__Сăкăт|Сӑкӑт__ шкулӗнче (~~__Патăрьел районĕ|Патӑрьел районӗ__~~) 11-мӗш класра вӗренекенсем (вӗрентекенӗ — Тинюкова Н.К.) чӑваш халӑх писателӗ __Н. Терентьев__ ҫырнӑ «Пушар лаши трагикомедипе паллашрӗҫ.
Якку, Сталинград паттӑрӗ, хӑрах ураллӑ вӑрҫӑ инваличӗ пулин те, йывӑрлӑхра кирек кама та пулӑшма хатӗр. Вӑрҫӑ вучӗ витӗр ҫӗнтерсе тухнӑ салтакӑн килӗ-ҫурчӗ аҫа ҫапнипе ҫунса каять, хуйхӑпа мӑшӑрӗ вилет... Пӗрех пуҫне усмасть Сталинград ҫулӑмӗ ӗнтнӗ ватӑ салтак, ҫӗнӗ ҫурт лартать, малалла пурӑнасшӑн талпӑнать.
Кунти сӑнарсен шӑпипе паллашнӑ май, ачасем Тӑван ҫӗршывӑн паттӑр хули — Сталинград пирки те чарӑнса тӑчӗҫ. 1943 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче шӑпах вӑйлӑ ҫапӑҫусем пынӑ кунта. Сталинград патӗнче нимӗҫ фашисчӗсене ҫапса аркатни пирӗн ҫӗршывшӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни пирки те калаҫрӗҫ урокра вунпӗрмӗшсем. Ҫак Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ мӑн аслашшӗсене те аса илчӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |