__Шăмăршă районĕнчи|Шӑмӑршӑ районӗнчи__ __Ярăслав|Ярӑслав__ ялӗн хӗвелтухӑҫ енче, Анаткасра, укӑлча хапхипе юнашарах, тӑрӑ та сивӗ шывлӑ ҫӑлкуҫ тапса тӑрать. Ҫак ҫӑлкуҫа чи пирваях, ваттисем каланӑ тӑрӑх, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех, ку ялта пурӑннӑ Макар ятлӑ ҫын тарӑнрах алтса, пура ярса тунӑ пулнӑ, хӑй виличченех тасатса-тирпейлесе тӑнӑ. Ял ҫыннисем ҫак ҫӑлкуҫа иртнӗ ҫулсенче тепӗр хут ҫӗнӗ пура ярса, ҫавӑрса ӑсмалли ӑсталаса, тӑррине йывӑҫран тӗрӗлесе-илемлетсе тунӑччӗ.
Нумаях пулмасть вара, Ярӑславра ҫуралса ӳснӗ, халӗ __Шупашкарти__ пӗр савутра тӗп инженер пулса ӗҫлекен Петр Николаевич Морозов тата ялтах пурӑнакан Петр Краснов пуҫарӑвӗпе, ҫӑлкуҫ ҫумӗнче ял ҫыннисем валли пӑр пек сивӗ сиплӗ шыва чӑмса ҫан-ҫурӑма тӗреклетмелли, чир-чӗртен тасалмалли Пантелеймон ҫвятуйӑн турӑшӗ ячӗллӗ часавай евӗр вырӑн туса хута янӑ.
Шыва кӗмелли ҫурт валли хыр пӗренисене Валерий Егоровпа Георгий Розов вӑрман ӗҫченӗсем тӳлевсӗрех уйӑрса панӑ. Василий Исметов, Сергей Урмаев, пӗр тӑван Сергейпе Руслан Локтинсем, Петр Мердеев, Олег Лукьянов, Николай Малов, Анатолий Краснов, Алексей Кузнецов, Александр Розов, Сергей Ефимов, Александр Фомин платниксем вара кӗске вӑхӑтрах пура пураса ҫурт тӑррине витсе хунӑ, ҫӳле пӗчӗк куполпа хӗрес те вырнаҫтарса лартнӑ. Шыва кӗмелли пӳрт (купель) икӗ пӳлӗмлӗ: пӗринче — хӗрарӑмсем, тепринче арҫынсем шыва кӗме пултараҫҫӗ. Шыва кӗмелли вырӑнсенче чиркӳрен илсе килнӗ турӑшсем тата ҫурта ҫутса лартмаллисем вырнаҫтарнӑ.
Шыва кӗмелли ҫак ҫурта тума ял ҫыннисем укҫа пуҫтарса пулӑшнӑ. Уйрӑмах Тверь облаҫӗнчи Калязин районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлекен К.Г. Ильин, __Шупашкарта__ пурӑнакан А.Н. Петров строитель, О.А. Парфенов предприниматель, С.Локтин, С.Урмаев, А.Антипов тата ытти ял ҫыннисем пысӑк пулӑшу панӑ. Йывӑр ӗҫсене пурнӑҫлама, стройматериалсене турттарма Петр Краснов хӑйӗн тракторӗпе пулӑшса пынӑ, Борис Кузнецов та хӑма парса пулӑшнӑ.
Тӑкаксен ытларах пайне тата мӗнпур ӗҫе ертсе пырассине вара П.Н.Морозов хӑй ҫине илнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |