Раҫҫейре пӑртан тунӑ ҫулталӑкӗпех ӗҫлекен хӑна ҫурчӗ ӑсталама пуҫланӑ. Унта пурӗ те темиҫе пӳлӗм ҫеҫ пулӗ. Хӑна ҫурчӗ Якутскран инҫе мар вырнаҫнӑ «Ӗмӗрхи шӑн тӗнчи» (выр. ~~Царство вечной мерзлоты~~) комплексра пулӗ, ӑна икӗ ҫултан хута яма палӑртаҫҫӗ.
Хӑна ҫуртӗнчи сӗтел-пукан пӑртан пулӗ, вырӑнсем ҫинче пӑлан тирӗсем пулӗҫ. Пӳлӗмсенче минуслӑ температура тытса тӑрӗҫ.
«Ӗмӗрхи шӑн тӗнчи» комплекс Вилюй ҫулӗнчен 5 ҫухрӑмра пысӑк пӑрлӑх ӑшӗнче вырнаҫнӑ. Пӑртан касакан ӑстасем ӑна илемлетсе хӑт кӗртнӗ. Комплексра темиҫе зал пур: тронлӑ пӳлӗм, чыслав залӗ, палеонтологин пӗчӗк музейӗ, пӑрлӑ офис, бар. Тӑвайкки те пур. Хӗллехи 50 грабуслӑ сивӗре кунти температура -10 градусран чакмасть, ҫулла вара -4 градусран хӑпармасть.
Пӑртан тунӑ хӑна ҫурчӗсене вӑхӑтлӑха тӗнчере сахал мар тӑваҫҫӗ. Унашкаллисем Раҫҫейре те пур, сӑмахран Архангельск облаҫӗнче. Ӗлӗкренпе ӗҫлекенни вара Швецинче вырнаҫнӑ, ӑна кашни хӗл ҫӗнӗрен хӑпартаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Рябчиков Владимир Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машин тӑваканӗ ҫуралнӑ | ||
| Мустаев Олег Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |