Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Григорий Пыхтеев художник леш тӗнчене ӑсаннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Художниксен союзӗ паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Григорий Анатольевич 1949 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Узбекистанри Фергана хулинче ҫуралнӑ. Шупашкарта 1952 ҫултанпа пурӑнать. 1978 ҫулта вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1980 ҫултанпа регион тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ курава тӑтӑшах хутшӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсем хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршывсенчи уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче упранаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянтанпа — ҫӗнӗ пресс-секретарь. Хушӑва республика ертӳҫи хӑй алӑ пуснӑ.
Пресс-секретарь пулма Борис Краснова ҫирӗплетнӗ. Вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тата Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗреннӗ.
Маларах вӑл Росреестр ертӳҫин пулӑшуҫинче, Ингушети пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи-канашҫинче, «Опора России» (чӑв. Раҫҫей тӗрекӗ) президент организацийӗнче пресс-секретарьте ӗҫленӗ. Борис Краснов РФ Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службине те ертсы пынӑ, «Химпромра» та, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче те тӑрӑшнӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хормейстерӗ Любовь Казанцева юбилейне паллӑ тӑвать. Кун пирки культура учрежденийӗ Фейсбукра та, хӑйӗн сайтӗнче те хыпарланӑ. Анчах миҫе ҫул тултарнине ниҫта та, ҫав шутра сайтра Любовь Казанцева биографийӗпе паллаштаракан ярӑмра та кӑтартман. Мӗн тӑвӑн, ҫула пурте пӗлтересшӗн мар-тӑр.
Любовь Петровна вунӑ ҫул ытла театрти мӗнпур оперӑна, опереттӑна, музыка юмахне лартма хутшӑнать. Вӗсем ӑнӑҫлӑ пулса тухасси хормейстер ӑсталӑхӗнчен пултарулӑхӗнчен, сценӑна чунтан парӑннинчен нумай килет.
Любовь Казанцева Ф.П. Павлов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи дирижерпа хор уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1993 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ мухтавлӑ Иван Яковлев ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе кӑҫал 150 ҫул, «Чӑваш халӑхне» халала ҫырнӑранпа 100 ҫул ҫитет.
Ҫак пулӑмсене асра тытса халалласа регионсен шайӗнчи «Ҫӗнӗ хум» литература конкурсӗ иртӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата Чӑваш Енри шкулсенче 7–11-мӗш класенче, колледжсемпе техникумсенче, аслӑ шкулсенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурс нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланнӑ, вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ.
Конкурса йӗркелекенсем хушшинче — Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата ыттисем.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Анатолий Данилов художникӑн «Зов земли родной» (чӑв. Тӑван ҫӗр йыхравӗ) куравӗ уҫӑлӗ.
Анатолий Васильевич — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, ЧППУн профессорӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни.
Ҫак тарана ҫитсе Анатолий Данилов пилӗк теҫеткене яхӑн курав йӗркеленӗ. Вӗсене хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенче те уҫнӑ. Паянхи курав шучӗпе шӑп та лӑп аллӑмӗш пулӗ. Унта художник тӑван тӑрӑхне, Хӗрлӗ Чутай районне, сӑнланӑ ӳкерчӗксем пулӗҫ. Вӗсене пейзаж тата натюрморт жанрӗпе ӳкернӗ.
«Чӑваш Республикинчи чи лайӑх ҫамрӑк ученӑй» тата «Ҫулталӑк аспиранчӗ – 2020» республика конкурсӗсене пӗтӗмлетнӗ.
Естествӑлла наукӑсен енӗпе ҫулталӑкри аспирант ятне Чӑваш патшалӑх аграри университетнчи Татьяна Иванова тивӗҫнӗ, гуманитари енӗпе — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи Наталья Ярабаева.
Естествӑлла наукӑсен енӗпе ҫулталӑкри чи лайӑх ҫамрӑк ученӑй — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Михаил Беликов; техника науки енӗпе — ЧПУн прикладной механикӑпа графика кафедрин заведующийӗ Сергей Васильев; социогуманитари наукисен енӗпе — ЧПУн публика правин кафедрин аслӑ преподавателӗ Гульназ Гайнетдинова: ветеринари науки енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн морфологи, акушерство тата терапи кафедрин доценчӗ Дмитрий Никитин; чи лайӑх ҫамрӑк ученай-тӗпчевҫӗ — Владимир Дементьев, «Химпром» предприятин технологи пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ; чи лайӑх ҫамрӑк ученӑй-практик — Дмитрий Михайлов, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн конструктор бюровн пуҫлӑхӗ.
ЧПУра «Физикӑпа астронми» енӗпе вӗренекен Дарья Ануфриевӑна хӑйӗнпе паллаштаракан чи лайӑх хӑтлав хатӗрленӗшӗн палӑртса та хӑварнӑ.
Пурӑннӑ пулсан Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Акробатика енӗпе СССР спорт мастерӗ Виктор Немцев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитетчӗ.
Вӑл 1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ художника асра тытнине палӑртса курав йӗркеленӗ. Унта ӑстан 100 ытла ӗҫӗ вырӑн тупнӑ.
Виктор Немцев Шупашкарти ӳнер училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн художествӑпа графика факультетӗнче вӗреннӗ. Пейзажа, портрет тата натюрморт ӑсти пулнӑ. Художник 2018 чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.
Паян Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Зиновий Сергеевпа сывпуллашнӑ. Вӑл 85 ҫула кайнӑ.
Зиновий Михайлович 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, кайран Ленинградри партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи ентешлӗх ертӳҫи Антонина Краснова пӗлтернӗ тӑрӑх, Зиновий Сергеев тӗрлӗ ҫулсенче ВЛКСМ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, Йӗпреҫ ӗҫтӑвкомӗн секретарӗ, КПСС райкомӗн аппаратӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти культура, вӗренӳ, физкультурӑпа спортшӑн яваплӑ вырӑнта, Шупашкарти хула комитетӗнче ӗҫленӗ.
Чӑваш студенчӗсем Казахстанри курава хутшӑннӑ. «Art-yurta» пӗтӗм тӗнчери онлайн курав-конкурса Атюбинскри К. Жубанов ячӗллӗ университетӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ.
Курава Казахстанри, Туркменистанри, Венгрири тата Раҫҫейри аслӑ шкулсенчи 200 ытла студент хутшӑннӑ. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн технологипе экономика факультечӗн ҫамрӑксем те куравра палӑрнӑ. II степеньлӗ диплома Мария Семенова тата Дарья Михеева тивӗҫнӗ, конкурса хутшӑнни ҫинчен калакан дипломпа Рената Яруллинӑна хавхалантарнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн художник-постановщикӗ Светлана Иванова-Зверева 60 ҫул тултарнӑ.
Светлана Геннадьевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен 1985 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1994-2013 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче художник-бутафорта тӑрӑшнӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художник-постановщик пулса вырнаҫнӑ.
Светлана Геннадьевна сценографисем, тумтирсен эскизӗсене хатӗрлет. Юбиляра ыран, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль вӑхӑтӗнче саламлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.09.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Голубева Вера Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫат хальхи ята йышӑннӑ. Маларах — «Октябрь ҫулӗ» ятпа тухнӑ пулнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |