__Ленин районĕнче|Ленин районӗнче__ юр тасатма чӑрмантаракан машинсене эвакуацилес тӗлӗшпе рейд ирттернӗ.
Хӗл кӑҫал юрлӑ килчӗ — ҫӳлти тӳпе кашни кун тенӗ пекех юр тӑкса тӑрать (паян, ав, ҫумӑр та ҫукаларӗ). Машинсене ирӗклӗ ҫӳреме май пултӑр тесе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ирӗн-каҫӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Шел, хӑшӗ-пӗри вӗсен ӗҫне ӑнланмасть, тӑват урапаллӑ хатӗрӗсене ӑҫта кирлӗ унта лартса хӑварать. Унччен те ансӑр ҫул вара татах та хӗсӗнет.
Раштавӑн 14-мӗшӗнче ятарлӑ рейд ирттернӗ. Паллах, маларах машинсен хуҫисене пӗлтернӗ — ирхине 5 сехетрен пуҫласа ҫурт картисенче юр тасатас ӗҫ пырӗ — тесе систернӗ. Хӑшӗ-пӗри вара шарт та туман пулас. Шап та лӑп вӗсен машинисене __Шупашкарти__ Ленин районӗн администраци сотрудникӗсен, ҪҪХПИ тата «Дорэкс» АУО ӗҫченӗсен пулӑшӑвӗпе штраф чарӑнӑвне ӑстатнӑ та ӗнтӗ. Вокзалҫум, 4а тата Энгельс, 3/1 ҫуртсем ҫывӑхӗнчи икӗ машина куҫарма тивнӗ.
Кунашкал ӗҫе тепер эрнере те ирттерӗҫ — ҫавӑнпа та тӑватӑ урапаллӑ хатӗрсен хуҫисен хӑйсен транспортчӗ пирки тимлӗрех пулмалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Рябчиков Владимир Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машин тӑваканӗ ҫуралнӑ | ||
| Мустаев Олег Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |