Чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакан маттурсем пирӗн йӑхташӑмӑрсем хушшинче кашни ӗмӗртех пулнӑ теме эпир, 21 ӗмӗр ҫыннисем, тивӗҫлипех пултаратпӑр. Ахальтен-и пирӗн халӑх тем тӗрлӗ истори тумхахӗ урлӑ та утса тухса паянччен сыхланса юлнӑ. XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫуралнӑ Ермий Рожанские те эпир ҫав маттур чӑвашсен шутнех кӗртме тивӗҫлӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 270 ҫул ҫитнине халалласа __Хĕрлĕ Чутай районĕнчи|Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Мăн Этменти|Мӑн Этменти__ вӑтам шкулта раштавӑн 16-мӗшӗнче районти шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентекенсемпе конференци иртрӗ. Ҫавӑн пекех ку конференцие И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах ҫак шкулти __чăваш чĕлхин|чӑваш чӗлхин__ вӗрентекенӗ Н.В.Ермакова слайд мелӗпе урок ирттересси пирки мастер-класс ирттерчӗ, кайран вӑлах Ермий Рожанский ӗҫӗ-хӗлӗ пирки доклад турӗ. XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех __чăвашсене|чӑвашсене__ ҫутталла туртӑнма пулӑшнӑ __Кăрмăш|Кӑрмӑш__ пупӗ пирки ЧФК факультечӗн профессорӗ __В.Г.Родионов__ тӗпчев ӗҫӗсем нумай ҫырнӑ, хӑй тухса калаҫнинче те вӑл кӑсӑклӑ япаласем чылай каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех Г.Г.Ильина, А.С. Егорова, Е.Р. Афанасьева, Е.П. Чекушкина доцентсемпе О.В. Сорокина аслӑ преподаватель те сӑмах илчӗҫ. Конференци студентсен юрӑ саламӗпе вӗҫленчӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Рябчиков Владимир Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машин тӑваканӗ ҫуралнӑ | ||
| Мустаев Олег Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |