Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче __Канаш районĕнчи|Канаш районӗнчи__ __Карăклăра|Карӑклӑра__ уяв иртӗ — ку ялти шкул кӑҫал 100 ҫул тултарать. Савӑнӑҫлӑ уяв **10 сехет ҫурӑра** пуҫланӗ — тӗрлӗ ҫулта ҫак шкулта вӗреннӗ кашни ҫынна унта ҫитме йыхравлаҫҫӗ.
__Уçырмапа|Уҫырмапа__ __Утă|Утӑ__ юханшывсем пӗрлешнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ ялти шкула 1912 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Карӑклӑ-Аксарин ҫемски шкулӗн пӗрремӗш вӗрентекенӗсем __Çĕрпӳрен|Ҫӗрпӳрен__ пулнӑ — Кузнецов Дмитрий Назарович тата ун мӑшӑрӗ Александра Васильевна.
1933 ҫулта ӑна колхоз ҫамрӑкӗсен ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул шайне хӑпартнӑ. 1962 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 8 класлӑ шкул шутланнӑ, вӗренекенсен йышӗ 287 ачана ҫитнӗ. 1970 ҫулта шкул ачисен йышӗ 450 ҫитнӗ. 1974 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗнче вара ӑна вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ. 1983 ҫулхи вӗренӳ ҫулне ачасем икӗ хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртра пуҫланӑ.
Шкул адресӗ: Канаш районӗ, Карӑклӑ ялӗ, Ҫамрӑксен урамӗ, 14 ҫурт.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |