Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм суд приставӗсенчен утарта пытаннӑ. Унта вӑл пӗрле пурӑнакан арҫын патӗнче пулнӑ. 1975 ҫулта ҫуралнӑскер ҫул ҫитмен ачи умӗнче 350 пин тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Вӑрнар районӗнчи суд ӑнман амӑшне ҫур ҫул ӗҫлеметтерме йышӑннӑ. Хӗрарӑм икӗ кун ӗҫленӗ те ҫухалнӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин управленийӗн ӗҫченӗсем суда айӑплав мелне ылмаштарма ыйтса хутпа тухнӑ. Черетлӗ ларӑва хӗрарӑм пыман, йышӑнӑва куҫӑн мар мелпе кӑларнӑ.
Хӗрарӑм Вӑрнар районӗнчи Оттикӑвӑ ялӗнчен 15 ухрӑмра вырнаҫнӑ утарта пытанса пурӑннӑ. Унта машина ҫитме май ҫукран шанчӑклӑ вырӑн тесе шухӑшланӑ-тӑр. Анчах приставсем шыраса тупса пӗр кунхине ирех пырса кӗнӗ. Хӗрарӑма 1 уйӑх та 13 кунлӑха колони-поселение ӑсатнӑ.
Калуга облаҫӗнчи арҫын алимент тӳлеменшӗн Улатӑрти 8-мӗш колони-поселенире ларнӑ. Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл ирӗке тухнӑ. Ирӗке тухсанах арҫын алимент тӳлеменшӗн каллех тытса ан чарччӑр тесе тӑван тӑрӑхне тухса кайма палӑртнӑ. Анчах колони алӑкӗнчен тухса тӑнӑ ҫеҫ – каллех йӗрке хуралҫисен аллине лекнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗн суд приставӗсем ун тӗлӗшпе ӗҫ производстви пуҫарнӑ. Арҫын 18 ҫул тултарман икӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм 630 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Ӑна куншӑн административлӑ тата уголовлӑ майпа явап тыттарсан та тӳрӗ ҫул ҫине тӑман. Парӑм вара пухӑннӑ та пухӑннӑ.
Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Смоленскра ҫуралнӑ Денис Борисов. Маларах ҫак тивӗҫе вӑл вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑччӗ, халӗ тилхепене ӑна шанса пама йышӑннӑ.
Денис Борисов суд приставӗсен тытӑмӗнче 2002 ҫултанпа ӗҫлет. Маларах вӑл Мускавра тӑрӑшнӑ, суд приставӗсен Савелов районӗнчи пайӗнче аслӑ пристав пулнӑ.
Денис Борисова «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе чысланӑ тата «ПМ-9-мм» пистолет парса хавхалантарнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Этнескер ялӗнчи ҫӑла вӑхӑтлӑх хупнӑ. Ҫакна район сучӗ йышӑннипе тунӑ. Унти шыв пахалӑхӗ тивӗҫтермест-мӗн.
Тӗрӗслев ирттернӗ чухне санитари нормисене пӑхӑнманни палӑрнӑ. Суд йышӑнӑвне приставсем килсе администраци специалисчӗсен умӗнче пурнӑҫланӑ – ҫӑла хупса хунӑ.
Яла шывпа тивӗҫтернӗ чухне ял тӑрӑхӗн адиминистрацийӗ санитари нормисене пӑснӑ-мӗн. Ҫакна лаборатори тӗпчевӗ ҫирӗплетнӗ. Шыв ҫынсен сывлӑхӗшӗн тата пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарнӑ. Халӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ҫитменлӗхсене пӗтерес тӗлӗшпе ӗҫлет.
Паян Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Денис Борисовпа паллаштарнӑ. Ӑна хальлӗхе тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑ-ха.
Республикӑн Правительствин ҫуртӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗне Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков йышӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫынпа Федерацин суд приставӗсен службин директорӗн ҫумӗ — ҫӗршывӑн тӗп суд приставӗн ҫумӗ Денис Фирстов паллаштарнӑ.
Денис Борисов — шалти службӑн аслӑ лейтенанчӗ. Ку тытӑмра вӑл 2002 ҫултанпа ӗҫлет.
Михаил Ноздряков Дениса Борисова чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ.
Улатӑрта пурӑнакан 37 ҫулти арҫыннӑн алимент парӑмӗ 300 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Вӑл ачисемшӗн темиҫе ҫул укҫа куҫарса паман.
Приставсем ӑна киле шырама пынӑ. Амӑшӗ влаҫ ҫыннисене кӗртес мар тесе алӑка кӗлеткине хупланӑ, кӑшкӑрашнӑ. Анчах суд приставӗсем пӗрех ӑна ӳкӗте кӗртме пултарнӑ. Ун тӗлӗшпе адмпротокол ҫырнӑ.
Приставсем пӳрте кӗрсен хӗрарӑм вӗсем хыҫҫӑнах утнӑ, ывӑлӗ килте пурӑнманнине, хӑш чух ҫеҫ килсе курӑннине каланӑ. Суд приставне вара палас хӗрри тирпейсӗр хуҫланчӑк пулни сисчӗвлентернӗ. Вӗсем тӗп сакайне пытаннӑ арҫынна 10 минутра унтан кӑларнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна влаҫ ҫыннине хирӗҫ тӑнӑшӑн суд тунӑ. Вӑл приставӑн аллине машина кантӑкӗпе хӗстернӗ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче суд приставӗсемпе ҪҪХПИ ӗҫченӗсем рейд ирттернӗ. Хулари пӗр картишре приставсем парӑмҫӑн машинине асӑрханӑ, хуҫи шалтах ларнӑ. Пристав уҫӑ кантӑкран ӑна удостоверени кӑтартнӑ.
Водитель унӑн аллине кантӑкпа хӗстернӗ, ҫапла ӑна ҫур сехете яхӑн тытса тӑнӑ. Арҫынна суд тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Шупашкарта ку пӑтӑрмах виҫӗмкун, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. 30 ҫулти вӑйпитти миравай судьясен Калинин районӗнчи 7-мӗш номерлӗ участокӗн чӳречине кӗленчепе пенӗ. Ҫакна асӑрхасан суд приставӗ арҫынна асӑрхаттарма тӑнӑ, вӑл ӑна пуҫтахланма юраманни пирки асӑрхаттарнӑ.
Ҫамрӑк арҫын хӑй айӑпне йышӑнас вырӑнне тавлашма тытӑннӑ. Вӑл хӑйӗн ҫумӗнче ҫӗҫӗ пуррипе курнӑҫланнӑ, суд приставне унпа хӑратма хӑтланнӑ. Апла пулин те пакунли шикленсе ӳкмен, пуҫтаха тытса чарнӑ.
Суд приставӗпе чӗрре кӗнӗ арҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртӗҫ, тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗ тӗп суд приставӗсӗр юлнӑ. Нумайлӑха мар паллах. Ҫветтуй вырӑн пушӑ пулмасть теҫҫӗ мар-и?
Тутарстанра республикӑн ҫӗнӗ тӗп суд приставӗпе паллаштарнӑ. Кун пирки «Rt-online» хыпарланӑ. Асӑннӑ республикӑри ҫав должноҫе 41 ҫулти Анвар Закиров, Тутарстан ҫынни, йышӑннӑ. Унччен вӑл 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе пирӗн республикӑра ӗҫленӗ.
Тутарстанӑн тӗп суд приставӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫынпа регион пуҫлӑхӗ Рустам Минниханов Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен ӗнерхи планеркӑра паллаштарнӑ. Закиров 2018 ҫулта Федерацин суд приставӗсен службин Тутарстанри управленийӗнче пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, кайран вӑл пирӗн республикӑна куҫнӑ.
Хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи, 44 ҫулти арҫын, кредит организацийӗсен умӗнче 8 миллион тенке яхӑн парӑма кӗнӗ. Хайхискер парӑма татайман.
Приставсем ҫак арҫыннӑн харпӑрлӑхӗнче 1,5 гектар ҫӗр пуррине палӑртнӑ. Вӑл Йӗпреҫ районӗнче вырнаҫнӑ. Парӑм пулнӑран хресчен фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫак ҫӗр лаптӑкне туртса илме пултараҫҫӗ.
РФ Граждан кодексӗн 278-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, приставсем ҫӗре туртса илмеллине палӑртнӑ заявление Шупашкарти Мускав районӗн судне ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.09.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |