Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

75 ҫул халӑхпа (С. Павлов)

«Тӑван Атӑл» журнал тухма тытӑннӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Малтанхи ячӗ - «Трактӑр». Ӑна 1931 ҫулта Чӑваш пролетари писателӗсен ассоциацийӗ «литераттур, критӗк, политтӗк альманахӗ» тесе кӑларма пуҫланӑ. Альманаха, 160 страницӑллӑскере, «Канаш» хаҫат издательстви пичетленӗ.
Журналӑн ум сӑмахӗнче А. Золотов ҫапла ҫырнӑ: "Малтанлӑха вӑл альманах ячӗпе тухать пулин те, малашне икӗ уйӑхра пӗрре тухса тӑракан хулӑн журнал пулмалла - вӑл Раҫҫейри Пролетари Писателӗсен Ассоциацийӗн «Октябрь» евӗрлӗ пулмалла".
Альманахӑн пӗрремӗш номерӗнче В. Краснов-Аслин «Тӑвалла» романӗн пуҫламӑш сыпӑкӗсем, Ехрем Иванӗпе Алакӗр Ваҫлейӗн, Н. Пиктемирпе В. Ахтупай, Наманкан сӑввисем, А. Петоккин «Ҫирӗм иккӗ» поэми, Н. Патманӑн «Воппӑ Ҫинчен» калавӗ, Мӗтри Юманӑн «Колхоз новеллисем» ярӑмне кӗнӗ «ӗҫ уҫҫи», «Йӳкйел упӑтисем», «Ҫилус нӳхрепӗ», «Алӑ хыпанӗ» хайлавсем, С.Ялавинӑн «Савӑт сасси» пьеси, И. Думилинӑн «Самоедсем патӗнче» очеркӗ пичетленнӗ.
1936 ҫулта альманах ятне улаштарнӑ, «Трактӑр» вырӑнне вӑл «Илемлӗ литература» пулса тӑнӑ. Ҫав ҫул тӑватӑ номер тухнӑ - кашни кварталта пӗрер кенеке. Унтан журнал виҫӗ ҫул тухман. Чӑваш литературишӗн ку ҫулсем питӗ йывӑр, ӑна нумай сиен кӳнӗ тапхӑр пулнӑ. Ун чухне ним айӑпсӑррисене репрессиленӗ, пӗр сӑлтаввсӑр тӗрмене хупса лартнисен йышӗнче чӑвашсен паллӑ писателӗсем те сахал мар. Вӗсенчен хӑшӗсем таврӑнаймарӗҫ те. Тен, харӑсах икӗ литература органӗ /«Сунтал», «Илемлӗ литература»/ тытса тӑма писательсен организацийӗн вӑйӗ те юлман...
1940 ҫулта альманаха каллех кӑларма тытӑннӑ. 1936 ҫулти пекех вӑл «Илемлӗ литературӑ» ятпа тухнӑ. 1944 ҫулхи августра вара унӑн ячӗ улшӑннӑ, «Тӑван Атӑл» пулса тӑнӑ.
Журнал аталанӑвӗн кашни тапхӑрӗнче чылай йывӑрлӑха ҫӗнтерме тивнӗ. Акӑ мӗнле аса илет Петӗр Львов: «Мана «Тӑван Атӑл» редакторӗн ӗҫнӗ питӗ паллӑ чӑваш ҫыравҫинчен Леонид Агаковран херӗпӗме илме телей ӳкнӗ. 1965 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пулчӗ ку. Хам ӗнтӗ тахҫанах ҫӑмӑл шухӑшлӑ, ялан та хӑюллӑ йӗкӗтлӗх ӳсӗмӗнчен тухнӑран-ши, ҫан-ҫурӑм сӑр-сӑр ярӑнса, чун ҫӳҫене-ҫӳҫене каять. Вӑйӑ-им, ара, унччен «Ялав» журнал редакцийӗнче тӑхӑр ҫула яхӑн ӗҫре йывӑррипе яваплине чи малтан хӑйсем ҫине илекен шанчӑклӑ пуҫлӑхсен /Г.Ефимов, Г.Орлов редакторсен/ хӳттинче тӑнӑ пулсан, халӗ акӑ хамӑн пуҫлӑх пулмалла, тӗрӗсрех каласан, ҫӑмӑл мар лава тӗпкӗч лаши пулса кӳлӗнмелле, хама шанса хама ӗненмелле. Ку - пӗрре. Иккӗмӗшӗ: Агаковран шикленни те ҫук мар тата. Мӗн калӑн та, вичкӗн тӳрӗ те кӑрарах кӑмӑллӑ ҫынччӗ вӑл. Эпир пӗрне-пӗри чылай ҫывӑххӑн пӗле тӑра пуҫланӑччӗ пулин те /«Мой молодой ҫамрӑк друг» тесе шӳтлеме хапӑлччӗ вӑл манпа/, ӗнтӗ Леонид Яковлевич редактор ӗҫӗнчен хӑй ирӗкӗпе каять пулин те, ӑшӑмран хӑт тартни пурах: мӗнлерех пилпе парса хӑварӗ-ши ку мана редакци портфельне тетӗп. Юнашарах Александр Алкапа Георгий Ефимов пулни кӑна, лӗм-лӗм ӑшӑ аннӑн, чуна лӑплантарать пек...
Леонид Яковлевич редакци сӗтелӗ хушшине лак кӗрсе ларчӗ те редакцилесе хатӗрленӗ, редакцилеме суйласа илнӗ тата вуласа ӗлкӗреймен ал ҫырӑвӗсен папкисене хӑпӑл-хапӑл кӑларса хучӗ сунтӑхсенчен: виҫӗ купа, пӗринчен тепри ҫӳллӗ, уйрӑмах - юлашки. «Тӑнла, мой молодой ҫамрӑк друг, - тесе кӑн-н пӑхрӗ мана куҫран, - сан уну-куну свеши-ха халь, пуҫу та патшасӑрах мар пек: ӗҫле, ҫирӗп ыйт, тиркесе суйла. Тата саманаран ан юл. Тӑхта, калам сана, номерсен пӗтӗмӗшле содержанийӗ, форми ҫинчен нумай шухӑшлама нихӑҫан та вӑхӑт ҫитмен ман, айӑплӑ. Шухӑшла ҫавсем ҫинчен. Вулакансене хисепле: вӗсем сан умра ним айӑпа та кӗмен», - терӗ...
Ҫӗнӗ ал ҫырӑвӗсенчен чи малтанах ман тантӑшӑмсен Ваҫлей Игнатьевӑн «Мӗншӗн, мӗншӗн?» повеҫӗпе Юрий Скворцовӑн «Аделина» повеҫне пичетлесе кӑлартӑмӑр.
Ятлисенчен те, ҫамрӑкраххисенчен те ҫӗнӗ, «хальхилле» хайлавсем тӑтӑшрах килме пуҫларӗҫ. Вӗсене эпир сӗтел сунтӑхӗнче вӑрах вырттармасӑр номерсене лартма тӑрӑшрӑмӑр. Ҫав ҫулсенче «Тӑван Атӑла» пултаруллӑ ҫамрӑк авторсем йышлӑн, хӑюллӑн туртӑна пуҫларӗҫ. Редакци вӗсен пачах та кирлӗ мар темле именчӗклӗхне, ҫыхланчӑклӑхне хӑвӑртах сирсе яма тӑрӑшатчӗ. Ҫапла Юрий Айдаш «Йӗплӗ роза» повӗҫӗпе вулакан умне тӳрех паллӑ ят пулса тӑмалла сулмаклӑн тухрӗ. Зоя Нестеровӑн пӗрремӗш повеҫӗ /«Ылтӑн пӗрчисем»/ «Тӑван Атӑл» страницисенче ҫут кун курчӗ. Нелли Петровскаян «Чыс» повеҫӗ, виҫӗ номерте пичетленчӗ. Умлӑн-хыҫланах тенӗ пек Хветӗр Агиверӗн, Порфирий Афанасьевӑн, Михаил Сениэлӗн, Вениамин Тимаковӑн пирвайхи сӑвӑ ярӑмӗсем пичетленсе пычӗҫ. Халӗ ӗнтӗ ҫав авторсем пысӑк ҫыравҫӑсем, Чӑвашра та, ытти халӑхсен хушшинче те тахҫанах паллӑ ят илнӗ.
«Тӑван Атӑл» редакторӗнче эпӗ пилӗк ҫул ӗҫлерӗм. Унта мӗн ӗмӗтпе пынине, часах мар пулин те, чӑна килтертӗмех: «Тӑван Атӑл» журнал пулса тӑчӗ, уйӑхра пӗрре тухма пуҫларӗ. Ку пысӑк ӗҫ манран пӗчченрен килмен, паллах. Чи малтанах куншӑн халь ҫеҫ каланӑ пултаруллӑ ҫыравҫӑсене тав тӑвас килет: тиража хӑвӑрт ӳстерме вӗсен аван, вулавҫӑсем кӗтсе тӑракан хайлавӗсем сулмаклӑ пулӑшу кӳчӗҫ. Альманахран журнал туса хурас кӑткӑс ӗҫре, редакципе пӗрлех, ятлӑ-сумлӑ ҫыравҫӑсем те /П.Хусанкай, А.Алка, Л.Агаков, Г.Ефимов. М.Шумилов-Уйӑп/ нумай вӑй хучӗҫ. Кӗнеке издательстви директорӗн Ип.Ивановӑн та, парти обкомӗн пай пуҫлӑхӗн ҫумӗн К.Мастеровӑн та сахал мар тимлеме тиврӗ».
Ҫитмӗлмӗш ҫулсенче журналӑн тӗп редакторӗнче Александр Галкин поэт ӗҫленӗ. Унӑн аса илӗвӗ вунӑ ҫул каялла «Тӑван Атӑлта» тухнӑччӗ. Вуласа пӑхар-ха ӑна: «Паянхи пек ас тӑватӑп: утмалмӗш ҫулсем вӗҫӗнче «Тӑван Атӑла» самай лутӑркарӗҫ, идеологи шайне кирлӗ пек тытса пыманшӑн номерсен пичетленнӗ страницисене таттара-таттара ҫӗнӗрен ҫаптарттарчӗҫ. Ку, паллах, ырӑпа вӗҫленмерӗ - редакторӑн журналтан кайма тиврӗ. Ун вырӑнне кӗтмен ҫӗртен мана, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗнче ӗҫлекенскере, сӗнчӗҫ. Вӑл вӑхӑтра «Тӑван Атӑл» хӑй тӗллӗнлӗ тулли праваллӑ журналах марччӗ-ха, пӗтӗмпе тенӗ пекех кӗнеке издательствине пӑхӑнса тӑратчӗ, тиражран килекен тупӑшӗ те издательствӑна каятчӗ, анчах унӑн администрацийӗ редакци пурнӑҫне лайӑхлатма тӑрӑшни сисӗнместчӗ. Журналӑн тата тепӗр «хуҫа» та пурччӗ: Писательсен союзӗччӗ. Ку вара - идеологи «куҫӗччӗ». Мӗн те пулин сиксе тухсан редактор тӳрех икӗ вут хушшине ҫакланатчӗ. Мӗн калӑн, ырри ҫукрахчӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа эпӗ, ун-кун виҫкелесе пӑхнӑ хыҫҫӑн, журнала парти бюджетне куҫарма, штатне ӳстерме ыйтрӑм. Хускатнӑ ыйтӑва татса пама килӗшсен тин унта куҫма пултӑм. 1971 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче Писательсен вуннӑмӗш съезчӗ иртрӗ. Унта мана «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторне ҫирӗплетрӗҫ».
Александр Галкин хыҫҫӑн тӗп редактор лавне Георгий Краснов кӳленнӗ. «Редколлегие ҫӗнетрӗмӗр. Редакцин яваплӑ секретарьне Н.Григорьев критика, поэзи пайӗн редакторне ҫамрӑк та талантлӑ поэта Л.Мартьяновӑна, публицистика пайне ертсе пыма ҫамрӑк публициста Г.Желтухина ҫирӗплетрӗмӗр. Проза пайне В.Игнатьев, критикӑпа биографи пайне А.Малов ертсе пыма тытӑнчӗҫ. Тӗп редактор ҫумӗнче Л.Таллеров ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме пуҫларӗ. Техредактор вырӑнне ҫамрӑк прозаика шанса патӑмӑр», - каласа парать вӑл уяв умӗнхи интервьюра. Хӑй алли витӗр тухнӑ сумлӑ хайлавсене пысӑка хурса хаклать: «А.Емельяновӑн «Хура кӑрӑҫ», «Шӑнкӑрав курӑкӗ» повеҫӗсем, И.Вашкин
«Мускава хӳтӗлесе», Хв.Уярӑн «Чанкӑ ҫыран» романӗсем, В.Игнатьевпа А.Савельевӑн чекистсем ҫинчен ҫырнӑ «Кӑвак хуппи уҫӑлсан» романӗ, Л.Агаковӑн «Чи хакли», А.Афанасьевӑн «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ», И.Лисаевӑн «Тивӗҫ», М.Юхман «Эткер» романӗсем, Хв.Агиверӑн «Сар ачапа сарӑ хӗр», В.Алентейӗн «Сар ҫӳҫеллӗ сарӑ тутӑр», В.Енӗшӗн «Ҫулҫӑ айӗнчи ҫырла», Н.Мартыновӑн «Ыраш шӑркана ларсан», А.Медведевӑн «Сарӑ тулӑ», В.Погильдяковӑн «Курай», В.Ухлин «Хӗрсем пир тӗртеҫҫӗ» повеҫӗсем, ҫамрӑк авторсен калавӗсем тата ытти поэтсен поэмисемпе сӑвӑ ярӑмӗсем пичетленчӗҫ. Асӑннӑ произведенисенчен чылайӑшӗ Чӑваш литература аталанӑвӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнчӗ».
Лаврентий Таллеров, Хветӗр Агивер тӗп редакторсем те журналӑн кун-ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Юлашки ҫулсенче ӑна Герман Желтухин тытса пычӗ.
Чылай нуша-терт витӗр тухма тиврӗ литературӑпа искусство ҫыннисен иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче. Уҫҫӑн сывласа янипе пӗрлех укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен хӗсӗкки ура лартрӗ вӗсене. Ҫӗршывӗпех журналсен тираже чакрӗ. Вулакансем сахалланни хумхантарать паян пурне те. Самана та хаҫат-журнал ӗҫне ҫӗнӗлле йӗркелеме хистет. Ҫавна май «Тӑван Атӑл» 75 ҫул каялла палӑртнӑ пек — 160 страницӑпа — «Октябрь» журнал евӗрлӗ - тухма тытанать. Акӑ еплерех вӑл пурнӑҫ кустӑрми. Ырӑ ҫулпа ҫеҫ кустӑрччӗ малашне.

С.ПАВЛОВ, «Хресчен сасси» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ.
«Хыпар», 2006, ҫӗртме, 20


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-11 23:10:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3438 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем