Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑра чӑрӑшсене сыхлассине вӑйлатнӑ. Вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем йӗрке хуралӗсемпе пӗрле лӑсӑллӑ вӑрмансене тӗрӗслеҫҫӗ, рейдсене тухаҫҫӗ. Ҫулсем ҫинче ятарлӑ постсем йӗркеленӗ. Республикӑра вӗсем 41. Унта чӑрӑш турттаракан машинӑсене чарса тӗрӗслеҫҫӗ, ирӗк илмесӗр йывӑҫсене касакансене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ҫакӑн пек пӗр тӗслӗх пулнӑ. Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министрӗн ҫумӗ Анатолий Яковлев каласа панӑ тӑрӑх, __Етĕрне районĕнче|Етӗрне районӗнче__ саккуна пӑсса чӑрӑш каснӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл вӑрман хуҫалӑхне 10 пин ытла тенкӗлӗх сӑтӑр тунӑ. Ун пирки халӗ пуҫилле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ. Йӗркене пӑхӑнманнисене административлӑ майпа та айӑплаҫҫӗ. Пӗр чӑрӑшшан 3-3,5 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ, организацисен вара 50-100 пин тенкӗ кӑларса хума тивет. Ҫӗнӗ ҫул ытлашши хакла ан лартӑр тесен уяв йывӑҫҫисене сутӑн илнинчен лайӑххи нимӗн те ҫук. Чӑрӑшсене вӑрман хуҫӑлӑхӗсенче, пасарсенче тата ятарлӑ вырӑнсенче туянма пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |