Шупашкар хулин Ленин районӗнче Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунне халалласа хӑйне евӗр акци йӗркеленӗ. «Ырӑ кӑмӑл тата хисепе — киле» ят панӑскере волонтерсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пахча ҫимӗҫ туянакан ватӑсене ҫав тавара киле йӑтса ҫитерме пулӑшӗҫ. Акцие асӑннӑ районӑн Ҫамрӑксен правительстви йӗркеленӗ.
Ыр кӑмӑллӑх ӗҫне авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнчех пуҫарнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Аслӑ, вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан шкулсенче вӗренекен ҫамрӑксем кашни канмалли кунах ирхи тӑхӑр сехетрен пуҫласа тӗп хуламӑрти «Николаевский» суту-илӳ комплексӗнче пулӗҫ. Унта хальхи вӑхӑтра «Кӗр парни — 2013» ял хуҫалӑх ярмӑркки иртет. Пулӑшу кирлӗ пулсан ҫамрӑксем ватӑсене пахча ҫимӗҫе киле илсе пырса парӗҫ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче «Икӗ ҫӑлтӑр: ветеран+мӑнук» конкурса пысӑк гала-концертпа вӗҫленӗ.
Ӑна ирттерес шухӑша ветерансем хӑйсем палӑртнӑ-мӗн. Шупашкар хула пуҫлӑхӗпе администрацийӗ, республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви тата маларах асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ ватӑсен сӗнӗвне ырланӑ.
Конкурс хутшӑннисенчен чи ҫамрӑкки 4-5 ҫулсенчи Анастасия, Дионис тата Евгений пулнӑ. Конкурса хутшӑннисене кашнинех парнепе хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (27)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |