Ӗнер, раштавӑн 21-мӗшӗнче, __Шупашкарти__ «Ҫӑлкуҫ» кафере чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан сумлӑ ҫынсем пухӑнчӗҫ — иртсе каякан ҫулталӑкри ҫитӗнӳсемпе ҫитменлӗхсене асӑнчӗҫ, малашнехи пирки калаҫрӗҫ. Мероприятие вара «Чӑваш Ен» наци радиовӗн корреспонденчӗ Ольга Деменцова ертсе пычӗ.
Нумайӑнтарах пухӑнма хӑшӗ-пӗрне тулта алхасакан ҫанталӑк чарчӗ пулсан та пӳлӗме ҫынсем ҫителӗклех пуҫтарӑнчӗҫ: __Сарри Мишши__, __Праски Витти__, __Енилин Николай Аристархович__, Пётр Пупин, Виталий Станьял, Тимӗр Тяпкин, Олег Прокопьев, __Арсений Тарасов__, __Николай Ишентей__, ыттисем. Хускатнӑ ыйтусене асӑнас пулсан ытларах чӑваш халӑхне пӗрлештерме пултаракан пӗр-пӗр никӗсе шыраса тупмалли пирки калаҫрӗҫ. Халӑх интеллигенцийӗ пирки те сӑмах пулчӗ — ӑҫта ун пулмалла, мӗнле ӗҫлемелле. Олег Прокопьев чӑвашла пайта тума вӗренейменни пирки ӳпкелерӗ. Депутатсемпе, Шупашкар хулин ертӳҫисемпе тата район пуҫлӑхӗсемпе тачӑрах ӗҫлеме сӗнӳсем пулчӗҫ.
Тӗлпулӑва, паллах, укҫа-тенкӗсӗр ирттерме май ҫук, ӑна йӗркелекенсем Александр Капитонова, Евгений Антонова, Александр Самакина (вӗсем хӑйсем те калаҫӑва хутшӑнчӗҫ) тав турӗҫ. Тимӗр Тяпкин, тӗлпулӑва йӗркелекенсенчен пӗри, тепӗр мероприятие — Сурхурие — анлӑрах пухӑнма сӗнчӗ.
Калаҫу хӗрӳллӗ иртрӗ, тавлашма пуҫланисем те пулчӗҫ. Вӗсенчен пӗр пайне эсир тунтикун (раштав, 26) __mms://media.cap.ru/ChuvRadio|«Чӑваш Ен» наци радиовӗпе итлеме__ пултаратӑр.
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/134146/?p=0|**Сӑнсем**__ (19)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Рябчиков Владимир Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машин тӑваканӗ ҫуралнӑ | ||
| Мустаев Олег Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |