кантӑр тыллама вӑхӑт.
16-20. Сунарҫӑсен кунӗ. Килти хур-кӑвакалсене пусса тирпейленӗ вӑхӑт. Ӳссе ҫитӗннӗ хӗрачасем валли тӳшек-минтер хатӗрленӗ. Сунарҫӑсем сунара тухнӑ, пулӑҫсем пулла кайнӑ вӑхӑт. Ҫуна ҫула тухма хатӗрленӗ вӑхӑт.
23. Хӗллехи тумтир кунӗ. Кӗрӗк ҫӗлесе тӑхӑннӑ.
28. Усалсем вылянӑ, тӗрлӗ ҫанталӑк, ҫил-тӑманлӑ вӑхӑт.
29. Ваттисене асӑнса ҫӑва ҫине ӑсатнӑ кун. Парӑмсене парса татнӑ.
29-30. Кӗре ӑсатнӑ, хӗле кӗтнӗ, чӳк, киремет картисене хупнӑ вӑхӑт. Умри кӗлӗсене хӗлле килте, ҫуртри е лаҫри, картиш варринчи вучах умӗнче туса ирттернӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-26 22:42:23 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4103 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем