Паян Ҫӗрпӳ район администрацийӗн лару пӳлӗмӗнче тӗтче тетелӗпе усӑ курса иртнӗ виҫӗ ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ, ҫав шутра «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литература конкурсӗ, «Тупмалли юмахсем-2» тата «Ҫӗрпӳ Енӗм — Тӑван Ен» интернет-олимпиада пулчӗҫ.
Кашни ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем парнеллӗ пулчӗҫ: илемлӗ хайлавсем ҫыракансене «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнекепе картинсем лекрӗҫ, тупмалли юмахсем шӗкӗлчеме ӑста ачасене — кӗнекесем, __Çĕрпӳ|Ҫӗрпӳ__ тӑрӑхне лайӑх пӗлекенсене — тӗрлӗ теттесем. Чылайӑшне Чӑваш халӑх сайчӗ 2012 ҫулхи календаре парнелерӗ. Хисеп хучӗсемсӗр те, паллах, никам та юлмарӗ.
Юрӑ тӑхтавӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе «Asамат» ушкӑн савӑнтарчӗ. Уява ертсе пырасса та ҫак ушкӑн солисчӗ Леонид Антонов ертсе пычӗ.
Шкул ачисемпе вӗрентекенсем умӗнче темиҫе кӗнеке авторӗ __Ангелина Павловская__ тухса калаҫрӗ — вӑл хӑйӗн пирки кӗскен каласа пачӗ, ҫамрӑк ҫыравҫӑсене ӑнӑҫусем сунчӗ, ҫырас кӑмӑла малалла та атлантарма сӗнчӗ.
Сӑнсем: __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/135161/|**1 пай**__ (141, О. Цыпленков ӳкернисем), __http://gallery.chuvash.org/v/meropriyati/emetset-salkuse-cislav/|**2 пай**__ (24, Н. Плотников ӳкернисем), __http://kamal.3dn.ru/photo/quot%5femetsen%5fcalkuce%5fquot%5fliteratura%5fkonkursen%5fcenterycisem/3|**3 пай**__ (27, З. Михайлова ӳкернисем).
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |