Шупашкар хула администрацийӗ тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалласа социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проект хута ярасшӑн. Вӑл автор юррисен тематика фестивалӗ.
Юрӑсене кирек мӗнле жанрпа ҫырма юрать. Конкурса пӗр автор та ушкӑн та хутшӑнма пултарать. Ӳсӗм те пӗлтерӗшлӗ мар. Юрӑ вырӑсла е чӑвашла пултӑр, анчах 3,5 минутран ытларах мар. Юрӑ теми – Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗччен жюри чи лайӑххисене суйлӗ. Вӗсем вара «Уҫӑ хула» порталта иртекен сасӑлав хутшӑнаҫҫӗ. Тӗп парне – 30 пин тенкӗ гонорар. Заявкӑсене gcheb_kult@cap.ru электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ.
Юханшывсене шыв шайӗ хӑпарнӑран Ҫӗмӗрле ҫывӑхӗнче Сӑр урлӑ пӑр ҫийӗн каҫмалли каҫҫа ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, хупма йышӑннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ку каҫӑ хӗлле Ҫӗмӗрле районне тата Чулхула облаҫӗнчи Пильна районне ҫыхӑнтарать. Ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен унта понтонлӑ кӗпер ӗҫлет, хӗлле пӑр ҫийӗн каҫмалла. Пӗлтӗр понтонлӑ кӗпер чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ӗҫленӗ.
Понтонлӑ кӗпере ҫанталӑк условийӗсем май парсан, ейӳ пӗтсен, хута ярӗҫ.
Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттарлӑхне халалланӑ ҫулталӑкӑн логотипне, брендбукне суйланӑ. Ку пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.
Конкурса 40 ӗҫ килнӗ. Малтан комисси чи вӑйлӑ 3 ӗҫе суйланӑ, унтан вӗсене Шупашкарти икӗ шкулта вӗренекенсем хакланӑ. Вӗсен шухӑшне шута илсе ҫӗнтерӳҫе суйланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Игорь Леонтьевич Андреевӑн ӗҫӗ чи лайӑххи пулса тухнӑ. Вӑл – ӳнерҫӗ, мадельер, Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Автора 400 пин тенкӗ парӗҫ. Тата логотипӑн правине пӗтерме тепӗр 100 пин тенкӗ хушӗҫ.
Шупашкарти 52-мӗш ача пахчинчи воспитательсем «Сар хӳтӗлев чикки» темӑпа ачасем валли вылямалли лапам хатӗрленӗ. Ӑна «Юр лабиринчӗсем» ят панӑ.
Унта ачасем лабиринт урлӑ сикме, мечӗксем пеме, чупма, выляма пултараҫҫӗ. Ҫапла майпа воспитательсем ачасене историпе те паллаштарма пултараҫҫӗ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑрсене халалланӑ.
Ҫӗмӗрле районне кайсан Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ ҫынсене халалланӑ стеллӑна курма пулать. Ӑна кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Палӑртмалла: республикӑра кунашкал стеллӑсем татах пулӗҫ. Чи пысӑк комплекса Куславкка районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, вырнаҫтарӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче, Етерне районӗнчи Ильина Гора ялӗнче палӑксем лартма палӑртнӑ.
Аса илтерер: Чаваш Енре 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑр ҫынсене халалланӑ.
Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавтарни — ӑссӑрла ӗҫ!!! Шартлама сивӗре шӑннӑ ҫӗре кӗреҫесемпе чавтарни — чӗр мӑшкӑл!
Тата пӗртте кирлӗ пулман ку ирсӗр хӑтлану! И.В. Сталин вырӑс чӗлхине пӗлмен мӑкшӑ, ҫармӑс, чӑваш, тутар халӑхӗсем нимӗҫсене майлӑ пулса тӑрасран хӑраса ӳкнипеле ҫыхӑннӑ ку малтанах палӑртнӑ сӗмсӗр тӗллев! Нушалантармалла ку халӑхсене, вара вӗсем Совет Союзӗ майлӑ пулмаллине ӑнланӗҫ тенӗ, ӗнтӗ!
Сӑмах май, 1944 ҫулта ингуш, чечен, карачай тата балкар халӑхӗсене Казахстана тӑвӑр вагонсемпе хӑваласа янине те аса илер-ха. Вӗсем, ҫак халӑхсем, Иосиф Сталин шухӑшӗпе нимӗҫсене майлӑ пулма пултарнӑ. 1957 ҫулта ҫеҫ, Никита Хрущев саманинче, вӑл халӑхсем каялла Кавказа таврӑнма пултарчӗҫ.
Тимофеев В. Н.
Редакцирен. Ватӑ ҫынсене чӑн та ҫӗнӗ технологисене хӑнӑхма йывӑртарах, анчах вӗсем алӑ усмаҫҫӗ, тӗрлӗ май тупса пирӗн пата хӑйсен шухӑшне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Владимир Николаевич пӗр пайне СМС-па ярса пачӗ. Тепӗрне телефонпа каласа пани тӑрӑх ҫырма тиврӗ. Хӑй Тимофеев, пулница выртнӑ — Чӗмпӗрти ҫар хоспитале, ҫавна май ку статьяна тӗплӗрех якатма май пулмарӗ.
Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енре медаль ҫирӗплетме палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл патшалӑх наградисен йышне кӗмӗ, хавхалантармалли ҫеҫ пулӗ.
Халӗ пирӗн республикӑра астӑвӑм медалӗн эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс иртет.
Комисси ларӑва пухӑнса ӗҫсене хакланӑ-ха, анчах юрӑхлине тупайман. Ҫавна май конкурса документсене малалла йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑратма пулать. Кун пирки ЧР Элтепер Администрацийӗн патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗнче пӗлтернӗ.
Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен строительствине халалланӑ пӗрлехи информаци ресурсӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫлесе кайӗ. Аса илтерер: ЧР Элтеперӗ Олег Николаев 2021 ҫула шӑпах ҫак хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халаллама йышӑннӑ.
Сайта йӗркелесе пыракана конкурс ирттерсе палӑртӗҫ. Саккас параканӗ – ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви.
Ҫӗнӗ проект ҫак хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне асра тытма пулӑшӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 10 пайран тӑрӗ. Пӗри медиацентр пулӗ. Унта галерейӑна, хыпарсене, тӗп мероприятисем пирки информаци вырнаҫтарӗҫ. Сайта кӗрекенсен те сӑнӳкерчӗксем, видео вырнаҫтарма май пулӗ. Хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсем уйрӑм пайра пулӗҫ.
Сайтра истори факчӗсемпе, архив докуменчӗсемпе паллашма май пулӗ.
ЧР Культура министерстви Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсене халалласа фильм ӳкермешкӗн 1,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хальлӗхе ӑна «Сӑр тата Хусан чиккисем: халӑх паттӑрлӑхӗ» ят панӑ.
Фильм 25 минута тӑсӑлмалла. Ҫавӑн пекех акӑлчанла титр пулмалла. Фильма историе тӗпе хурса ӳкерӗҫ. Картинӑра экспертсем, окоп чавакансем пулмалла. Кунсӑр пуҫне кино ӳкерекенсем квадрокоптерпа усӑ курмалла, «таймлапс», «слоумо» пулмалла.
Подрядчике суйламалли конкурс раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртет. Ҫӗнтерӳҫӗн ҫитес ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли фильм ӳкермелле, прокат удостоверенине илмелле.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирхине икӗ пулӑҫ Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхне Сӑр юханшывне пулӑ тытма кайнӑ. Анчах хайхискерсем каялла таврӑнман, вӗсене шырама пуҫланӑ. Киммине тепӗр ирхине тупнӑ, вӑл ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ирхине Улатӑр районӗнче юханшывра арҫын виллине тупнӑ. Вӑл – ҫав пулӑҫсенчен пӗри.
Вилене тӳрех судмедэкспертизӑна панӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр ҫук. Арҫын тумпа пулнӑ, докуменчӗсене те ҫумрах тупнӑ.
Тепӗр пулӑҫа халӗ те шыраҫҫӗ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |