Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӗ (МЧЧЧФС)

Ӗмӗре вӗҫле. См. кунҫула вӗҫле.

Ӗмӗрлӗх (ӗмӗрлӗхе) куҫа хуп уснуть навеки, уснуть вечным [последним] сном; син.: ӗмӗрлӗх ыйха пут.
Емӗрлӗх куҫне хупас чухне, Пурнӑҫне суран сӳнтернӗ чух, Ыталанӑ каччӑ ҫӗр питне — Тӑшмана нихҫан та парас ҫук. А. Афанасьев. Сана, аннем, акмалӑх ҫӗр паман. Уссессӗн халӑха ху тӑрантарнӑ. Вара, ӗмӗрлӗхе куҫа хупсан, Каланӑ: пӗтрӗ ӗҫпелех мӑнтарӑн! А. Алка.

Ӗмӗт ҫитет исполняется надежда кого, чья.
Ҫут хӗвел! Ман тухмалла-ши Асамат кӗперӗ витӗр? Чӑн сӑмах-ши вӑл, суя-ши? Чӑн пулсан, ман ӗмӗт ҫиттӗр. А. Алка.

Ӗмӗт тулать мечта сбывается у кого, чья.
Хурах, ан хапсӑн, ӗмӗтӳ тулаймӗ — Салтак алли ку­рок ҫинче ялан. Ю. Семенов. Тӑван хулана таврӑнса, пӳрт туянса, пӗр вырӑнта, тӑвансем ҫывӑхӗнче пурӑнма пуҫланӑранпа унӑн ӗмӗчӗ тулнӑ. В. Паймен.

Ӗмӗт тыт иметь надежду какую.

Лӑпӑр-лапӑр шӗвек пылчӑк! Кун пек чух ҫӗре кӗме Ҫапӗ-ши сехет сасартӑк Ӗмӗт тытнӑ этеме? Я. Ухсай.

Ӗмӗте ҫитер исполнять / исполнить надежду кого, чью.

Йӗри-тавра пӑхса тинкер: тӗнче, шыра, самант та ан тӑр, Ҫитмен ӗмӗтӗме ҫитер. П. Хусанкай.

Ӗмӗте тат [ҫухат] 1. впадать / впасть в отчаяние, те­рять/потерять надежду; 2. ӗмӗте тат лишать / лишить надежды кого.
1. Ӗмӗте татман этем вӑйлӑ, тенӗ ваттисем. Г.Крас­нов. — Йывӑр пирӗн иксӗмӗрӗн хуйхӑмӑр, юлташӑм, — тенӗ, — ҫапах эсӗ ӗмӗте татса ан хуйхӑр. В. Алентей. 2. Литфака кӗрес патнех Ҫитнӗ хӗрӗнне Вӑрсӑ татрӗ ӗмӗтне, шӑнтрӗ чӗрине. П. Хусанкай.

Ӗнсе ҫине ларт сажать / посадить на шею кого, кому, чью
- Шурӑ чехсем тӗнчери капитал хушнипе каллех рабочипе хресчен ӗнси ҫине капиталистсемпе улпутсенӗ лартасшӑн. В. Паймен.

Ӗнсе ҫине пырса [хӑпарса] лар наваливаться / нава­литься на шею кого, кому, чью.
Хуйхӑ вӑл, пӗр ӗнсе ҫине хӑпарса ларсан, час анасшӑн мар ҫав вара. Юхма М.

Ӗнсе ҫине тиен сваливаться [валиться] / свалиться на плечи кого, чьи.
Кируш ӗнси ҫине те килӗнчи пӗтӗм ӗҫ тиеннӗ. А. Талвир. Камӑн ӗнси ҫине тиенет ҫак ӗҫӗн асапӗ чи малтан? К. Турхан.

Ӗнсе ҫине улӑхса [утланса] лар садиться / сесть на шею кому, чью.
Шутла-ха, ҫакӑ вӑл пурнӑҫ тумалли ҫын пулать-и? Курӑн акӑ, санӑн ӗнсӳ ҫине утланса ларать те, эс вара ни унталла, ни кунталла пӑрӑнаймастӑн, таппа лекнӗ кушак кайӑкӗ пек! Л. Агаков. Ту енчи ҫӗршыва тытса тӑрас пулсан, мӑрсасем сирӗн ӗнсе ҫине улӑхса лараҫҫӗ. К. Турхан.

Ӗнсе ҫинче пурӑн сидеть на шее [на горбу, на хребте] у кого, чьей.
Нивушлӗ ҫапла ӗмӗрлӗхех суккӑр, ҫын ӗнси ҫинче тӑранса пурӑнакан ҫын пулса юлӗ-ши вӑл? В. Сатай. Халь эпир ҫемйипех пӗр атте ӗнси ҫинче пурӑнатпӑр вӗт. А. Талвир.

Ӗнсе ҫинчен пӑрах сбрасывать [скидывать, сваливать, спихивать] / сбросить [скинуть, свалить, спихнуть] с плеч кого, с чьих.
Ҫитӗ пире тӗртленме! Пурте пӗрле пухӑнар. Тӗрлӗ харам пырсене ӗнсе ҫинчен пӑрахар! Т. Тимкки.

Ӗнсе хыҫ чесать затылок, чесать в затылке (быть озадаченным).
Старик, пӗр хушӑ нимӗн калама аптраса, ӗнсине кӑтӑр-кӑтӑр хыҫса илчӗ. А. Артемьев. Хӑйсем вӗсем хутран-ситрен ҫеҫ пӗр-икӗ сӑмах калаҫкалаҫҫӗ, унтан пуҫӗсене суллакаласа илеҫҫӗ те ӗнсисене кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫкалаҫҫӗ. М. Белов.

Ӗнсене кӑшла жить за счет кого, чей, син.: ӗнсе ҫинче лар
— Савнӑ тус! — тесе инкек хресчене каланӑ, Пӗтӗм ӗмӗр тӑршшӗпех ӗнсине кӑшланӑ. Я. Ухсай.

Ӗҫ кӑлараймасть не справляется кто с чем.
Кӗрӳшӗ завода ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратас тесе тӑрӑшать пулин те, нимӗн те ӗҫ кӑлараймасть. В. Игнатьев.

Ӗҫ тухмасть дело не выходит.
Пролетариатсӑр нимӗнле ӗҫ те тухмасть сирӗн, ҫакна асра тытӑр. А. Артемьев.

Ӗҫе кӗр 1. См. пурнӑҫа кӗр; 2. поступать / поступить на раббту [на службу].
2. Кушак аҫи кахаллӑн пурӑнса Ҫитет те йӑлӑхса Упа патне ӗҫе кӗме пырать. А. Калкан.

Ӗҫе кӗрт 1. См. пурнӑҫа кӗрт; 2. вводить / ввести в строй что.
2. Поэма социализмла ӗҫ ҫӗнтернин савӑнӑҫӗпе, туса пӗтернӗ завода ӗҫе кӗртсе, малтанхи чугун шӑратса кӑларнине кӑтартнипе вӗҫленет. М. Сироткин.

Ӗҫе пут погружаться / погрузиться в раббту. Тарас Андреевич пуҫӗпех ӗҫе путрӗ — хӑйне ирӗклӗрех, кӑмӑллӑрах туйрӗ. П. Львов. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӗренӳпе тӗпчев ӗҫне хӑлха таранах путса ларнӑччӗ. В. Паймен.

Ӗҫе [хута] яр 1. пускать / пустить в ход что; 2. вво­дить / ввести в строй что; 3. приводить / привести в дви­жение что.
1. Ванюк пӗр нимӗҫӗ ҫине сиксе ларса кинжалне ӗҫе янӑ самантра тепӗр нимӗҫӗ тарма ӗлкӗрет. В. Алакӗр. Николай Михайлович рацие ӗҫе ячӗ те диспетчерпа ҫыхӑнчӗ. Коммунизм ялавӗ. 2. Ҫак кунсенче строительсем ял ӗҫченӗсене тепӗр парне кӳчӗҫ — больницӑри стацио­нар ҫуртне хута ячӗҫ. Коммунизм ялавӗ. 3. Савик хуҫапа ывӑлӗ те, армана пынӑ ҫынсем те атте двигателе ӗҫе ярасса кӗтеҫҫӗ. А. Талвир. Тракторист чарӑннӑ тракторне хута ярасшӑн пулчӗ. В. Ухли.

Ӗҫӗ те пӗттӗр и дело с концом, и делу конец.
[Петӗр:] Люба, мӗн, пӗрлешер те иксӗмӗр — ӗҫӗ те пӗттӗр. Н. Терентьев.

Ӗҫкунӗ ҫап получать / получить много трудодней.
Мӗн чухлӗ ӗҫкунӗ ҫапрӗ. А. Артемьев.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-16 21:37:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4856 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем