Ҫӗнӗ Шупашкарта рабочи аманнӑ.
Пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 15 сехет те 10 минутра «Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ сеть» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗнче пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, слесарь юр тасатма кансӗрлекен бетон блока куҫарма тӑнӑ. Блок арҫыннӑн ури ҫине ӳкнӗ. Шар курнине ӗҫтешӗсем пирвайхи пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Рабочие пульницӑна ӑсатнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинчен инҫех мар вырӑнта «Ларгус» автомобиль инкеке лекнӗ.
Ҫул ҫинчи авари паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 9 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ.
«Шупашкар-Сурски» ҫулпа пыракан водитель Ҫӗмӗрлерен Пӑрачкав енне пӑрӑннӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх,
«Шеви-Нива» водителӗ руле тытса ӗлкӗрейменрен хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайса «Ларгус» машина айккине пырса ҫапӑннӑ.
«Ларгусри» 45 ҫулти пассажир вилнӗ. Ҫӑмӑл машинӑсен водителӗсем аманнӑ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Шупашкар—Сурски» автоҫул ҫинче, Пӑрачкав ҫывӑхӗнче, автобус ҫаврӑнса ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Автобусра ларса пынӑ ҫынсенчен 27-шне (вӗсем Чулхуларан) облаҫри клиника пульницине илсе кайнӑ Унсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫын хӑй тӗллӗн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Аманнӑ тепӗр 24 ҫын килте сипленет.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 29 ҫын аманнӑ, ҫав шутран 13 ҫын йывӑр аманнӑ, 14-ӑн — ҫӑмӑл. 2 ҫын, Чӑваш халӑх сайчӗ ун пирки хыпарланӑччӗ ӗнтӗ, вилмеллех аманнӑ.
Автобус рулӗ умӗнче пулнӑ 61 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер Етӗрне тӑрӑхӗнче темиҫе машина ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Миҫе ҫын аманнине уҫӑмлӑн хыпарлайманччӗ.
Аса илтерер: малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ВАЗ-2111» автомобиле тытса пыракан 64 ҫулти водитель хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайса юр тасатмалли «КамАЗ» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Пысӑк машина рульне тытса пынӑ 31 ҫулти арҫын инкек вӑхӑтӗнче «Renault Megane» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре «ВАЗ-2111» автомобильте ларса пынӑ 69 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ, ҫӑмӑл машинӑсенчи 7-13 ҫулсенчи 4 ача аманнӑ.
Чӑваш Енри суд Удмурт Республикинчи водителе суд тунӑ.
28 ҫулти арҫын кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пирӗн республикӑра инкеке лекнӗ. «М-7» ҫулпа пынӑ чухне Куславкка муниципаллӑ округне ҫитсен, вӑл ҫул айккине тухса кайса тимӗр карта ҫине пырса ҫапӑннӑ.
«Лада Гранта» машинӑа водительсӗр пуҫне унӑн тӑватӑ пӗр тӑванӗ: пиччӗшӗ (тен, шӑллӗ пулӗ. Вырӑсла хыпарта брат тенӗ) тата виҫӗ йӑмӑкӗ-аппӑшӗ (вырӑсла хыпарта сестра тенӗ) пулнӑ. Водитель тата икӗ тӑванӗ (хӗрарӑмсем) аманнӑ.
Инкеке лекнӗ водителе хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн юлашки ик ҫулта 50 хутчен явап тыттарнӑ иккен. Инкек пулнӑ кунхине вӑл руль умӗнче 8 сехет пулнӑ.
Куславкка районӗнчи суда арҫынна тӗрмене хупса хумасӑр 9 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
РАШ | 19 |
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, «Атӑл» автомобиль ҫулӗ ҫинчи инкекре виҫҫӗн аманнӑ.
Ирхи 4 сехет те 30 минутра пулса иртнӗ инкекре «Киа Рио» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «КамАЗ» фурӑпа ҫапӑннӑ.
Иномарка рулӗ умӗнчи 57 ҫулти водителе больницӑна илсе кайнӑ, ҫывӑх вӑхӑтра вӑл унта сыватӗҫ. Машинӑри икӗ пассажир килте сипленӗҫ.
РАШ | 08 |
Паян Шупашкарти Максим Горький проспектӗнче 1-мӗш ҫурт патӗнче пӗр хӗрарӑм аманнӑ. Вӑл ҫуран ҫӳрекенсене ҫул урлӑ каҫма пӑхса хӑварнӑ вырӑнпа каҫнӑ чухне ун ҫине машина пырса кӗнӗ.
«Hyundai Solaris» рулӗ умӗнче 53 арҫын пулнӑ. 57 ҫулти хӗрарӑма пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне Шупашкар хулинчи патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем палӑртаҫҫӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта маршрут автобусӗ инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Сӗнтӗрвӑрри шосси урамри 25-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ.
«КамАЗ» автомбиль умра пыракан «Форд Транзит» микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Пассажирсене турттаракан транспорт «Йошкар Ола-Шупашкар» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ. Микроавтобус унтан «Хавейл» машина ҫине пырса кӗнӗ.
Инкек вӑхӑтӗнче микроавтобусра 4 пассажир пулнӑ. Вӗсенчен пӗрне, Киров облаҫӗнче пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑма, пульницӑна илсе кайнӑ, ӑна унта тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн килне янӑ.
Ҫул-йӗр ҫинче пулса иртекен инкексемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва кӑҫалхи 10 уйӑхпа тишкернӗ те, вӑл кӑткӑссине палӑртнӑ. Паян ҫак ыйтӑва Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Инкексен шучӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 12,1 процент, аманнисен шучӗ 11,1 процент чакнӑ пулин те вилекенсен йышӗ нумайланнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ Владмир Романов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫинчи инкексен тӗп сӑлтавӗсен шутӗнче машинӑсем хӑвӑртлӑха ӳстернипе, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнипе, пӗр машинӑран тепри иртсе кайнӑ чух йӗркене пӑхӑнманнипе, ҫул хӗресленнӗ тата ҫуран каҫмалли вырӑнсенче асӑрханманнипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енре ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха сӑнаса тӑракан камерӑсем йышлӑ, апла пулин те ҫын вилмеллех пулса иртекен аварисем пулаҫҫӗ. Ҫавна май республика Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн тӗп хулин тата Ҫӗнӗ Шупашкарӑн тӳрешарине фотовидеофиксаци камерисемпе тухӑҫлӑ усӑ курмастӑр тесе хурланӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫӗнӗрен 83 комплекс вырнаҫтарнӑ. Вӗсем — инкек уйрӑмах пулса иртекен вырӑнсенче. Статистикӑна ӗненсен, асӑннӑ хатӗрсем пур ҫӗрте инкексем сахалтарах пулса иртеҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑара 282 стационар комплексӗ ӗҫленӗ, ҫав шутран 32-шӗ — куҫса ҫӳрекеннисем, 4-шӗ — мобильлӗ.
Камерӑсен шучӗ нумайланнӑ пулин те кӑҫалхи 10 уйӑхра ҫул ҫинчи инкексенче вилнисен шучӗ пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен чӗрӗк чухлӗ ӳснӗ, 29-тан 36-а ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑрах инкексен шучӗ 12,1 процент чакнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |