Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шупашкарӑн кӳлли (Г. Юмарт)

Шупашкарӑн кӳлли — ҫутӑ кӳлӗ,
Ҫуталать шур хула варринче.
Таҫтанах курӑнать илӗртуллӗ,
Кӑмӑл уҫӑлӗ ун хӗрринче.

Шупашкарӑн кӳлли – вӑрӑм кӳлӗ,
Ҫутатать керменсен сӑн-питне.
Яп-яка ун тавра хывнӑ ҫулӗ,
Чуптарать ҫӑмӑл кимӗ хумне.

Шупашкарӑн кӳлли – тулӑх кӳлӗ,
Фонтанран кӗмӗл шыв пӗрӗхет.
Аякран та курмашкӑн ҫын килӗ,
Кӳлӗ уншӑн — кӗтмен ӗрехет.

Шупашкарӑн кӳлли – янкӑс кӳлӗ,
Чӗнтӗрленӗ кӗпер сас парсан
Тӗрлӗ халӑх юрри килӗшӳллӗ
Янӑрать ҫыннисем туслӑран.

Шупашкарӑн кӳлли – хӑтлӑ кӳлӗ,
Хӳтӗлевҫӗ-анне пуррипе.
Инҫетре те сана унӑн пилӗ
Савӑнтарӗ пайтах ыррипе.

Геннадий Юмарт
Сӑвва «Хыпар», 87№ (2008, ҫу, 5) хаҫатран илнӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-05-14 20:14:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2572 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем