Нумай пулмасть «~~Proceedings of the National Academy of Sciences~~» журналта тӗпчевҫӗсен кӑсӑклӑ статьи пичетленсе тухнӑ. Ӑсчахсем шыраса тупнӑ тӑрӑх чӗрӗ организмсем ураланма пуҫлани шывран тухичченех аталаннӑ иккен.
Тӗпчевре Африкӑри иккӗлле сывлакан протоптӗрсемпе (Protopterus annectens) усӑ курнӑ. Ӑсчахсем ҫитӗнсе ҫитнӗ пулла аквариума вырнаҫтарса ун хыҫҫӑн пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫлекен камерӑпа сӑнанӑ. Ҫапла май чӗрӗ чунӑн куҫӑм биомеханикине палӑртма май килнӗ.
Ӑсчахсем унчченех ҫак пулӑсен ҫунатти ишме ҫителӗксӗр пулнине асарханӑ (вӗсем ҫӗлен пулӑ евӗр пӗтӗм кӗлеткине усӑ кураҫҫӗ). Ку тӗпчев вара ҫӗннине чылай уҫса панӑ. Протоптӗр, иккен, ҫунаттисемпе шыв тӗпӗнчен тапса хӑпарма усӑ курать. Ӑсчахсем икӗ тӗслӗ куҫӑм асӑрханӑ — «утӑм» (ҫунаттисемпе черетлӗ хускатнӑ чухне) тата «сикни» (пылӑ йӗкӗр ҫунаттисемпе харӑс тапса хӑпарнӑ чухне).
Ку тӗпчевсем чӗрӗ чунсен куҫӑм механики аталавӗ пирки ҫирӗпленнӗ шухӑша ҫӗнӗлле пӑхма хистеҫҫӗ. Ӑсчахсен шухӑшӗпе ку куҫӑмпа девон тапхӑрӗнче (416-360 миллион ҫул авал) авалхи пулӑсем те усӑ курма пултарнӑ. Хальччен асӑрханӑ чулланнӑ йӗрсене ҫапла май ҫӗр тӑрӑх утакан чӗрчунсем мар, пулӑсем те хӑварма пултарнӑ — кӑна ӑсчахсем шута илме сӗнеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Рябчиков Владимир Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машин тӑваканӗ ҫуралнӑ | ||
| Мустаев Олег Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |