Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче __Вăрнар районĕнче|Вӑрнар районӗнче__ вырнаҫнӑ __Хапăсри|Хапӑсри__ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Чӑваш халӑх ҫыравҫи __А.В. Емельянов__ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ «А.В. Емельяновӑн пултарулӑх еткерӗ» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ.
Мероприятине __чăваш филологийĕпе культура факультечĕн|чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн__ преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Культурологи кафедрин профессорӗ __Г.И. Федоров__ «А. Емельянов хайлавӗсен илемлӗ тӗнчи», чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканӗ, __В.Г. Родионов__ профессор «А. Емельяновӑн чӑваш литаратура аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшӗ», чӑваш тата танлаштарулӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин докторанчӗ И.В. Софронова «А. Емельянов — сӑвӑҫ», чӑваш тата танлаштарулӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин доценчӗ И.Ю. Кириллова «Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн кун-ҫулӗпе пуласлӑхӗ» докладсемпе тухса калаҫрӗҫ.
Конференцине шкул ачисем те хатӗрленнӗ. Вӗсем хӑйсен ентешӗн пултарулӑхӗ ҫинчен литмонтаж вуларӗҫ, сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ. Ҫыравҫӑпа пӗр вӑхатра район хаҫатӗнче вӑй хунӑ М.А. Васильев, ентешӗсем Г.К. Скворцов тата В.Д. Скворцов тухса калаҫни те кӑсӑклӑ пулчӗ. Пуҫтарӑннисене А.В. Емельяновӑн ачисем Раиса Анатольевна тата Владимир Анатольевич асаилӗвӗсене итлеме те кӑмӑллӑ пулчӗ.
Конференци ӗҫӗ пурне те кӑмӑла кайрӗ. Районта А.В. Емельянов ҫыравҫӑн (80 ҫул) тата А.А. Воробьев сӑвӑҫӑн (90 ҫул) ҫулталӑкӗсене ирттерме йышӑнчӗҫ. __Чăваш чĕлхине|Чӑваш чӗлхине__ вӗрентекен учительсемпе аслӑ шкул преподавателӗсен ҫитес тӗлпулӑвӗ юпа уйӑхӗнче __Мăн Явăшра|Мӑн Явӑшра__ пуласси ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |