__Шупашкарти__ 37-мӗш шкулта «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» проект пуҫланнӑ. Ҫак пректӑн тӗп тӗллевӗ — пенси ҫулне ҫывхаракан тата тивӗҫлӗ канури ҫынсен пурнӑҫне интереслӗрех тӑвасси, вӗсем килӗсенче хӑйсен шухӑшӗсемпе, пӗчченлӗхпе нушаланса ларассинчен хӑтарасси, хӑйсен ачисемпе тата манукӗсемпе савӑнса, сывлӑха упраса малалла пурӑнма вӑй хушасси.
Шупашкарти 37-мӗш шкулти 10-мӗш класра вӗренекен Михеева Маша хӑй пӳрчӗ умӗнчи сак ҫинче ларакан ватӑсене кашни кунах курать. Вӗсен кулленхи пурнӑҫӗ мӗнле иртнине те аван пӗлет вал. «Мӑнукӑмсем — шкулта, ачасем — кунӗпех ӗҫре. Канмалли кунсенче пӗр-ик сехетлӗх килсе савӑнтарсан та аван», — теҫҫӗ ватӑсем. Ҫак ҫынсен пурнӑҫне улӑштарасси пирки Маша чылайччен шухӑшласа ҫӳренӗ. Кун пирки хӑй тусӗпе, 49-мӗш шкулти Лаврентьев Димӑпа, сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫак проект ҫуралнӑ та.
«Ҫӗнӗ пурнӑҫ» — ҫутӑ, таса, илемлӗ, ӑшӑ, сывлӑхлӑ, туслӑ, юратуллӑ, ҫынна ырӑ туйӑмсем парнелекен проект. Пӗрремӗш тӗлпулу нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарти 37-мӗш шкулта иртрӗ. Пурӗ 11 ҫын пухӑнчӗ. Малтанах вӗсем пӗр-пӗринпе паллашрӗҫ. Проект ертӳҫисем малаллахи ӗҫсемпе паллаштарчӗҫ. Кунта планланӑ ӗҫсем: сывлӑха ҫирӗплетесси (вӑрмана йӗлтерпе тухни), компьютрпа ӗҫлеме вӗренесси, тӗрлӗ кинофильмсем курасси, ташӑ каҫӗ, интерактивлӑ вайӑсем. Проекта йӗркелеме пулӑшакансем: Соснова Р.А. — Шупашкарти 37-мӗш шкул директорӗ, Щукин А.В. — фотограф, Шариков А. — юрист, Степанов В.В — вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ.
Пӗрремӗш тӗлпулу пурне те килӗшрӗ. Ҫак проект аталанса ытти ватӑсене те пӗр-пӗринпе пӗрлештерсе вӗсен пурнӑҫне савӑнӑҫлӑрах та ҫутӑрах тӑвасса шанас килет. Ӑнӑҫу сире!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |