__Сĕнтĕрвăрри районĕнчи|Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ __Октябрьски ял тăрăхĕнче|Октябрьски ял тӑрӑхӗнче__ ваттисемпе ҫамрӑксем хушшинче хоккей вӑййипе юлташла тӗлпулу иртрӗ.
Кӑрлачӑн 29-мӗш кунӗ сивӗ тӑчӗ пулин те пӑр ҫине тухма вӑл никама та чӑрмантараймарӗ. Ваттисенчен тупӑшӑва Егоров А.В., Васильев С.Н., Назаров С.М., Малинин А.В., Сидяков Э.Р., Васильев В.А. хутшӑнчӗҫ, ҫамрӑксен ушкӑнӗнче Никаноров Г.Д., Никаноров А.Г., Корнилов Е.Ю., Васильев Н.С., Перов С.В., Иритков И.А. пулчӗҫ.
Ӑмӑрту хӗрӳ иртрӗ. Ҫамрӑксем аслӑраххисенчен вӑйлӑрах пулни тӳрех сисӗнчӗ пулин те ваттисем вӗсене парӑнасшӑнах пулмарӗҫ — хапхана тимлӗн сыхларӗҫ, ӑнсӑртран тапӑнса кӑткӑс лару-тӑрусем тума майсем тупрӗҫ. Ҫапах та юлашкинчен 8:4 счетпа выляса ячӗҫ.
Тупӑшу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн кунашкал тӗлпулусене малашне те ирттерме калаҫса татӑлчӗҫ — чӑнах та, хоккей пӑрӗ мӗн-ма пушӑ тӑмалла?
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |