«Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» — ҫапла ят панӑ Ефим Никитин хӑйӗн очеркне. Паян вӑл пирӗн __/lib/haylav/5477.html|электронлӑ вулавӑша вырнаҫрӗ__.
Ефим Никитин тесен кам пирки калаҫу пынине, тен, хӑшӗ-пӗри чухламасть те пулӗ — __Кĕлпук Мучи|Кӗлпук Мучи__ тесен вара ӑна пурте пӗлеҫҫӗ темелле. Илтессе те пулин илтнех ӗнтӗ.
Кӑҫал вара __Никитин Ефим Никитич__ пултаруллӑ артист, драматург ҫуралнӑранпа шӑп та лӑп 100 ҫул ҫитет. Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ ку. __Вăрмар районĕнчи|Вӑрмар районӗнчи__ __Арапуç|Арапуҫ__ ялӗнче вӑл ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫак куна халалласа пирӗн сайт 1999 ҫулта тухнӑ (артист пирӗнтен 2000 ҫулта уйрӑлнӑ) «Ватӑ чӗре — ҫамрӑк чун» кӗнекене вулавӑша кӗртес терӗ. 240 страницӑллӑ вӑл, сӑнӳкерчӗксемпе (вӗсене кӗртмӗпӗр пулӗ). Пушӑн 22-мӗшӗ тӗлне ӑна пӗтӗмӗшле вырнаҫтарса тухасшӑн.
Паян вара унти __/lib/haylav/5477.html|«Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар»__ очеркпа паллашма пултаратӑр. Ҫак хайлавра Кӗлпук Мучи хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрне сӑнласа панӑ. Кӗҫех кӗнекери пьесӑсене те кӗртӗпӗр.
Шел те, тӗнче тетелӗнче ҫакӑн пек ӑста артист пирки ҫырнӑ статьясем ытла та сахал. Ҫавӑнпа та эпир сирӗнтен ыйтасшӑн — кивӗ хаҫат-журналта пӗр-пӗр статьяна тӗл пулсан ӑна пире сканерласа ярса парсамӑр — сайтра вырнаҫтарӑпӑр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |