Кӑҫалтан 1992 тата 1993 ҫулсенче Таджикистанри вӑрҫӑ-харҫа хутшӑннисене ҫар ветеранӗсен йышне илнӗ. «Ветерансем ҫинчен» федераллӑ саккуна ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртнӗ. Ветеран пулни ҫинчен ӗнентерекен хута вӗсем Шалти ӗҫсен министерствинче, Федераллӑ хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗнче тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче илме пултараҫҫӗ. Патшалӑх пулӑшӑвне илес тесен вӗсен ҫак хутпа Пенси фондне пымалла. Уйӑхсерен вӑрҫӑ-харҫӑ ветеранӗсене 1 пин те 239 тенкӗ тӳлесе тӑраҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче ҫак тӳлеве пысӑклатма палӑртнӑ. Укҫа вырӑнне социаллӑ пулӑшусемпе усӑ курма ирӗк пур — тухтӑр рецепчӗпе тӳлевсӗр эмелсем илме, санаторире сипленме, хулаҫум пуйӑсӗпе тӳлевсер ҫӳреме юрать. Паян __Чăваш Енре|Чӑваш Енре__ федераллӑ ҫӑмӑллӑхсемпе 13 пин ытла тӗрлӗ вӑрҫӑ-харҫӑ ветеранӗ усӑ курать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |