2011 ҫул вӗҫленес умӗн __Мускав районĕн|Мускав районӗн__ __Кĕскетӳсем|ГТАҪӗ__ (ЗАГС) шучӗпе 2800-мӗш ачана регистрациленӗ. Ытти ҫулсемпе танлаштарсан: 2005 ҫулта 1834 ача, 2006 — 1908, 2007 — 2209, 2008 — 2214, 2009 — 2678, 2010 — 2729. Нумайрах ача ҫуратасси ГТАҪ ӗҫченӗсен шухӑшӗпе пурнӑҫ лайӑхланса пынипе, нумай ачаллӑ кил-йышсене социаллӑ пулӑшу паракан программӑсене аталантарнипе ҫыхӑннӑ (тӗп сӑлтавӗ, паллах, унта мар: халӑх мӗн чухлӗ хӑтлӑрах пурӑнать, ҫавӑн чухлӗ сахалрах ҫуратать). Ҫапах та ҫемье хаклӑхне тавӑрмасан, тӗрлӗ ӑрусен хушшинчи ҫыхӑнӑва сыпӑнтарма тӑрӑшмасан ятарлӑ программӑсем хатӗрлесси хӗрарӑмсене вӑйпа ҫураттарасси ҫеҫ пуль.
Паллах, патшалӑх та ахаль лармасть — ҫӗнӗ ача пахчисем тӑвать, ҫемье хысни (выр. ~~материнский капитал~~) хатӗрлеме пулӑшать. 2012 ҫултанпа __Чăваш Енре|Чӑваш Енре__ вара ҫемье хыснине ятарласа хушмалли тепӗр май туса парӗҫ — виҫҫӗмӗш ачашӑн кил-йыша 100 пин тенкӗ лекӗ.
Ҫавах та ачасем ҫут тӗнчене укҫашӑн мар, тӑван ашшӗ-амӑшне савӑнтармашкӑн килччӗр!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |