__Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче|Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче__ нумай пулмасть __Яков Ухсай__ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗр поэчӗ: Ухсай Яккӑвӗн пултарулӑхӗнчи хресчен тата ҫӗр шӑпи» регионсен пӗрлехи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗччӗ. Ун тӗлне шкулсенче ятарласа ӳнер ӑмӑртӑвӗсем те ирттернӗччӗ. Ачасем ӑсталанӑ ӳкерчӗксене институтӑн курав залӗнче курма пулатчӗ — вӗсенче ҫамрӑк ӳнерҫӗсем Яков Ухсай пултарулӑхне епле курни, хӑйне евӗрлӗ сӑнарласа кӑтартни сисӗнетчӗ. Кӑранташ, тушь, гуашь, акварель сӑрӑ, киҫтӗк — вӗсемпе пӗлсе усӑ курсан чӑн та куҫа илӗртӳллӗ ӳкерчӗксем ӑсталама пулать.
Курав нумай вӑхӑт институтра вырнаҫнӑ хыҫҫӑн районсем тӑрӑх ҫулҫӳреве тухрӗ. Ӳкерчӗксемпе ҫапла май чылай ача-пӑча, ашшӗ-амӑшӗ паллашма пултарӗ.
Хӑш-пӗр ӳкерчӗксен илемлӗхне эсир тӗнче тетелӗнче те курма пултаратӑр — сире валли ятарласа институтра тунӑ сӑнӳкерчӗксене __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/133621/|**кунта**__ вырнаҫтарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Рябчиков Владимир Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машин тӑваканӗ ҫуралнӑ | ||
| Мустаев Олег Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |