«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.
Аттил
Кримкилте, савниҫем,
Эсӗ маншӑн — пиҫнӗ иҫӗм.
Эп сансӑр пурнаймастӑп,
Ҫут тӗнчепе савнаймастӑп.
Сан умӑнта чӗркуҫленсе,
Санран хурав кӗтсе,
Калатӑп:
"Савнӑ арам пул,
Пуласлӑха пире чӗнет пӗр ҫул!"
* * *
Те чӑнласах юратса,
Те ним тума аптраса,
Кримкилте Аттила аллинчен тытать,
Ӑна сӑмах калать:
Кримкилте
Хам сӑмаха каламасӑр,
Чунра пуррине чухлаймасӑр,
Нумай тертлентертӗм сана,
Ҫунтартӑм вутпа чунна.
Халь вара чӑннине пӗлтеретӗп,
Эп сан арӑму пулма килӗшетӗп.
Аттил
Чӗнӗр пурне те!
Ямансене те,
Ҫуйӑнсене те,
Кайташсене те,
Вакиверсене те,
Путлансене те,
Чухасене те!..
Элчӗсем ярӑр Чупайрек патне,
Парнесем леҫӗр Чупайрек килне.
Аттил
Ман ӗҫе ан хутшӑн, Хӗркке:
Телее ан тат, Хӗркке.
* * *
Хӗркке пит кулянса,
Килне таврӑнать аптраса.
Аттил хай ҫыннисене чӗнет,
Вӗсене васкама хистет.
Аттил
Туй пулнӑ ятпа
Утпа-урхамахпа
Ӑмӑрту ирттеретпӗр,
Эпир епле савӑнмаллине пӗлетпӗр.
Кӗрешме тухччӑр паттӑрсем,
Тӗл пеме тухччӑр тӗкӗрҫсем.
Кам хӗҫпе ҫапӑҫма ӑста,
Туйра чаплӑ пултӑр тата.
Аттил
Куртӑн-и, Чупайрек,
Пӗлтӗн-и, Чупайрек,
Ирӗксӗрлеместӗп сан хӗрне,
Юратупа кӑна ҫунтартӑм чӗрине.
Туй пуҫлама вӑл хӑй каларӗ,
Кирлех пулсан сана та хурав парӗ.
Чупайрек
Шанас килет ҫакна,
Хӗрӗмпеле калаҫтарсам мана.
Аттил
Нимле чару та сук,
Эпӗ телейлӗ чух.
Кӗр, атя, Кримкилте патне,
Е чӗнес-и ӑна хӑйне.
Чупайрек
Ун патне кӗрсе калаҫам,
Ашшӗ пулса ыйтусем парам.
Ҫуркуннехи кайӑксем мар,
Ут кӗтӗвӗ те мар,
Хӑнасем туя каяҫҫӗ,
Ӗҫсе ҫиес те юрлас тесе васкаҫҫӗ.
Пӗрисем утпа,
Теприсем ҫуран ушкӑнпа,
Пӗрисем пӗччен,
Теприсем килйышпех тухнӑ килӗнчен.
Туй вӑл пит хавас уяв,
Туй вӑл ҫӗн тӑванлӑх.
Ҫӗнӗ тӑвансене пурте мухтаҫҫӗ,
Тем тӗрлӗ юрӑсем юрлаҫҫӗ,
Ҫӗнӗ мӑшӑра вӗсем ырлаҫҫӗ,
Пысӑк телей сунаҫҫӗ.
Савӑнӑҫ юрри
Уй-уй тулли сар чечек,
Сар чечексем пуҫтартӑм.
Ял-ял тулли сар пике,
Сар пикепе вылярӑм.
Сар чечеке юратса,
Ҫеҫенхирте ҫӳрерӗм.
Сар пикене юратса,
Тӗнче тӑрӑх ҫӳрерӗм.
Сар чечексем пит нумай,
Чи-чи хитри пӗрре ҫеҫ.
Сар пикесем пит нумай,
Чунтан савни пӗрре ҫеҫ.
Ҫеҫенхирте ҫӳресе,
Тупрӑм савнӑ пӗр чечек.
Тӗнче тӑрӑх ҫӳресе,
Тупрӑм савнӑ сар пике.
Сар чечеке ҫухатмӑп,
Ялан усрӑп пӳлӗмре,
Сар пикене ҫухатмӑп,
Ялан усрӑп чӗрере.
1. Туй пулнӑ ятпа... Мӗн авалтан чӑвашсем туй пулнӑ ятпа пысӑк уяв ирттернӗ. Унта ялан тем тӗрлӗ ӑмӑртакансем пулнӑ.
2. Ҫав вӑхӑтра эккел чупса кӗрет. Эккел — патшана пӑхса-сыхласа тӑракан ҫарҫынни.