Иртнӗ ҫулӑн раштав уйӑхӗнчи 15-22-мӗш кунӗсенче __И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ|И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ__ чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине кӑмӑллакан 10-11-мӗш класс ачисем валли «Сенкер инҫет» олимпиадӑн пӗрремӗш тапхӑрне ирттерчӗ. Тӗнче тетелӗн ҫыхӑнӑвӗпе усӑ курса Чӑваш Республикинчен тата кӳршӗллӗ регионтан пурӗ 113 вӗренекен хӑйсен пӗлӗвне кӑтартма пултарчӗ.
Олимпиадӑн пӗтӗмлетӳллӗ иккӗмӗш тапхӑрне хутшӑнма жюри ҫителӗклӗ балл пухма пултарнисене суйласа илчӗ:
• «Тӑван ен культурипе» — 25 баллран кая мар;
• «Чӑваш чӗлхипе литератури» (чӑваш шкулӗсем) — 35 баллран кая мар;
• «Чӑваш чӗлхипе литератури» (вырӑс шкулӗсем) — 40 баллран кая мар.
Пӗрремӗш тапхӑра ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ шкул ачисене эпир хӗрӳллӗн саламлатпӑр, ҫитес ӑмӑтура та ӑнӑҫу сунатпӑр!
«Сенкер инҫет» олимпиадӑн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрӗ асӑннӑ университетӑн __чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче|чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче__ нарӑсӑн 21-мӗшӗнче иртет. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене регистрацилемелли вӑхӑт — 9.30-10.30. Олимпиада пуҫламӑшӗ — 10.30. Шкул ачисен хӑйсен ҫумӗнче ҫак документсем пулмалла:
1) Паспорт (вӑл пропуск шутланать);
2) Шкулта вӗреннине ӗнентерекен справка.
Адрес: Шупашкар, Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт, 4-мӗш хут. Пирӗн пата троллейбуспа (4, 12, 14, 21) е маршрут таксипе (32, 35, 49, 52, 61) «Университет» чарӑнӑва ҫитиччен килмелле. Хапӑл туса кӗтетпӗр!
Олимпиада ҫӗнтерӳҫисене жюри иккӗмӗш тапхӑр хыҫҫӑн палӑртать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |