Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче урамра шартлама сивӗ пулин те __Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çемье вулав центрне|Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулав центрне__ халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Кунта __Петĕр Хусанкай|Петӗр Хусанкай__ паллӑ сӑвӑҫӑмӑр ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа тӗлпулу каҫӗ йӗркеленӗ. Вулавӑшӗн хӑтлӑ пӳлӗмне Чӑваш Республикин сумлӑ ҫыннисене — __Вера Кузьмина__ Чӑваш халӑх артисткине, __Юрий Сементерпе__ __Порфирий Афанасьев__ Чӑваш халӑх поэчӗсене, __Светлана Асамат__ юрӑҫ-композитора — тата тӗрлӗ вӗрентӳ заведенийӗсенче вӑй хуракан доцентсемпе учительсене, шкул ачисене пӗр ҫӗре пуҫтараканӗ тата уява ертсе пыраканӗ вара — асӑннӑ вулавӑшӑн ӗҫченӗ А.А. Сосаева.
Тӗлпулу П.Хусанкая астӑвакансен асаилӗвӗсенчен пуҫланчӗ. Унтан уява Вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Н.Г. Иванова ертсе пынипе килнӗ тӗрлӗ шкулсен вӗрентекенӗсем Петӗр Хусанкай пултарулӑхне шкулта вӗрентес меслетсемпе паллаштарчӗҫ, слайд-презентацисем ирттерчӗҫ. __Шупашкар районĕнчи|Шупашкар районӗнчи__ Тутаркасси шкулӗнчен, __Шупашкарти__ 44, 60-мӗш шкулсенчен ҫитнӗ ачасем чаплӑ сӑвӑҫӑмӑрӑн сӑвӑ йӗркисене шӑрантарчӗҫ. Паллах, пурне те Вера Кузьминична епле сӑвӑ вулани тыткӑна илчӗ.
П. Хусанкайӑн сӑвӑ тӗнчине халалласа «Поэзи парӑсӗ айӗнче» ятлӑ курав та йӗркеленӗ вулавӑш ӗҫченӗсем. Кунсӑр пуҫне чӑваш тӗррин «Тӗрӗ тӗнчи» ятлӑ куравӗ те питӗ пуян пулнине палӑртса хӑвармалла. Чӑнах та, эпир ҫӗр-пин сӑмахпа ҫӗр-пин тӗрӗ ҫӗр-шывӗн ачисем пулнине курса ӗненме май пачӗҫ вӗсем. Петӗр Хусанкай «эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» тесе хӗрӳллӗн каланине тӳрре кӑларас ӗмӗтпе ӗҫлекен, пурӑнакан библиотека ӗҫченӗсене пӗтӗм чунтан тайма пуҫ тесе калас килет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |