Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ыйту-хурав (чӑваш чӗлхи)

Кунта куҫару ӗҫӗнче тӗл пулакан ыйтусене уҫса панӑ.

«ассоциации» чӑвашла мӗнле пулать-ши?

Ассоциаци — латтин сӑмахӗ. Чӑвашла синонимсем: пӗрлешӳ, пӗтӗҫӳ.

1. associatus "пӗрлешнӗ" < associare "кампа та пулин пӗрлеш"

ad- "-a(-e)" + sociare "пӗрлеш"
socius "юлташ".

2. психол. ассоциация (этем ӑстӑнӗнче шухӑшсем, сӑнарсем ҫыхӑнса тӑни) || ассоциативный;
пӗрпеклӗх ~йӗ ассоциация по сходству; ~ ҫыхӑнӑвӗ ассоциативная связь

Кунта ҫыхӑну, ҫыхӑнтару тесе те калама пулать.

«С каким овощем у тебя ассоциируется красный цвет? - с томатом»
«Эсӗ хӗрлӗ тӗсе мӗнле пахча ҫимӗҫпе ҫыхӑнтаратӑн (ассоциацилетӗн)? - Томатпа»

Reflejo

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш чӗлхи


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-01-24 11:50:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9140 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем