Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эпир — чӑн чӑвашсем (Г. Николаева)

Эпӗ Муркаш районӗнчи Шаптак Турай ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Тойкилтӗри пуҫламӑш класра Анна Ильинична вӗрентнине ӑса хывса, чӑваш чӗлхипе литератури учительници Зоя Ивановнӑн чӗлхи ҫепӗҫлӗхне, ырӑ кӑмӑлне, ачасене юратнине курса ӳссе вӗсем пек пулас килчӗ. Учитель е артист пулма ӗмӗтленсе тус-тантӑшпа ҫавӑн пек вӑйӑсем выляса ҫитӗнтӗм. Турайри вӑтам шкула пӗтерсен И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне кӗтӗм. Студентсен стройотрядӗнче, ҫуллахи вӑхӑтра пионерлагерьте виҫӗ ҫул ӗҫлерӗм. Агитбригада членӗсемпе концертсем кӑтартаттӑмӑр, студентсен "Вутчуль" театрӗпе спектакльсем лартаттӑмӑр. К.В. Иванов ҫуралнӑ вырӑна кайса куртӑм, тӗрлӗ экспедицире пулса чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухрӑм, ҫулсеренех наука-практика конференцийӗсенче, семинарсенче, пухусенче докладсем турӑм. Ҫапла майпа хама, ӗҫӗме сцена ҫинче, ҫынсен умӗнче кӑтартма хӑнӑхса пытӑм. Ҫаксем пурте учитель ӗҫӗнче кирлӗ пулчӗҫ. Асра юлнӑ самант питӗ нумай, кӗнеке ҫырмалӑх та пур.
Аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑранпах хулари шкулта ӗҫлетӗп, малтан — пуҫламӑш класра, унтан хамӑн класс ачисемпе 5-мӗш класа куҫса чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме пуҫларӑм. Малтанах ҫӑмӑл пулмарӗ, мӗншӗн тесен кӗнекесем ҫитмен, ашшӗ-амӑшӗ хирӗҫленӗ. Халӗ литература суйламалӑх та пур. Эпир, темиҫе учитель, пухӑнса тӗрлӗ кӗнеке тӑрӑх урокӑн анлӑ планӗсене, класс тулашӗнче ирттермелли материалсен пуххине кӑларма материал пухатпӑр, ҫыратпӑр.
Шкулта 24 ҫул ӗҫленӗ май опыт та, пичете кӑлармалли те нумай пухӑнчӗ. Вӗсем "Халӑх шкулӗ" журналта, "Халӑх ӑс-хакӑлӗ" кӑларӑмра, "Фольклорное и литературное отражение художественно-эстетической памяти народа" /2006 ҫ./ кӗнекере тата ытти ҫӗрте пичетленчӗҫ. Ӗҫӗмсемпе Пӗтӗм тӗнчери тӑваттӑмӗш симпозиумра /2006 ҫ./, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи "ҫавра сӗтеле" хутшӑнса доклад тунӑ /2006 ҫ./. Хулари шкул директорӗсен семинарӗсенче /2005 ҫ., 2006 ҫ., 2007 ҫ./ хамӑн ӗҫ опычӗпе паллаштарнӑ, экспертсен умӗнче ҫӗнӗ технологипе уҫӑ урок панӑ /2007 ҫ./. Хулара чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен хушшинче иртекен "Педагогика тупсӑмӗсен фестивалӗнче" /2006 ҫ., 2007 ҫ./ уҫӑ урок тата дидактика материалне кӑтартса малти вырӑна тухрӑм.
Ҫирӗм ҫул ытла класс ертӳҫи пулнӑ май ку енӗпе те пысӑк опыт пухрӑм. Унра шкулти учительсене, район-хулари, республикӑри класс ертӳҫисене, директорсен ҫумӗсене паллаштартӑм. 2006 ҫулта "Чи маттур класс ертӳҫи" конкурса хутшӑнса шкулта, районта, хулара, республикӑра ҫӗнтерсе малти вырӑна тухса диплома тивӗҫрӗм.
Пӗр класпа 10 ҫул ӗҫлерӗм, 5-мӗшӗнчен пуҫласа ҫав йышпа 117 грамотӑпа диплом илнӗ. Эпӗ вӗрентнӗ 29 ачаран иккӗшӗ ылтӑн тата кӗмӗл медальпе, 19-шӗ "4" тата "5" паллӑсемпе вӗренсе тухрӗҫ, аслӑ шкулсене кӗчӗҫ. Вӗсенчен 16-шӗ бюджет укҫипе ӑс пухать.
Ҫав вӑхӑтрах тӗрлӗ мероприятие, конкурса, ӑмӑртӑва хутшӑнатӑп. 2005 ҫулта хулари учительсен турслетӗнче "Тӑван ен историне лайӑх пӗлекен" конкурсра 2-мӗш вырӑн йышӑнтӑм. Портфолиосем хатӗрлеме вӗренсе пынӑ чух манӑн ӗҫӗн электрон вариантне Интернета тӑратрӗҫ, Мускава ярса пачӗҫ.
2007 ҫулта Раҫҫей Президенчӗн грантне ҫӗнсе илтӗм.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн 4-5 курсӗсен студенчӗсем ман патра 10 ҫул практикӑна ҫуреҫҫӗ.
Ачасемпе уроксем ирттернисӗр пуҫне класс тулашӗнчи ӗҫсене пуҫаруллӑ хутшӑнатӑп. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче хамӑн вӗренекенсемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе Хусана аквапарка кайса килтӗмӗр. Библиотекӑсенче, музейсенче, театрсенче, экскурсисенче пултӑмӑр.
Ырӑ ӗҫсен ҫулталӑкӗнче сӑваплӑ ӗҫсем тума тӑрӑшатпӑр: инвалидсен ҫуртӗнчи ҫул ҫитмен ҫамрӑксене тӗрлӗ япала, канцтавар, тетте, Ҫӗнӗ ҫул умӗн шӑккалат парнелерӗмӗр, концерт кӑтартрӑмӑр.
Уроксенче ҫӗнӗ технологипе анлӑн усӑ курма тӑрӑшатӑп. Компьютера лайӑх пӗлни те ӗҫре пулӑшать. Сӑмах май, ӑна грантпа илнӗ укҫапа туянтӑм /тахҫанах илес тесе ӗмӗтленнӗччӗ, тинех ӗмӗт пурнӑҫланчӗ темелле/. Компьютерпа презентацисем, тӗрлӗ слайд тӑватпӑр. Цифра фотоаппарачӗпе тунӑ ӳкерчӗксемлӗ уроксенче усӑ куратпӑр. Уроксене хатӗрленӗ май Интернетри материалсемпе, электрон кӗнекесемпе - "Чӑваш чӗлхине вӗренетпӗр", "Чӑваш сӑмахӗ, 5 класс", "Тухьян кӗмӗл шӑнкӑравӗ", "Ӗмӗрлӗх", "Шупашкар - Атӑлҫи ахахӗ" тата ытти те - усӑ куратӑп. Ачасем те Интернетри материалсене илсе килсе ыттисене паллаштараҫҫӗ, презентацисем тӑваҫҫӗ. Ҫакӑ, паллах, уроксене интереслӗ ирттерме май парать. Вӗсем хавхалантарнипех хамӑр ҫырнӑ сӑвӑсен пуххине илемлетсе пичетлесе кӑлартӑмӑр, конкурса тӑратрӑмӑр. 2006 ҫулта "Атӑл тӑрӑхӗнчи писательсем ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке" конкурсра ятарлӑ диплом илме тивӗҫлӗ пултӑмӑр.
Манӑн тӗллев ҫитӗнекен ӑрура чӑваш чӗлхи витӗм кӳнипе уроксенчи материал урлӑ сапӑрлӑх, тӗрӗслӗх, ырӑлӑх, тӑванлӑх туйӑмӗсене упраса хӑварасси. аталантарасси пулса тӑрать. Ҫакна пурнӑҫласа темӑпа пӗр килекен ваттисен сӑмахӗсене е каларӑшӗсене илетӗп, мӗншӗн тесен аслисем вӗрентнине, канаш панине, вӑлтса каланине ачасем кӑмӑлласах йышӑнаҫҫӗ.
Уроксенче чӑваш халӑх юмахӗсене вуланипе пӗрлех вӗсене инсценировкӑлатпӑр. Ачасем доска умӗнче чӑн-чӑн артист пек тыткалама, выляма тӑрӑшаҫҫӗ. Курса ларакансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ. Ҫакӑ, паллах, вӗренес туртӑма ӳстерет, кӑмӑла ҫӗклет. Учителӗн лайӑх вӗрентес тесен хӑйӗн те пур енлӗн аталанмалла: юрлама, ташлама, сӑвӑ ҫырма пӗлмелле, артист, анне, кукамай пулмалла.
Уроксене тӗрлӗ енлӗ ирттерсен мӗн ҫӗннине тупас-ши тесе шухӑшлатӑп. Ачасемпе тӑрӑшсах наука-практика конференцййӗсене, конкурссене, фестивальсене хутшӑнатпӑр, сӑвӑсем ҫыратпӑр, малти вырӑнсене йышӑнатпӑр. Пӗр сӑмахпа, ӗҫлеме уркенмелле мар. Халӗ пире ҫакӑ канӑҫ памасть: тӑрӑшса вӗрентетпӗр-ха, анчах та ҫамрӑксене шкул пӗтерсен чӑвашла пӗлни нимӗн тума та кирлӗ мар-ҫке, вӗсем унпа калаҫмаҫҫӗ те. Ҫак ыйтӑва татса пама май ҫук-ши? 9-мӗш класран вӗренсе тухакансене чӑваш чӗлхипе экзамен тыттарсан аслӑ шкулсене вӗренме кӗнӗ чух чӑвашла пӗлнине тӗрӗслесен, тен, усси пулӗччӗ. Учрежденисенче, ӗҫ вырӑнӗсенче пӗр-пӗринпе мӗншӗн-ха чӑвашла калаҫмалла мар? Эпир — чӑн чӑвашсем вӗт.

■ Галина НИКОЛАЕВА,
Шупашкарти 56-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен
24974 №, 2008, ака, 9. «Хыпар»


 
Категорисем: Чӑваш чӗлхи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-13 12:55:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7484 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем